Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w16 октябрь 8—12 с.
  • Ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсене ырӑ тума ан манӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсене ырӑ тума ан манӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЮТРАН КИЛНӖ ҪЫНСЕМ ҪИНЕ ИЕГОВА МӖНЛЕ ПӐХАТЬ?
  • ЮТРАН КИЛНИСЕМ ҪИНЕ УРӐХЛАРАХ ПӐХМА ВӖРЕНМЕЛЛЕ МАР-ШИ?
  • ЮТРАН КИЛНӖ ҪЫНСЕНЕ ЫРӐ ТӐВАР
  • ВӖСЕМ ХӐЙСЕНЕ КИЛТИ ПЕК ТУЙМА ПУЛТАРЧЧӐР
  • «Ырӑ хӗрарӑм»
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • «Эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнта пыратӑп»
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
w16 октябрь 8—12 с.
Пӗр ҫамрӑк ют ҫӗршывра хӑйне кирлӗ ҫула шырать

Ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсене ырӑ тума ан манӑр

«Ҫул ҫӳрекенсене хапӑллама ан манӑр» (ЕВР. 13:2).

ЮРӐСЕМ: 53, 50

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗншӗн пирӗн «ҫул ҫӳрекенсем» ҫине, е ютран килнисем ҫине, тен, урӑхларах пӑхма вӗренмелле?

  • Вооз ютран килнӗ ҫынсем ҫине Иегова вӗрентнӗ пек пӑхнине мӗнле кӑтартнӑ?

  • Ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсене мӗнле майпа эпир ырӑ тума пултаратпӑр?

1, 2. а) Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Павел апостол христиансене мӗн пирки аса илтернӗ тата ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?

ВӐТӐР ҫул ытла каялла Осей1 Ганӑран Европӑри пӗр ҫӗршыва куҫса кайнӑ, ҫав вӑхӑтра вӑл Иегова Свидетелӗ пулман. Вӑл ҫапла аса илет: «Эпӗ никама та кирлӗ маррине тӳрех асӑрхарӑм. Унсӑр пуҫне, эпӗ урӑх климатра пурӑнма хатӗр пулман иккен. Аэропортран тухсанах сивӗ мӗнне пӗрремӗш хут туйса илсен эпӗ макӑрса ятӑм». Осее ҫӗнӗ чӗлхе вӗренме те питӗ йывӑр пулнӑ, ҫавӑнпа ҫулталӑк ытла вӑл лайӑх ӗҫ тупма пултарайман. Тӑван-пӗтенрен аякра пулнӑран вӑл хӑйне пӗчченӗн туйнӑ тата тӑван ҫӗршывшӑн тунсӑхланӑ.

2 Эсир Осей вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, ыттисем хӑвӑрпа мӗнле пуласса кӗтнӗ пулӑттӑрччӗ? Сирӗн ӳт тӗсне е эсир урӑх халӑх ҫынни пулнине пӑхмасӑрах сире Патшалӑх залӗнче ӑшшӑн кӗтсе илсен, ҫакӑ сирӗн кӑмӑла кайнӑ пулӗччӗ, ҫапла мар-и? Библире чӑн христиансене «ҫул ҫӳрекенсене хапӑллама», е ютран килнӗ ҫынсене ырӑ тума, ан манӑр тенӗ (Евр. 13:2). Ҫавӑнпа айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар: ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсем ҫине Иегова мӗнле пӑхать? Иегова пек пулас тесе пирӗн ҫак ҫынсем ҫине урӑхларах пӑхма вӗренмелле мар-ши? Вӗсем хамӑрӑн пухура хӑйсене пӗчченӗн ан туйччӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

ЮТРАН КИЛНӖ ҪЫНСЕМ ҪИНЕ ИЕГОВА МӖНЛЕ ПӐХАТЬ?

3, 4. Тухни 23:9-мӗш сӑвӑ йӗркипе килӗшӳллӗн, израильтянсен ютран килнӗ ҫынсемпе хӑйсене мӗнле тытмалла пулнӑ тата мӗншӗн?

3 Иегова израильтянсене Египетран илсе тухнӑ чухне вӗсемпе пӗрле урӑх халӑх ҫыннисем те кайнӑ. Ҫав ҫынсене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе Иегова хӑйӗн халӑхне ятарласа саккунсем панӑ (Тух. 12:38, 49; 22:21). Час-часах ютран килнисен нушаллӑ пурнӑҫпа пурӑнма тивнӗ, ҫавӑнпа Иегова хӑйӗн халӑхӗпе пӗрле тухнӑ ҫынсемшӗн юратса тӑрӑшнӑ. Тӗслӗхрен, вӑл вӗсене выракансем хыҫҫӑн ӳксе юлнӑ тыр-пула пуҫтарма ирӗк панӑ (Лев. 19:9, 10).

4 Иегова израильтянсене ютран килнӗ ҫынсене хисеплеме вӑйпах хистемен. Ун вырӑнне вӑл ҫав ҫынсене хӗрхенме хавхалантарнӑ. (Тухни 23:9 вуласа пар.) «Ютран килнӗ ҫыннӑн чунне» израильтянсем питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӗсем Египетра чура пулса тӑричченех египтянсем вӗсенчен йӗрӗннӗ, мӗншӗн тесен вӗсен халӑхӗ ҫинчен те, тӗнӗ ҫинчен те япӑх шутланӑ (Пулт. 43:32; 46:34; Тух. 1:11—14). Ют ҫӗршывра пурӑннӑ чухне израильтянсем хура-шур нумай тӳснӗ. Ҫавӑнпа Иегова вӗсене ют халӑхран килнӗ ҫынсемпе хӑйсене тӑван халӑх ҫыннисемпе тытнӑ пекех тытмалла тенӗ (Лев. 19:33, 34).

5. Урӑх ҫӗршывран куҫса килнӗ ҫынсемшӗн Иегова тӑрӑшнӑ пек тӑрӑшма пире мӗн пулӑшӗ?

5 Хальхи вӑхӑтра та пирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче ют ҫӗршывран куҫса килнӗ ҫынсене курма пулать. Иегова вӗсемшӗн те тӑрӑшни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (Сак. аст. 10:17—19; Мал. 3:5, 6). Вӗсен мӗнле йывӑрлӑхсене тӳсме тивни ҫинчен, сӑмахран, ыттисем вӗсене ним вырӑнне те хуманни е вӗсем пирӗн чӗлхепе калаҫма пӗлменни ҫинчен шутлатпӑр пулсан, вӗсене хӗрхенсе ырӑ тума майсем тупатпӑрах (1 Петр 3:8).

ЮТРАН КИЛНИСЕМ ҪИНЕ УРӐХЛАРАХ ПӐХМА ВӖРЕНМЕЛЛЕ МАР-ШИ?

6, 7. Пӗрремӗш ӗмӗрти еврей христианӗсем тӗрлӗ халӑхран тухнӑ христиансене хисеплеме вӗренсе пыни ӑҫтан курӑнать?

6 Пӗрремӗш ӗмӗрте еврей христианӗсен тӑван халӑхра анлӑ сарӑлнӑ йӑлана — ют халӑх ҫыннисенчен ютшӑнса пурӑнас йӑлана — пӑрахас тесе нумай вӗренмелле пулнӑ. Пирӗн эрӑри 33 ҫулта Аллӑмӗш кун уявне уявлама урӑх ҫӗртен килнӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ христиансем пулса тӑнӑ. Иерусалимра пурӑннӑ христиансем вара вӗсене хапӑл туса йышӑннӑ (Ап. ӗҫ. 2:5, 44—47). Урӑх халӑхран тухнӑ христиансене ҫапла юратса пулӑшнинчен еврей христианӗсем «хапӑл ту» тени — сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ют ҫынсене ырӑ ту» тени — мӗне пӗлтернине ӑнланни курӑнать.

7 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗ пысӑкланса кайсан пӗр йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Грекла калаҫакан иудейсем еврей христианӗсем ҫине ӳпкелешме пуҫланӑ, мӗншӗн тесен вӗсен тӑлӑх арӑмӗсене апат валеҫнӗ чухне хисепе хумаҫҫӗ тесе шутланӑ (Ап. ӗҫ. 6:1). Ҫав йывӑрлӑха татса парас тесе апостолсем ҫичӗ арҫынна суйласа лартнӑ, ҫав арҫынсем апат-ҫимӗҫе пурне те пӗр пек валеҫсе панине тӗрӗсленӗ. Вӗсен пурин те грекла ятсем пулнӑ. Ахальтен мар апостолсем ҫав арҫынсене суйласа илнӗ. Вӗсем тӗрлӗ халӑхран тухнӑ христиансем хушшинче тавлашусем май килнӗ таран сахалтарах пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ пулас (Ап. ӗҫ. 6:2—6).

8, 9. а) Эпир ҫынсене камне кура уйӑрма пуҫламан-и тесе мӗншӗн хамӑра тӗрӗслемелле? ӑ) Пирӗн хамӑрӑн чӗрене мӗнрен тасатма тӑрӑшмалла? (1 Петр 1:22.)

8 Эпир асӑрхатпӑр-и, асӑрхамастпӑр-и, пирӗн ҫине пурин ҫине те хамӑр халӑхри культура витӗм кӳрсе тӑрать (Рим 12:2). Тен, эпир хӑш-пӗр чухне пирӗн кӳршӗсем, пӗрле ӗҫлекенсем е пӗрле вӗренекенсем ыттисем ҫинчен ӳт тӗсӗпе уйрӑлса тӑнӑшӑн е урӑх халӑхран тухнӑшӑн хурласа калаҫнине илтетпӗр. Ҫакӑ пирӗн ҫине витӗм кӳрсе тӑмасть-и? Кам та пулин эпир мӗнле халӑхран тухнине кура пирӗнтен кулать пулсан, тӗслӗхрен, пирӗн халӑхӑн уйрӑмлӑхӗсем пирки ӳстерсе калаҫать пулсан, эпир хамӑра мӗнле тытатпӑр?

9 Пӗр вӑхӑт хушши Петр апостол еврей мар христиансенчен ютшӑнса ҫӳренӗ, анчах та вӑл хӑйӗн тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑлне тӳрлетнӗ (Ап. ӗҫ. 10:28, 34, 35; Гал. 2:11—14). Хамӑрӑн чӗрере тӑван халӑхпа мухтанасси е ҫынсене камне кура уйӑрасси тымар янине асӑрхарӑмӑр пулсан, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр кирлӗ улшӑнусем тумалла. (1 Петр 1:22 вуласа пар.) Ҫак тӗлӗшрен пире мӗн пулӑшӗ? Сӑмахран, пӗр ҫын та ҫӑлӑнӑҫа тивӗҫлӗ марри ҫинчен шухӑшлани. Кирек мӗнле халӑх ҫынни те ҫитменлӗхлӗ (Рим 3:9, 10, 21—24). Эпир ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлама пирӗн сӑлтав пур-и вара? (1 Кор. 4:7.) Пирӗн Павел шутланӑ пекех шутламалла, вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене «эсир халӗ — ют мар, ют ҫӗртен килнисем те мар... Турӑ ачисем» тенӗ (Эф. 2:19). Урӑх халӑх ҫыннисенчен ютшӑнса ҫӳрес мар тесе тӑрӑшатпӑр пулсан, ҫакӑ пире ҫӗнӗ этем пулса тӑма пулӑшӗ (Кол. 3:10, 11).

ЮТРАН КИЛНӖ ҪЫНСЕНЕ ЫРӐ ТӐВАР

10, 11. Вооз хӑйне Руфьпе мӗнле тытнинчен вӑл Иегова пек пулма тӑрӑшни мӗнле курӑнать?

10 Ютран килнӗ ҫынсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхакан ҫынсенчен пӗри Вооз пулнӑ. Ҫакӑ вӑл хӑйне Руфьпе мӗнле тытнинчен курӑннӑ. Тырӑ вырнӑ вӑхӑтра Вооз хӑйӗн уйне пырсан тӳрех ютран килнӗ ӗҫчен хӗрарӑма асӑрханӑ, Руфь выракансем хыҫҫӑн юлнӑ пучахсене пуҫтарса ҫӳренӗ. Ҫавна тума унӑн ирӗк пулнӑ пулсан та, вӑл сирӗн уйра пуҫтарма юрать-и тесе ыйтнӑ пулнӑ. Ҫавӑн ҫинчен пӗлсен Вооз ӑна кӗлтесем хушшинче те пучах пуҫтарма ирӗк панӑ. (Руфь 2:5—7, 15, 16 вуласа пар.)

11 Каярахпа Вооз Руфьпе мӗнле калаҫнинчен вӑл ҫак ютран килнӗ хӗрарӑмӑн лару-тӑрӑвӗ ҫӑмӑл мар пулнине ӑнланни тата ӑна хӗрхенни курӑннӑ. Уйра ӗҫлекен арҫынсем ан кӳрентерччӗр тесе вӑл Руфе манӑн хӗрарӑм тарҫӑсем ҫумӗнче ҫӳре тенӗ. Тата вӑл Руфе кун каҫипе хӑйӗн тарҫисемпе пӗрле ӗҫме-ҫиме те ирӗк панӑ. Унсӑр пуҫне, Вооз ҫак ютран килнӗ мӗскӗн хӗрарӑмпа мӑнкӑмӑллӑн калаҫман, пачах урӑхла, вӑл унӑн кӑмӑлне ҫӗклентерме тӑрӑшнӑ (Руфь 2:8—10, 13, 14).

12. Эпир ыттисемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулни урӑх ҫӗршывран килнӗ ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

12 Вооза Руфь хӑйӗн хунямӑшӗ Ноеминьшӗн чун-чӗререн тӑрӑшни ҫеҫ мар, вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлани те тӗлӗнтернӗ. Иегова ҫунатти айне хӳтлӗх шыраса ютран килнӗ хӗрарӑма Вооз ырӑ тунинчен Иегова Руфе чунтан парӑнса юратни курӑннӑ (Руфь 2:12, 20; Ытар. 19:17). Пирӗн вӑхӑтра та эпир ыттисемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулни тӗрлӗ ҫынсене чӑнлӑха йышӑнма тата Иегова хӑйсене питӗ хытӑ юратнине туйма пулӑшӗ (1 Тим. 2:3, 4).

Пӗр ҫемье ют ҫӗршывран куҫса килнӗ ҫынна Патшалӑх залӗнче саламлать

Урӑх ҫӗршывран куҫса килнӗ ҫынсене эпир Патшалӑх залӗнче ӑшшӑн кӗтсе илетпӗр-и? (13, 14 абзацсене пӑхӑр.)

13, 14. а) Пирӗн ҫӗршыва куҫса килекенсене Патшалӑх залӗнче мӗншӗн ӑшшӑн саламлама тӑрӑшмалла? ӑ) Урӑх халӑх ҫыннисемпе калаҫма именсе тӑратпӑр пулсан, мӗн тума пулать?

13 Урӑх ҫӗршывран килнӗ ҫынсене Патшалӑх залӗнче ӑшшӑн кӗтсе илни вӗсене ырӑ туни пулать. Тен, эсир ҫак ҫынсем тепӗр чухне вӑтаннине тата ютшӑнса ҫӳренине асӑрханӑ пулӗ. Хӑйсем мӗнле культурӑра ӳснӗрен е ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пулманран вӗсем ытти халӑх ҫыннисем умӗнче хӑйсене мӗскӗннӗн туйма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн хамӑрӑн вӗсемпе чӗререн интересленнине кӑтартмалла. Тӗслӗхрен, эпир вӗсене хӑйсен чӗлхипе саламлас тесе темиҫе сӑмах ҫаврӑнӑшне вӗренме пултаратпӑр. (Филиппӑ 2:3, 4 вуласа пар.)

14 Тен, эсир урӑх халӑх ҫыннипе мӗнле калаҫмаллине пӗлместӗп тесе именсе тӑратӑр. Ҫак туйӑмсене ҫӗнтермешкӗн малтан хӑвӑр ҫинчен кӑшт каласа пама пулать. Кӗҫех эсир пӗр-пӗринчен питех уйрӑлса тӑманнине асӑрхама пултаратӑр. Ҫавӑн пекех эсир кирек мӗнле культурӑра лайӑххи те, япӑххи те пуррине куратӑр.

ВӖСЕМ ХӐЙСЕНЕ КИЛТИ ПЕК ТУЙМА ПУЛТАРЧЧӐР

15. Ҫӗнӗ ҫӗрте пурӑнма хӑнӑхса пыракансене лайӑхрах ӑнланма мӗн пулӑшать?

15 Ыттисем пухура хӑйсене пӗчченӗн ан туйччӑр тесе хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Эпӗ хам ют ҫӗршывран пулнӑ пулсан, ыттисем хӑйсене манпа мӗнле тытасса кӗтнӗ пулӑттӑм-ши?» (Матф. 7:12.) Ҫӗнӗ ҫӗрте пурӑнма хӑнӑхса пыракансемпе чӑтӑмлӑ пулӑр. Малтанлӑха эпир вӗсем мӗншӗн апла е капла шутланине е тунине ӑнланмасан та пултаратпӑр. Вӗсем пирӗн пек пулса тӑрасса кӗтес вырӑнне вӗсене, пирӗнтен уйрӑлса тӑнине пӑхмасӑрах, хапӑл туса йышӑнмалла. (Рим 15:7 вуласа пар.)

16, 17. а) Урӑх халӑх ҫыннисемпе лайӑхрах паллашас тесе мӗн тума пулать? ӑ) Хамӑр пухури урӑх ҫӗршывран куҫса килнӗ тӑвансене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

16 Ютран куҫса килнӗ ҫынсен тӑван ҫӗршывӗ тата вӗсен культури ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшсан вӗсемпе хутшӑнма ҫӑмӑлтарах пулать. Ҫакна ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне тӗпчеме пулать, вара эпир хамӑр пухури е хамӑр таврари ютран килнӗ ҫынсене лайӑхрах ӑнланма пуҫлатпӑр. Мӗншӗн-ха ҫав ҫынсене хамӑр пата апатланма хӑнана чӗнсе вӗсемпе лайӑхрах паллашас мар? Иегова тӗрлӗ халӑх ҫыннисем валли «чӑн тӗн алӑкне... уҫса панине» курса эпир те «хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем» валли хамӑрӑн алӑка уҫса хума пултаратпӑр-и? (Ап. ӗҫ. 14:27; Гал. 6:10; Иов 31:32.)

Пӗр ҫемье ют ҫӗршывран куҫса килнӗ ҫынна хӑнана чӗннӗ

Урӑх ҫӗршывран куҫса килнӗ ҫынсене эпир хӑнана чӗнетпӗр-и? (16, 17 абзацсене пӑхӑр.)

17 Эпир ют ҫӗршывран куҫса килнӗ ҫемьепе пӗрле вӑхӑта ирттерсен вӗсем пирӗн культурӑра пурӑнма хӑнӑхас тесе мӗн тери нумай вӑй хунине курӑпӑр, вара вӗсене ытларах хаклама пуҫлӑпӑр. Ҫавӑн пекех вӗсене ҫӗнӗ чӗлхе вӗренме пулӑшу кирлине асӑрхама пултаратпӑр. Вӗсем пурӑнмалли вырӑн е ӗҫ шыраҫҫӗ пулсан, вӗсене пулӑшма пулать. Ҫапла эпир ҫак тӑвансен пурнӑҫне чылай ҫӑмӑллататпӑр (Ытар. 3:27).

18. Урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ ҫынсем камран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ?

18 Паллах ӗнтӗ, урӑх ҫӗршыва куҫса килнисем ҫӗнӗ ҫӗрте пурӑнма хӑнӑхас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тума тӑрӑшӗҫ. Ҫак тӗлӗшрен Руфь лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл пучах пуҫтарма ирӗк ыйтнипе ют халӑхӑн йӑли-йӗркине хисепленине кӑтартнӑ (Руфь 2:7, ҪТ). Пучах пуҫтарма унӑн право пулнӑ пулин те, вӑл ҫакна пӗр ыйтмасӑрах тума юрать тесе тата ыттисем ӑна пулӑшма яваплӑ тесе шутламан. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл хӑйне ырӑ тунӑшӑн чунтан пархатарлӑ пулнине кӑтартнӑ (Руфь 2:13). Урӑх ҫӗршывран куҫса килнӗ ҫынсем ҫакнашкал шухӑш-кӑмӑл кӑтартаҫҫӗ пулсан, вӗсене ҫӗнӗ вырӑнти ҫынсем те, пухури тӑвансем те хисеплӗҫ.

19. Ютран килнӗ ҫынсене мӗншӗн пирӗн ырӑ тумалла?

19 Иегова нумай ырӑлӑхлӑ пулнӑран ырӑ хыпара тӗрлӗ халӑх ҫыннисене илтме май парать. Тен, вӗсем хӑйсен тӑван ҫӗршывӗнче Библи вӗренме тата Иеговӑн халӑхӗпе ирӗклӗн хутшӑнма пултарайман. Халӗ вара вӗсен лару-тӑрӑвӗ улшӑннӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн хушӑра вӗсем хӑйсене ют ҫынсем пек ан туйччӑр тесе вӗсене пулӑшмалла мар-и? Вӗсене укҫа-тенкӗпе е мӗн те пулин туса яланах пулӑшма пултараймастпӑр пулсан та, эпир ырӑ тунинчен вӗсем хӑйсене Иегова питӗ хытӑ юратнине курӗҫ. Айтӑр Иегова евӗрлӗ пулма тӑрӑшса ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсене ырӑ тӑвас тесе, вӗсене хапӑл туса йышӑнас тесе пӗтӗм вӑя хурар! (Эф. 5:1, 2).

^ 1 1-мӗш абзац. Ятне улӑштарнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр