Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp16 3№ 9 с.
  • Эсир пӗлетӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир пӗлетӗр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2016
  • Ҫавнашкал материал
  • Уйрӑласси тата ачасене юратасси пирки вӗрентни
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • «Турӑ пӗрлештернине...»
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
  • Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ хисепре пултӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2016
wp16 3№ 9 с.

Эсир пӗлетӗр-и?

Иисус Христос хӑйне тилҫеллӗ ҫынсемпе мӗнле тытнинче мӗн яланхи пек мар пулнӑ?

Иисус тилҫеллӗ ҫынна сӗртӗнет

Авалхи Израильте иудейсем Библире каланӑ вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ тилҫе чирӗн пӗр форминчен хӑранӑ. Ҫак хӑрушӑ чир ҫыннӑн нерв вӗҫӗсене амантнӑ, унӑн сывлӑхне тӳрленми сиен кӳнӗ тата унӑн ӳт-тирне нӗрсӗрлетнӗ. Вӑл вӑхӑтра ҫавӑнтан мӗнле сывалмаллине пӗлмен. Ҫавӑнпа чирлӗ ҫыннӑн ыттисенчен уйрӑм пурӑнмалла тата вӗсене хӑй мӗнпе чирлени ҫинчен пӗлтерсех тӑмалла пулнӑ (Левит 13:45, 46).

Тилҫепе чирленӗ ҫынсем ҫинчен Сӑваплӑ Ҫырура мӗн каланисӗр пуҫне иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсен правилисене шутласа кӑларнӑ, ҫакӑ вара чирлисен пурнӑҫне тата ытларах йывӑрлатнӑ. Сӑмахран, раввинсен правилисем тӑрӑх, тилҫеллӗ ҫынран 4 чике (2 метра яхӑн) аякра, ҫил вӗрнӗ чухне вара 100 чике (45 метра яхӑн) аякра тӑмалла пулнӑ. Сӑваплӑ Ҫырура тилҫепе чирлекен ҫынсен «тапӑр тулашӗнче» пурӑнмалла тесе каланӑ. Хӑш-пӗр талмудистсем вара тилҫеллисене хулана пачах кӗртме юрамасть тесе ӑнлантарнӑ. Пӗр раввин хулара тилҫеллӗ ҫынна курсан, ун ҫине чулсем пеме пуҫланӑ та каланӑ: «Тасал кунтан! Пире ирсӗрлетсе ан ҫӳре кунта!»

Иисус Христос хӑйне пачах урӑхла тытнӑ. Тилҫеллӗ ҫынсене хӑй патӗнчен хӑваласа ярас вырӑнне вӑл вӗсене сӗртӗнме тата сыватма та хатӗр пулнӑ (Матфей 8:3).

Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем мӗнле сӑлтавпа мӑшӑрсене уйрӑлма ирӗк панӑ?

Мӑшӑрсем уйрӑлнине кӑтартакан ҫыру (пирӗн эрӑри 71—72 ҫул)

Мӑшӑрсем уйрӑлнине кӑтартакан ҫыру (пирӗн эрӑри 71—72 ҫул)

Пӗрремӗш ӗмӗрте тӗн пуҫлӑхӗсем хушшинче мӑшӑрсем хӑҫан уйрӑлма пултарни пирки тавлашу пынӑ. Ҫавӑнпа пӗррехинче фарисейсем Иисуса сӑнас-тӗрӗслес тесе унран ыйтнӑ: «Ҫыннӑн кирек мӗнле сӑлтавпа та арӑмне уйӑрса яма юрать-и?» (Матфей 19:3.)

Моисей законӗ тӑрӑх, арҫын «арӑмӗ ҫумӗнче мӗн те пулин йӗрӗнмелли» тупсан арӑмӗнчен уйрӑлма пултарнӑ (Саккуна астутарни 24:1). Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра раввинсен икӗ шкулӗ пулнӑ, вӗсенчен пӗри ҫак закона пӗр майлӑ, тепри тепӗр майлӑ ӑнлантарса панӑ. Шаммая шкулӗ майлисем, йӑла-йӗркесене ҫирӗп тытаканскерсем, уйрӑлма ирӗк паракан пӗр сӑлтав вӑл «аскӑнлӑх», урӑхла каласан, мӑшӑра улталани тесе шутланӑ. Гиллеля шкулӗнчисем мӑшӑрсем хушшинчи кирек мӗнле харкашу та, чи пӗчӗкки те, уйрӑлма законлӑ ирӗк парать тесе вӗрентнӗ. Ҫак шкулӑн вӗрентӗвӗсене тытса тӑракансем каланӑ тӑрӑх, арӑмӗ пӗҫернӗ апат кӑштах ҫунса кайсан е упӑшки хитререх хӗрарӑма тӗл пулсан, вӑл арӑмне уйӑрса яма пултарнӑ.

Фарисейсен ыйтӑвӗ ҫине Иисус мӗнле хуравланӑ? Вӑл тӳррӗн каланӑ: «Кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫавӑ хӑй аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матфей 19:6, 9).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр