Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 8/15 10—16 с.
  • Туррӑн чӗрӗ Сӑмахӗпе усӑ курӑр!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Туррӑн чӗрӗ Сӑмахӗпе усӑ курӑр!
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • «САНӐН АЛЛУНТИ МӖН ВӐЛ?»
  • ТӖПЛӖН СУЙЛАСА ИЛНӖ СӐВӐ ЙӖРКИСЕНЕ ВУЛАСА ПАРӐР
  • ҪЫНСЕНЕ МӖН ПӐШӐРХАНТАРНИ ҪИНЧЕН КАЛАҪӐР
  • СӐВАПЛӐ ӖҪРЕ СИРЕ ТУРӐ СӐМАХӖ ПУЛӐШСА ТӐТӐР
  • Трактатсемпе усӑ курса ырӑ хыпар сарӑр
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • Ҫӗнӗ буклетсене ҫӗнӗлле илемлетни
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
  • Публикацисене сӗнмелли майсем
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2016
  • Буклетпа усӑ курса калаҫӑва мӗнле пуҫламалла?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2020
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 8/15 10—16 с.

Туррӑн чӗрӗ Сӑмахӗпе усӑ курӑр!

«Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать, калать те — тӑвать [«чӗрӗ те витӗмлӗ», ҪТ]» (ЕВР. 4:12).

ЭСИР МӖН ШУТЛАТӐР?

  • Мӗне пула сӑваплӑ ӗҫре пирӗн сӑмахсем ӗнентерӳллӗрех пулӗҫ?

  • Ҫынсемпе пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне тата вӗсем патне тепӗр хут кайса килнӗ чухне буклетсем пире Библи уҫса вулама мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

  • Сӑваплӑ ӗҫе хатӗрленнӗ чухне эпир Павелран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?

1, 2. Иегова Моисее мӗнле ӗҫ шанса панӑ тата ӑна мӗн тесе шантарнӑ?

СӐМАХРАН, Иегова халӑхӗшӗн хута кӗрес тесе сирӗн ҫӗр ҫинчи чи хӑватлӑ пуҫлӑх патне кайса калаҫмалла тейӗпӗр. Эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? Ҫакӑ сире, тен, хӑратса, аптратса ӳкернӗччӗ тата иккӗлентерсе янӑччӗ пуль. Эсир мӗнле сӑмахсем калас тенӗ пулӑттӑр? Сирӗн сӑмахсем, пурне те тума пултаракан Турӑ ячӗпе янӑ ҫыннӑн сӑмахӗсем, ӗнентерӳллӗрех пулччӑр тесен мӗн тума пулать?

2 Моисейпе шӑп ҫавӑн пек пулса тухнӑ та. Иегова ӑна, «ҫӗр ҫинчи пур ҫынран та йӑвашрах» ҫынна, Турӑ халӑхне пусмӑртан тата Египет чуралӑхӗнчен ирӗке кӑларма фараон патне янӑ (Йыша шутл. 12:3). Малалла пулса иртнӗ ӗҫсем фараон чӑрсӑр та мӑнкӑмӑллӑ пулнине кӑтартса панӑ (Тух. 5:1, 2). Ҫав-ҫавах Моисей фараона темиҫе миллион чурине ҫӗршывран кӑларса яма хуштӑр тенӗ Иегова! Ҫавӑнпа та Моисей Иеговӑран: «Фараон [Египет патши] патне кайса Израиль ывӑлӗсене Египетран илсе тухмашкӑн кам вара эпӗ?» — тесе мӗншӗн ыйтнине эпир ӑнланатпӑр. Моисей хӑйне хушса панӑ ӗҫе тума вӑй ҫитереймӗп тесе шутланӑ курӑнать. Анчах Турӑ ӑна сана пӗччен хӑвармӑп тесе шантарнӑ. «Эпӗ санпа пӗрле пулӑп»,— тенӗ Иегова (Тух. 3:9—12).

3, 4. а) Мӗнрен хӑранӑ Моисей? ӑ) Моисейпе мӗн пулса иртнинчен эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр?

3 Мӗнрен хӑранӑ Моисей? Вӑл Иегова Туррӑн хыпарҫине фараон йышӑнмӗ е ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхмӗ тесе хӑранӑ пулмалла. Ҫавӑн пекех вӑл хӑйне израильтянсене Египетран илсе тухма Иегова суйласа лартнине хӑйӗн халӑхӗ ӗненӗ-ши тесе иккӗленнӗ. Ҫавӑнпа та Моисей Иеговӑран ыйтнӑ: «Эхер те вӗсем мана ӗненмесессӗн, манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн тата „сана Ҫӳлхуҫа курӑнман“ тесессӗн? [вӗсене мӗн калас вара?]» (Тух. 3:15—18; 4:1).

4 Иегова Моисее мӗн каланинчен тата малалла пулса иртнӗ ӗҫсенчен эпир пурсӑмӑр та нумай енчен ӑса вӗренме пултаратпӑр. Тен, сирӗн нихӑҫан та пысӑк власть тытса тӑракан чиновник патне кайса калаҫма тивмӗ. Анчах та сире кашни кун тӗл пулакан ахаль ҫынсемпе Турӑ ҫинчен тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫма ҫӑмӑл-и? Ҫӑмӑл мар пулсан, Моисейпе мӗн пулса иртнинчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.

«САНӐН АЛЛУНТИ МӖН ВӐЛ?»

5. Иегова Моисей аллине мӗн тыттарнӑ тата хӑрама пӑрахма ӑна мӗн пулӑшнӑ?

5 Моисей хӑйӗн сӑмахӗсене халӑх ӗненӗ-ши тесе хӑранӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен Турра каласа парсан, Иегова ӑна пулас ӗҫсене тума хатӗрленӗ. Тухни кӗнекере ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа ӑна: санӑн аллунти мӗн вӑл? тенӗ. Моисей хуравланӑ: туя, тенӗ. Ҫӳлхуҫа: ҫӗре пӑрах ӑна, тенӗ. Вӑл ӑна ҫӗре пӑрахнӑ та, туйи ҫӗлен пулса тӑнӑ, Моисей унран тара пуҫланӑ. Вара Турӑ Моисее каланӑ: аллуна тӑс та ӑна хӳринчен ярса тыт, тенӗ. Вӑл аллине тӑснӑ та ӑна [хӳринчен] ярса тытнӑ; ҫӗлен унӑн аллинче туя пулса тӑнӑ. Ҫакӑ [сана] Ҫӳлхуҫа... курӑннине ӗнентерме пулӗ, тенӗ» (Тух. 4:2—5). Туррӑн вӑйне пула Моисей аллинчи туя ҫӗлен пулса тӑнӑ! Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ Моисей Туррӑн хыпарҫи пулнине тата ӑна Турӑ пулӑшса тӑнине кӑтартса панӑ. Ҫавӑнпа та Иегова ӑна каланӑ: «Ҫакӑ [ҫӗлен пулнӑ] туяна аллуна тыт: эсӗ унпа астутаракан паллӑсем тӑвӑн» (Тух. 4:17). Хӑй аллинчи хатӗрпе, Турӑ пулӑшса тӑнине кӑтартакан хатӗрпе, Моисей хӑйӗн халӑхӗ умӗнче те, фараон умӗнче те Турӑ ячӗпе янӑ ҫын пек хӑюллӑн калаҫма пултарнӑ (Тух. 4:29—31; 7:8—13).

6. а) Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн алра мӗн пулмалла тата мӗншӗн? ӑ) «Турӑ Сӑмахӗ» пирки мӗншӗн «чӗрӗ» тата мӗншӗн «витӗмлӗ» тенине ӑнлантарса парӑр.

6 Библи хыпарне пӗлтерме кайнӑ чухне эпир хамӑр алӑра мӗн тытса тӑратпӑр? Чылай чухне пирӗн алӑра — Библи. Кирлӗ чухне эпир ӑна тӳрех уҫса вуласа пама хатӗр. Нумайӑшӗ Библи вӑл ахаль кӗнеке кӑна тесе шутлать пулин те, вӑл — Турӑ Сӑмахӗ. Ун урлӑ Иегова пирӗнпе калаҫать (2 Петр 1:21). Унта Турӑ мӗн тума сӑмах пани ҫинчен тата унӑн Патшалӑхӗ мӗн туса парасси ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Павел апостол ҫапла ҫырма пултарнӑ: «Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать, калать те — тӑвать [«чӗрӗ те витӗмлӗ», ҪТ]». (Еврейсем 4:12 вуласа пар.) Иегова мӗн тума сӑмах панисем пурте чӗрӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫа кӗртес тесе пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫлесе тӑрать (Ис. 46:10; 55:11). Иеговӑн Сӑмахӗ ҫинчен калакан ҫак чӑнлӑха ҫын ӑнланса илсенех Библи унӑн пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳрсе тӑма пуҫлать.

7. Мӗнле майпа эпир «чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс ӑнлантарса вӗрентекен пулма» пултаратпӑр?

7 Иегова пирӗн алла хӑйӗн чӗрӗ Сӑмахне тыттарнӑ. Ҫак хатӗрпе усӑ курса эпир хамӑр калакан хыпар шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине тата ҫав хыпар Турӑран пулнине ҫирӗплетсе пама пултаратпӑр. Акӑ мӗншӗн Павел еврейсем патне ҫыру ҫырса янӑ хыҫҫӑн Тимофее «чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс ӑнлантарса вӗрентекен пулма тӑрӑш» тесе хавхалантарнӑ (2 Тим. 2:15). Павелӑн ҫак канашне эпир мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр? Библирен ҫын чӗрине хускатма пултаракан сӑвӑ йӗркисене тӗплӗн суйласа илсе, унтан вара вӗсене ҫынсене вуласа панипе. Ҫав тӗлӗшрен пире 2013-мӗш ҫулта тухнӑ буклетсем питӗ пулӑшӗҫ.

ТӖПЛӖН СУЙЛАСА ИЛНӖ СӐВӐ ЙӖРКИСЕНЕ ВУЛАСА ПАРӐР

8. Пӗр сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ буклетсем пирки мӗн каланӑ?

8 Ҫӗнӗ буклетсене пурне те пӗр евӗрлӗ калӑпланӑ. Ҫавӑнпа та эпир вӗсенчен пӗринпе усӑ курма вӗренсен, пуринпе те усӑ курма пӗлӗпӗр. Вӗсемпе ырӑ хыпар сарма сире ҫӑмӑл-и? Сӑваплӑ ӗҫӗн пӗр надзирателӗ, Гавайра (АПШ) пурӑнаканскер, ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӗнӗ буклетсемпе ырӑ хыпара килтен киле тата урамра сарма мӗн тери ӑнӑҫлӑ пуласси пирки эпир ӗмӗтленме те пултарайман». Вӑл шутлӑнӑ тӑрӑх, буклетсене мӗнле йӗркелесе ҫырни ҫынсене хӑйсен шухӑшӗсене каласа пама хавхалантарать тата кӑмӑллӑ калаҫу пуҫлама пулӑшать. Ҫавна тума кашни буклет хуплашки ҫине ҫырса хунӑ ыйтупа ун ҫине тӗрлӗ майлӑ хурав пани пулӑшать тесе шутлать вӑл. Ҫавӑнпа та ҫынсем тӗрӗс мар хурав пама пултарни пирки пӑшӑрханмаҫҫӗ.

9, 10. а) Буклетсем пире сӑваплӑ ӗҫре Библипе усӑ курма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? ӑ) Хӑш буклетпа эсир ӑнӑҫлӑрах усӑ куратӑр тата мӗншӗн?

9 Кашни буклет пире тӗплӗн суйласа илнӗ сӑвӑ йӗркине вуласа пама май парать. Тӗслӗхшӗн «Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?» буклета илер. Пирӗнпе калаҫакан ҫын хуплашки ҫинчи ыйтӑва кирек мӗнле хуравласан та — «пӗтет», «пӗтмест» е «пӗтсен те, пӗтмесен те пултарать» тейӗ-и вӑл — буклета уҫӑр та ҫапла калӑр: «Библи мӗн каланине пӑхӑр-ха». Унтан Ӳлӗмхине 21:3, 4 вуласа парӑр.

10 «Библи сирӗншӗн мӗнле кӗнеке?» буклетӑн хуплашки ҫинчи хуравсене ҫын кирек хӑшне суйласа илсен те, ҫак буклетпа та ҫавнашкалах усӑ курӑр. Буклета уҫӑр та ҫапла калӑр: «Библире „Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ“ тесе каланӑ». Унтан ҫапла калама пулать: «Тӗрӗссипе каласан, ҫакӑ Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркин пӗр пайӗ кӑна-ха». Унтан Библие уҫӑр та 2 Тимофей 3:16, 17 пӗтӗмпех вуласа парӑр.

11, 12. а) Мӗншӗн буклетсемпе усӑ курни пире сӑваплӑ ӗҫре ытларах савӑнӑҫ илме пулӑшать? ӑ) Ҫынсем патне тепӗр хут кайса килме хатӗрленмешкӗн пире буклетсем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

11 Ҫын мӗнле хуравлани сире буклетран тата мӗн те пулин вуласа пама е мӗн те пулин сӳтсе явма кирлипе кирлӗ маррине курма пулӑшӗ. Кирек мӗнле пулсан та, сире ҫынна буклет парса хӑварни кӑна мар, пӗрремӗш калаҫурах ӑна Турӑ Сӑмахӗнчен пӗр е икӗ сӑвӑ йӗрки вуласа пани те савӑнӑҫ парӗ. Тепрехинче эсир калаҫӑва малалла тӑсма пултаратӑр.

12 Кашни буклетӑн юлашки страницинче «Шухӑшласа пӑхӑр-ха» ятлӑ заголовок хыҫҫӑн ыйтупа сӑвӑ йӗркисене илсе панӑ, вӗсене вара ҫын патне тепӗр хут килсен сӳтсе явма пулать. «Пуласлӑхра пурнӑҫ мӗнле пулас пек туйӑнать сире?» буклетра ҫакӑн пек ыйту пур: «Турӑ пирӗн тӗнчене мӗнле майпа лайӑхлатӗ?» Ҫавӑн пекех унта Матфей 6:9, 10-мӗш тата Даниил 2:44-мӗш сӑвӑ йӗркисене илсе панӑ. «Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?» буклетра вара ҫакӑн пек ыйту панӑ: «Мӗншӗн эпир ватӑлатпӑр тата вилетпӗр?» Унтан Пултарни 3:17—19-мӗш тата Рим 5:12-мӗш сӑвӑ йӗркисене ҫырса хунӑ.

13. Буклетсемпе усӑ курса Библи вӗренӗвӗсем мӗнле пуҫламаллине ӑнлантарса парӑр.

13 Буклетсем Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама пулӑшаҫҫӗ. Ҫын буклетӑн юлашки страницинчи QR-кода сканерласан, вӑл тӳрех пирӗн сайта лекме пултарать. Тен, унта ӑна мӗн те пулин Библи вӗренме хавхалантарӗ. Эсир буклетсемпе ҫакӑнта каланӑ пек усӑ курма пуҫласан, сирӗн ҫынсемпе пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне те, вӗсем патне тепӗр хут кайса килнӗ чухне те Библирен вуласа парасси йӑлана кӗме пуҫлӗ. Ҫапла сирӗн, тен, Библи вӗренӗвӗсен шучӗ те ӳсӗ. Сӑваплӑ ӗҫре Турӑ Сӑмахӗпе ӑнӑҫлӑ усӑ курас тесе тата мӗн тума пулать?

ҪЫНСЕНЕ МӖН ПӐШӐРХАНТАРНИ ҪИНЧЕН КАЛАҪӐР

14, 15. Сӑваплӑ ӗҫре Павелран тӗслӗх илес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

14 Павел хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗнче ҫынсем нумайӑшӗ мӗнле шухӑшланине ӑнланас тесе питӗ тӑрӑшнӑ. (1 Коринф 9:19—23 вуласа пар.) Мӗншӗн? Вӑл тӗрлӗ йышши ҫынна — иудейсене те, ытти халӑх ҫыннисене те — чӑнлӑха пӗлме пулӑшасшӑн пулнӑ, ҫапла вара вӗсем ҫӑлӑнччӑр тенӗ (Ап. ӗҫ. 20:21). Сӑваплӑ ӗҫе тума тата «пур ҫынна та» ырӑ хыпар калама хатӗрленнӗ чухне эпир Павелран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? (1 Тим. 2:3, 4.)

15 Кашни уйӑхра тухса тӑракан «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» кӑларӑмӗнче калаҫӑва пуҫламалли майсем ҫинчен каланӑ. Вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр. Анчах та сирӗн патра пурӑнакан ҫынсене урӑххи пӑшӑрхантарать пулсан, вӗсене интереслентерме пултаракан темӑна хатӗрлӗр. Хӑвӑр мӗнле пурнӑҫпа пурӑнни ҫинчен, хӑвӑр таврари ҫынсем ҫинчен тата пуринчен ытла вӗсене мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Унтан Библири мӗнле сӑвӑ йӗрки вӗсемшӗн вырӑнлӑ пулма пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Пӗр область надзирателӗ хӑйӗн арӑмӗпе сӑваплӑ ӗҫре Библипе ытларах усӑ курас тесе мӗн туни ҫинчен ҫапла каланӑ: «Эпир кӗскен тата ӑнланмалла калатпӑр пулсан, ҫынсем нумайӑшӗ эпир вуласа паракан сӑвӑ йӗркине итлеме хирӗҫ мар. Сӑпайлӑн сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн эпир хамӑр алӑри уҫса хунӑ Библирен вуласа паратпӑр». Халӗ вара ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн тӑвансем ӑнӑҫлӑ усӑ курнӑ темӑсене, ыйтусене тата сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухар. Тен, ҫавсенчен хӑшӗ-пӗрисемпе эсир хӑвӑр территоринче усӑ курас тейӗр.

16. Михей 4:3, 4-мӗш сӑвӑ йӗркисемпе сӑваплӑ ӗҫре мӗнле усӑ курма пултарни ҫинчен каласа парӑр.

16 Сирӗн таврара пурӑнма хӑрушӑ пулсан, ҫынран ҫакӑн пек ыйтма пулать: «Хӑҫан та пулин хаҫатсенче ҫакӑн пек хыпар ҫырса хурӗҫ-ши: „Вӑрҫӑсем тек пулмӗҫ!“. Ҫакӑн пирки Библире, Михей 4:3, 4-мӗшӗнче, ҫырнӑ. Турӑ мирлӗ пуласлӑх туса хума сӑмах пани ҫинчен Библире нумай каланӑ». Унтан Библирен ҫавӑн пек сӑмах панисенчен пӗрне вуласа пама ыйт.

17. Матфей 4:4 вуласа парас умӗн мӗн калама пулать?

17 Эсир пурӑнакан вырӑнта арҫынсене укҫа ӗҫлесе илме тата хӑйсен ҫемйисене тӑрантарса усрама ҫӑмӑл-и? Ҫук пулсан, эсир калаҫӑва ҫакӑн пек ыйту парса пуҫлама пултаратӑр: «Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен арҫыннӑн мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илмелле?» Ҫын хуравланӑ хыҫҫӑн ҫапла калама пулать: «Нумайӑшӗ ҫакӑнтан чылай ытларах ӗҫлесе илет, анчах та вӗсен ҫемйисенче пурпӗр телей ҫук. Эппин, телейлӗ пулма мӗн кирлӗ?» Унтан Матфей 4:4 вуласа парӑр та Библи вӗренме сӗнӗр.

18. Иеремия 29:11-мӗш сӑвӑ йӗркипе усӑ курса ҫынсене мӗнле йӑпатма пулать?

18 Сирӗн таврари ҫынсем нумаях пулмасть сиксе тухнӑ инкеке пула хӗн кураҫҫӗ-и? Ҫавӑн пек чухне эсир калаҫӑва ҫапла пуҫлама пултаратӑр: «Эпӗ сирӗн пата чуна йӑпатакан пӗр шухӑша калас тесе килтӗм. (Иеремия 29:11 вуласа пар.) Турӑ пире мӗн пама палӑртса хунине эсир асӑрхарӑр-и? Малашлӑх, шанчӑк тата тӑнӑҫлӑх. Вӑл пирӗн валли лайӑх пурнӑҫ туса парасшӑн пулнине пӗлни кӑмӑла ҫӗклет, ҫапла мар-и? Анчах ун пекки пулма пултарать-ши?» Унтан пӗр-пӗр публикацинчи ҫак шухӑша уҫса паракан темӑна пӑхма сӗнӗр.

19. Турра ӗненекен ҫынсемпе калаҫнӑ чухне Ӳлӗмхине 14:6, 7-мӗш сӑвӑ йӗркисемпе мӗнле усӑ курмаллине ӑнлантарса парӑр.

19 Сирӗн патри ҫынсем Турра ӗненеҫҫӗ-и? Ку ҫапла пулсан, калаҫӑва ҫакӑн пек ыйтупа пуҫлама пулать: «Сирӗнпе ангел калаҫма пуҫларӗ пулсан, эсир ӑна итленӗ пулӑттӑр-и? (Ӳлӗмхине 14:6, 7 вуласа пар.) Ангел „Турӑран хӑрӑр“ тет пулсан, ҫав Турӑ кам пулнине пӗлмелле мар-и-ха вара? Ангел пире ун пирки „тӳпепе ҫӗре... Пултаракан“ тесе калать. Кам-ши вара вӑл?» Унтан Псалом 123:8 вуласа парӑр. Унта каланӑ: «Пире тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫанӑн ячӗ пулӑшать». Унтан ҫынна Ҫӳлхуҫа кам иккенне ӑнлантарса парӑр.

20. а) Кама та пулин Туррӑн ячӗ ҫинчен каласа парас тенӗ чухне Ытарӑшсем 30:4-мӗш сӑвӑ йӗркипе мӗнле усӑ курма пулать? ӑ) Сӑваплӑ ӗҫре эсир хӑш сӑвӑ йӗркипе ӑнӑҫлӑ усӑ куратӑр?

20 Пӗр-пӗр ҫамрӑк ҫынпа калаҫӑва ҫакӑн пек пуҫлама пулать: «Библире ҫак сӑвӑ йӗркинче мӗнле питӗ кирлӗ ыйту панине пӑхӑр-ха. (Ытарӑшсем 30:4 вуласа пар.) Ҫакӑнта каланӑ ӗҫсене ҫынсенчен никам та тума пултараймасть, апла пулсан, кунта сӑмах пире тӑвакан Турӑ ҫинчен пырать пуласa. Вӑл мӗн ятлӑ пулнине эпир ӑҫтан пӗлме пултаратпӑр? Унӑн ятне эпӗ сире Библирен хаваспах кӑтартӑп».

СӐВАПЛӐ ӖҪРЕ СИРЕ ТУРӐ СӐМАХӖ ПУЛӐШСА ТӐТӐР

21, 22. а) Тӗплӗн суйласа илнӗ сӑвӑ йӗрки ҫын пурнӑҫне мӗнле улӑштарма пултарать? ӑ) Сӑваплӑ ӗҫре эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

21 Тӗплӗн суйласа илнӗ сӑвӑ йӗркисене ҫынсене вуласа парсан, ҫакӑ вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни пире тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерме пултарӗ. Сӑмахран, Австралире икӗ Свидетель пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм пурӑнакан кил алӑкне пырса шакканӑ. Вӗсенчен пӗри унран: «Эсир Турӑ ятне пӗлетӗр-и?» — тесе ыйтнӑ та унтан Псалом 83:18 (ҪТ) вуласа панӑ. «Эпӗ шалт тӗлӗнсе кайрӑм! — калать хӗрарӑм.— Вӗсем кайсан, эпӗ хам килрен 56 ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ кӗнеке лавккине кайрӑм та ҫав ята ытти Библи куҫарӑвӗсенче тата словарьте пӑхрӑм. Турӑ Иегова ятлӑ пулнине ӑнланса илсен, тата мӗн пӗлместӗп-ха эпӗ тесе шутларӑм». Кӗҫех вӑл та, унӑн пулас упӑшки те Библи вӗренме пуҫланӑ, каярахпа вара вӗсем шыва кӗнӗ.

22 Турӑ Сӑмахӗн ҫынсен пурнӑҫне улӑштарма хӑват пур. Ҫын Библи вулать пулсан, вӑл Иегова мӗн тума сӑмах панине хытӑрах та хытӑрах ӗненме пуҫлать. Ҫавӑн пек ӗненӳ ӑна мӗн вӗреннине пурнӑҫра тытса тӑма хавхалантарса тӑрӗ. (1 Фессалоника 2:13 вуласа пар.) Библири хыпар ҫын чӗрине эпир калама пултаракан кирек мӗнле сӑмахран та хӑватлӑрах витӗм кӳме пултарать. Ҫавӑнпа та май килсенех Туррӑн чӗрӗ Сӑмахӗпе усӑ курар!

a 1989-мӗш ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналти «Вопросы читателей» статьяна пӑхӑр, 23-мӗш страница.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр