ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ВЛАҪПА ИРТӖХМЕН ПРАВИТЕЛЬСТВО ПУР-И?
Коррупци — наркӑмӑш пекех
Коррупци вӑл — пайта илес тесе влаҫпа иртӗхни. Ҫакӑ ӗнер-паян пуҫланман. Сӑмахран, Библире судра сӗрев (взятка) илме юраманни ҫинчен калакан саккун пур, апла пулсан сӗрев илесси 3 500 ҫул каяллах анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ (Тухни 23:8). Паллах, коррупци шутне сӗрев илни анчах кӗмест. Йӗркесӗр чиновниксем ют пурлӑха ярса илеҫҫӗ, саккуна пӑсса пулӑшу ӗҫӗсемпе усӑ кураҫҫӗ е патшалӑх укҫи-тенкине пӗр вӑтанмасӑр ҫаратаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех тусӗсемпе хурӑнташӗсене ырӑ тӑвас тесе хӑйсен ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫсӗр усӑ кураҫҫӗ.
Кирек мӗнле организацире те ҫынсем влаҫпа иртӗхме пултараҫҫӗ, анчах та патшалӑх органӗсенче вӑл тарӑн тымар янӑ пек туйӑнать. «Трансперенси интернешнл» организаци пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем пӗтӗм тӗнчипех коррупци пилӗк тытӑмра анлӑ сарӑлнӑ тесе шутлаҫҫӗ: политика партийӗсенче, полицире, чиновниксем хушшинче, саккун кӑларакан влаҫра тата суд влаҫӗнче («Барометр мировой коррупции-2013»). Коррупци чӑнах та анлӑ сарӑлнине кӑтартакан темиҫе факта пӑхса тухар.
АФРИКА: 2013 ҫулта Кӑнтӑр Африкӑра 22 000-е яхӑн патшалӑх чиновникне влаҫпа тивӗҫсӗр усӑ курнӑшӑн судпа айӑпланӑ.
КӐНТӐР АМЕРИКА: 2012 ҫулта Бразилире суйлавҫӑсене хӑйсем майлӑ ҫавӑрас тесе патшалӑх укҫи-тенкипе усӑ курнӑшӑн 25 ҫынна айӑпланӑ. Ҫав усал ӗҫе явӑҫнӑ ҫынсем хушшинче президент администрацийӗн унчченхи ертӳҫи, патшалӑхри иккӗмӗш ҫын, пулнӑ.
АЗИ: 1995 ҫулта Сеулта (Кӑнтӑр Корея) пысӑк суту-илӳ ҫурчӗ ишӗлсе аннӑ, унта 502 ҫын вилнӗ. Инспекторсем тупса палӑртнӑ тӑрӑх, япӑх бетонпа усӑ курнине тата строительство нормисене пӑснине курмӑш туччӑр тесе подрядчиксем хула чиновникӗсене сӗрев панӑ.
ЕВРОПА: «[Коррупци Европӑра] мӗн таран сарӑлни тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерет»,— тенӗ шалти ӗҫсем енӗпе ӗҫлекен Европа Пӗрлешӗвӗн (ЕП) комиссарӗ Сесилия Мальмстрём. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ЕПра коррупцие тӗппипех пӗтерме пултаракан политика вӑйӗсем паян ҫук.
Влаҫра ларакансем хушшинче коррупци тарӑн тымар янӑ. Коррупципе кӗрешмелли меслетсене тӗпчекен профессор Сьюзан Роуз-Аккерман реформӑсем тӑвас тесен патшалӑх органӗсем мӗнле ӗҫленине «тӗпренех улӑштармалла» тесе ҫырнӑ. Ҫак лару-тӑруран тухма ҫук пек туйӑнать пулин те, Библи шутсӑр пысӑк улшӑнусем пулма пултарассине ҫеҫ мар, вӗсем чӑннипех пулса иртессине те уҫҫӑн кӑтартать.