Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w16 декабрь 29—31 с.
  • Йӑваш пулни ӑслӑлӑх пуррине кӑтартать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Йӑваш пулни ӑслӑлӑх пуррине кӑтартать
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЙӐВАШ ПУЛНИ МӖНШӖН ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ?
  • Йӑвашлӑх. Ҫак ен пире мӗнле усӑ кӳрет?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Йӑваш пулни сире чӑннипех те вӑйлӑ тӑвать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
w16 декабрь 29—31 с.
Чирлӗ ҫынсене пӑхакан хӗрарӑм тарӑхса кайнӑ кил хуҫи хӗрарӑмӗпе калаҫса тӑрать

Йӑваш пулни ӑслӑлӑх пуррине кӑтартать

Чирлӗ ҫынсене пӑхакан Антония алӑкран шӑнкӑравласан алӑка пӗр аллӑ ҫулхи хӗрарӑм уҫнӑ. Вӑл Антонияна хӑйӗн ватӑ амӑшӗ патне иртерех килменшӗн вӑрҫса тӑкнӑ. Антония, кая юлса килмен пулсан та, пӗр-пӗрне ӑнланмарӑмӑр пуль тесе каҫару ыйтнӑ.

ТЕПРЕ килсен те ҫавнашкалах пулса тухнӑ. Антония мӗн тунӑ-ха? Вӑл калать: «Эпӗ йывӑр лару-тӑрӑва лекрӗм. Вӑл мана пӗр сӑлтавсӑрах айӑпларӗ». Апла пулин те Антония каллех каҫару ыйтнӑ та сире халӗ мӗн тери йывӑррине ӑнланатӑп тенӗ.

Эсир Антония вырӑнӗнче пулнӑ пулсан мӗн тунӑ пулӑттӑр? Ҫав хӗрарӑмпа йӑвашшӑн калаҫма пултарӑттӑрччӗ-и? Е сире хӑвӑра алра тытма йывӑр пулнӑ пулӗччӗ? Паллах, ҫакнашкал лару-тӑрура хамӑра лӑпкӑн тытма ҫӑмӑл мар. Кӑткӑс лару-тӑрӑва лексен е пире вӑрҫтарса ярасшӑн пулсан, йӑваш кӑмӑллӑ пулма питӗ йывӑр.

Ҫапах та Библи христиансене йӑваш кӑмӑллӑ пулма хавхалантарать. Туррӑн Сӑмахӗнче ҫак лайӑх ене ӑслӑлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ. Иаков ҫырнӑ: «Сирӗн хушшӑрта кам ӑслӑ, тӑнлӑ-пуҫлӑ? Ҫакна вӑл хӑйӗн ырӑ пурӑнӑҫӗпе, ӑслӑлӑха тивӗҫлӗ йӑвашлӑхпа тунӑ ӗҫӗпе кӑтарттӑр» (Иак. 3:13). Йӑвашлӑх ӑслӑлӑхпа мӗнле ҫыхӑннӑ? Турра юрӑхлӑ ҫак ене аталантарма пире мӗн пулӑшӗ?

ЙӐВАШ ПУЛНИ МӖНШӖН ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ?

Йӑваш пулни йывӑр лару-тӑрӑва ҫӑмӑллатма пулӑшать. «Йӑвашшӑн хуравлани ҫилле сирсе ярать, кӳрентерекен сӑмах вара хаярлӑха вӑратать» (Ытар. 15:1).

Ҫилле ирӗке яни ҫунакан вутта ҫу сапнипе пӗрех (Ытар. 26:21). Йӑвашшӑн каланӑ сӑмахсем вара ытларах чухне лӑплантараҫҫӗ. Вӗсем хӑвӑра курайман ҫынсен чӗрине те ҫемҫетме пултараҫҫӗ.

Антония ҫакна хӑй ҫинче туйса курнӑ. Хӑйне вӑрҫса тӑкнӑ пулин те вӑл лӑпкӑн хуравланӑ. Ҫавна курсан кил хуҫи хӗрарӑмӗ макӑрсах янӑ. Вӑл ман ҫине пӗр вӑхӑтрах нумай йывӑрлӑх йӑтӑнса анчӗ тесе ӑнлантарнӑ. Антония ӑна Библири шухӑшсене каланӑ, вара ҫав хӗрарӑм Библи вӗренме килӗшнӗ. Паллах, ҫакӑ Антония хӑйне лӑпкӑ та ырӑ кӑмӑллӑ тытнине пула пулнӑ.

Йӑваш пулни пире телейлӗ тӑвать. «Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ: вӗсене ҫӗр тивӗ» (Матф. 5:5).

Мӗншӗн йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ? Час ҫилленсе каякансем нумайӑшӗ улшӑнса йӑваш ҫынсем пулса тӑнӑ, вара хӑйсене телейлӗрех туя пуҫланӑ. Вӗсен пурнӑҫӗ лайӑхланнӑ, пуласлӑхра вара хӑйсене тата лайӑхрах пурнӑҫ кӗтнине пӗлеҫҫӗ (Кол. 3:12). Вӗсенчен пӗри — Адольфо, вӑл Испанире район надзирателӗ пулса ӗҫлет.

Адольфо ҫапла каласа парать: «Ман пурнӑҫ ним усӑсӑр иртетчӗ. Эпӗ час-часах тӳрех тарӑхса каяттӑмччӗ. Тилӗрсе кайсан юлташсем те манран хӑратчӗҫ. Пӗррехинче тытӑҫса вӑрҫнӑ чухне мана ултӑ хут ҫӗҫӗпе чикрӗҫ, юн нумай ҫухатнипе эпӗ чутах вилмерӗм».

Халӗ вара Адольфо ыттисене йӑваш кӑмӑллӑ пулма вӗрентет, хӑй те ҫак тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Нумайӑшӗ ҫак ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын патне туртӑнаҫҫӗ. Адольфо ҫапла улшӑнма пултарнӑшӑн хӑйне питӗ телейлӗ туять. Хӑйне йӑваш ҫын пулса тӑма пулӑшнӑшӑн вӑл Иеговӑна питӗ пархатарлӑ.

Йӑваш пулни Иеговӑна савӑнтарать. «Эй ывӑлӑм, ӑслӑ пул, чӗреме савӑнтар — вара хама кӳрентерекене хуравлама пӗлӗп эпӗ» (Ытар. 27:11).

Иеговӑна унӑн чи хаяр тӑшманӗ, Шуйттан, хурлать. Вӑл пӗр сӑлтавсӑрах айӑпласа тӑни Иеговӑна тарӑхтарса яма пултарнӑ, анчах та Библире Турӑ «вӑрах тӳсӗмлӗ» тенӗ (Тух. 34:6). Эпир Иегова евӗрлӗ пулма тӑрӑшатпӑр пулсан, пирӗн ӑслӑлӑх пуррине кӑтартатпӑр тата ӑна савӑнтаратпӑр (Эф. 5:1).

Ҫак тӗнчере ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсене хаяррӑн тытаҫҫӗ. Хушӑран эпир «мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан, хурласа калаҫакан... чарусӑр, хытӑ кӑмӑллӑ» ҫынсене тӗл пулатпӑр (2 Тим. 3:2, 3). Анчах та христиансем пулнӑран пирӗн йӑваш кӑмӑллӑ пулмалла. Туррӑн Сӑмахӗнче: «Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх вӑл... лӑпкӑ, сӑпайлӑ»,— тенӗ (Иак. 3:17). Эпир хамӑра лӑпкӑ тытатпӑр тата хамӑрӑнни ҫинче тӑмастпӑр пулсан, ҫакӑ пирӗнте Туррӑн ӑслӑлӑхӗ пуррине кӑтартать. Кам та пулин пире хирӗҫме хӗтӗртнӗ чухне ҫак ӑслӑлӑх хамӑра йӑвашшӑн тытма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех эпир вӗҫӗмсӗр ӑслӑлӑх кӑтартаканпа — Иеговӑпа — тата ытларах ҫывӑхланӑпӑр.

Йӑваш кӑмӑллӑ пулма мӗн пулӑшма пултарать?

Кам та пулин хӑйне пирӗнпе хаяррӑн тытсан е пире сӑлтавсӑрах айӑпласан хамӑра алра тытма тата Иеговӑна савӑнтарма мӗн пулӑшма пултарать? Акӑ темиҫе усӑллӑ канаш.

  1. 1. «ТӖНЧЕ СЫВЛӐШНЕ» ХӐВӐР ҪИНЕ ВИТӖМ КӲМЕ АН ПАРӐР (1 Кор. 2:12). Нумайӑшӗ йӑваш ҫын пирки ҫемҫешке теҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын харсӑр тата хӑйӗнни ҫинче тӑрать. Анчах та ҫапла шутланинчен вӗсем ҫине Турӑ паракан ӑслӑлӑх мар, «тӗнче сывлӑшӗ» витӗм кӳни курӑнать. Туррӑн Сӑмахӗ вара йӑваш кӑмӑллӑ ҫыннӑн шалта вӑй-хӑват пуррине уҫҫӑн кӑтартать. «Йӑваш ҫын аслӑ хуҫа кӑмӑлне ҫавӑрать, ҫемҫе чӗлхе шӑмма тӗпретет» (Ытар. 25:15).

    Шухӑшласа пӑхӑр:

    Ман шутпа йӑваш ҫын ҫемҫешке е ҫирӗп кӑмӑллӑ?

    Эпӗ «ӳт ӗҫӗсенчен», ҫав шутрах харкашассинчен тата ҫилленсе каяссинчен пӑрӑнатӑп-и? (Гал. 5:19, 20.)

  2. 2. МӖН ТЕ ПУЛИН КАЛИЧЧЕН ШУХӐШЛӐР. «Тӳрӗ ҫын чӗри мӗнле хуравламаллине вӗрентет [шухӑшлать, ҪТ], усал ҫынсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ирсӗрри анчах тухать» (Ытар. 15:28). Ҫилӗ капланса килнӗ чухне мӗн те пулин каласан, ҫавӑншӑн каярахпа кулянма пултаратпӑр. Анчах та каличчен кӑшт шухӑшласа илсен лӑпкӑн, йӑвашшӑн хуравлама тата лару-тӑрӑва ҫӑмӑллатма пулать.

    Шухӑшласа пӑхӑр:

    Тӳрех тарӑхса кайсан мӗн пулать?

    Мана сӑлтавсӑрах айӑпланӑ чухне мире упраса хӑварас тесе эпӗ ҫын айӑпне каҫарма пултаратӑп-и? (Ытар. 19:11.)

  3. 3. ЧАС-ЧАСАХ КӖЛТӐВӐР. Турӑран святой сывлӑшна — Ҫут Тӗнчери чи хӑватлӑ вӑйна — парсам тесе ыйтӑр (Лука 11:13.) Ан манӑр: йӑваш тата чаруллӑ пулни святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсем. Адольфо акӑ мӗн аса илет: «Иеговӑна яланах кӗлтуни, уйрӑмах лару-тӑру хӗрсе кайнӑ чухне, мана мӗн тери пулӑшни ҫинчен сӑмахпа каласа пӗтереес те ҫук». Святой сывлӑш ыйтса хӗрӳллӗн кӗлтума пӑрахмастпӑр пулсан Иегова пире хӑйӗн вӑйне паратех (Рим 12:12).

    Шухӑшласа пӑхӑр:

    Эпӗ Иеговӑна манӑн чӗрене тата шухӑш-кӑмӑла тӗрӗслесе пӑхма пӗрмаях ыйтатӑп-и?

    Хама Турра юрӑхлӑ тытас тесе эпӗ кӗлӗре святой сывлӑш тата ӑслӑлӑх ыйтатӑп-и? (Пс. 138:23, 24; Иак. 1:5.)

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр