Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 август 3—7 с.
  • Эсир тӳсӗмлӗн кӗтме хатӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир тӳсӗмлӗн кӗтме хатӗр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖН ВӐЛ ТӲСӖМЛӖХ?
  • ТӲСӖМЛӖХ КӐТАРТНИСЕН ТӖСЛӖХӖСЕМ
  • КӖТМЕ ПИРЕ МӖН ПУЛӐШАТЬ?
  • Малалла та тӳсӗмлӗ пулӑр!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Иеговӑпа Иисусӑн тӳсӗмлӗхӗнчен вӗренӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
  • Эсир Иеговӑна кӗтме хатӗр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Ҫав кун кая юлмӗ
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 август 3—7 с.
Ҫӗр ӗҫлекен уйсем ҫине пӑхса тӑрать

Эсир тӳсӗмлӗн кӗтме хатӗр-и?

«Эсир те вӑрахчен тӳсӗр» (ИАК. 5:8).

ЮРӐСЕМ: 114, 79

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Тӳсӗмлӗ пуласси шутне мӗн-мӗн кӗрет?

  • Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсене хатӗр пулсах Иеговӑна кӗтме мӗн пулӑшнӑ?

  • Иегова та, Иисус та тӳсӗмлӗн кӗтме хатӗрри ӑҫтан курӑнать?

1, 2. а) Мӗнле сӑлтавсене пула эпир «хӑҫанччен?» тесе ыйтма пултаратпӑр? ӑ) Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсем ҫакӑн пек ыйту панине пӗлни пирӗн чуна мӗнле лӑплантарать?

«ХӐҪАНЧЧЕН?» Ҫак ыйту шанчӑклӑ Аввакум пророка пӑшӑрхантарнӑ. Исаия пророк та ҫавӑн пекрех ыйту панӑ (Аввак. 1:2; Ис. 6:11). Давид ҫырнӑ 12-мӗш псаломра «хӑҫанччен?» текен ыйту пилӗк хутчен тӗл пулать (Пс. 12:2, 3). Пирӗн Ҫӳлхуҫа Иисус Христос та сахал ӗненекенсенчен: «Манӑн хӑҫанччен сирӗнпе пӗрле пулмалла-ши?» — тесе ыйтнӑ (Матф. 17:17). Ҫавӑнпа та пирӗн те хӑш-пӗр чухне «хӑҫанччен?» тесе ыйтас килнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук.

2 Мӗнле сӑлтавсене пула эпир ҫапла ыйтма пултаратпӑр? Тен, эпир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ. Е ватӑлса пынине, чирленине е хальхи «йывӑр саманара» час-часах пулакан ытти йывӑрлӑхсене пула хӗн-хур куратпӑр (2 Тим. 3:1). Е, тен, эпир таврари ҫынсем хӑйсене мӗнле тытнӑшӑн кулянатпӑр. Сӑлтавӗ кирек мӗнле пулсан та, Иеговӑн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ӑна ҫавнашкалах ыйту пама хӑраманни ҫинчен тата вӑл вӗсене ҫавӑншӑн айӑпламанни ҫинчен пӗлни пирӗн чуна лӑплантармасть-и вара?

3. Пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан пире мӗн пулӑшма пултарать?

3 Пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан пире мӗн пулӑшма пултарать? Иисус Христосӑн вӗренекенӗ тата унӑн пӗртӑванӗ Иаков Турӑ хавхалантарнипе ҫапла ҫырнӑ: «Эй тӑвансем, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа киличчен вӑрах тӳсӗмлӗ пулса пурӑнӑр» (Иак. 5:7). Ҫапла, пире пурсӑмӑра та тӳсӗмлӗх кирлӗ. Анчах та мӗн вӑл тӳсӗмлӗх тата ҫак лайӑх ене кӑтартас тесен мӗн кирлӗ?

МӖН ВӐЛ ТӲСӖМЛӖХ?

4, 5. а) Мӗн вӑл тӳсӗмлӗх тата тӳсӗмлӗ пулмашкӑн мӗн кирлӗ? ӑ) Тӳсӗмлӗхӗн пӗр енне палӑртас тесе Иаков мӗнле тӗслӗх илсе панӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Библи тӑрӑх, тӳсӗмлӗх вӑл — святой сывлӑш витӗм кӳнипе аталанакан лайӑх ен. Турӑ пулӑшмасӑр ҫитменлӗхлӗ ҫынсем тӳсӗмлӗхе кирлӗ таран кӑтартаймаҫҫӗ. Ҫак лайӑх ене аталантарма тӑрӑшсан эпир Иеговӑна тата ҫынсене юратнине кӑтартатпӑр. Тӳсӗмлӗ пулмасан пирӗнпе ыттисем хушшинчи юрату сивӗнет (1 Кор. 13:4; Гал. 5:22). Тӳсӗмлӗх христиансен пулмалли ытти лайӑх енсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — чӑтӑмлӑх, ӑна пула эпир савӑнӑҫа ҫухатмасӑр йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пултаратпӑр (Иак. 1:3, 4; Кол. 1:11). Унсӑр пуҫне, тӳсӗмлӗхе кӑтартакан ҫын усалшӑн усалпа тавӑрмасть тата пурнӑҫӗнче кирек мӗн пулса тухсан та Турра шанчӑклӑ тӑрса юлать. Ҫавӑн пекех Библи пире тӳсӗмлӗн кӗтме хатӗр тӑма хавхалантарать. Тӳсӗмлӗхӗн ҫак енӗ ҫинчен Иаков 5:7, 8 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа пар) палӑртса каланӑ.

5 Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлама пуҫласса мӗншӗн пирӗн тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑма хатӗр пулмалла? Иаков пирӗн лару-тӑрӑва ҫӗр ӗҫлекенӗн лару-тӑрӑвӗпе танлаштарать. Ҫӗр ӗҫлекен тыр-пул тухӑҫлӑ пултӑр тесе тӑрӑшса ӗҫлет пулсан та, вӑл ҫанталӑк ҫине е ӳсентӑран ӳсӗмӗ ҫине витӗм кӳме тата вырма вӑхӑтне ҫывхартма пултараймасть. Вӑл ҫӗр «хаклӑ ҫимӗҫе» парасса тӳсӗмлӗн кӗтме хатӗр. Эпир те Иегова хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласса кӗтетпӗр, анчах та нумай япала ҫине витӗм кӳрейместпӗр (Марк 13:32, 33; Ап. ӗҫ. 1:7). Ҫӗр ӗҫлекен пекех пирӗн те тӳсӗмлӗн кӗтмелле.

6. Михей пророкӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентме пултарать?

6 Хальхи вӑхӑтри лару-тӑру Михей вӑхӑтӗнчи пекех. Ҫав пророк Ахаз, Турра шанчӑклӑ пулман патша, вӑхӑтӗнче пурӑннӑ, ун чухне Иеговӑн халӑхӗ тӗрлӗ ҫылӑх ӑшне путнӑ пулнӑ. Библире израильтянсем ҫинчен каланӑ: «Вӗсенӗн алли усал ӗҫ тума вӗренесшӗн». (Михей 7:1—3 вуласа пар.) Михей лару-тӑрӑва хӑй улӑштарма пултарас ҫуккине ӑнланнӑ. Унӑн мӗн тумалла пулнӑ вара? Вӑл ҫырнӑ: «Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа ҫине пӑхӑп, хама ҫӑлакан Туррӑма шанса [«тӳсӗмлӗн кӗтсе», ҪТ] тӑрӑп: Туррӑм мана илтӗ» (Мих. 7:7). Михей пекех пирӗн «тӳсӗмлӗн кӗтсе» тӑмалла.

7. Мӗншӗн Иеговӑна кӗтме тивнӗрен ҫеҫ кӗтни ҫителӗксӗр?

7 Эпир Михей пекех ҫирӗп ӗненетпӗр пулсан, Иеговӑна хатӗр пулсах кӗтетпӗр. Пирӗн лару-тӑру вӗлерме приговор тунӑ ҫыннӑн лару-тӑрӑвӗ пек мар. Ҫав ҫыннӑн тӗрмере хӑйне вӗлерес куна кӗтсе ларма тивет, пуласлӑхран вӑл ним ыррине те кӗтмест. Пирӗн пирки вара апла калаймӑн. Эпир Иеговӑна хатӗр пулсах кӗтетпӗр, мӗншӗн тесен вӑл пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панине пурнӑҫласса тата ҫакна вӑл шӑп та лӑп хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра тӑвасса пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та эпир «чӑтӑмлӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулса... пурне те савӑнса чӑтса» ирттерме пултаратпӑр (Кол. 1:11, 12). Кӗтнӗ май пирӗн Иегова нумай кӗттерет тесе ӳпкелешесрен асӑрханмалла, мӗншӗн тесен ҫакӑнпа эпир ӑна кӳрентеретпӗр (Кол. 3:12).

ТӲСӖМЛӖХ КӐТАРТНИСЕН ТӖСЛӖХӖСЕМ

8. Турра шанчӑклӑ пулнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшланӑ май хамӑра мӗнле ыйтусем пама пулать?

8 Туррӑн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те — Турӑ хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласса тӳсӗмлӗн кӗтни ҫинчен шухӑшласан Иеговӑна кӗтме пире ҫӑмӑлтарах пулӗ (Рим 15:4). Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулать: вӗсен мӗн вӑхӑт хушши кӗтмелле пулнӑ, мӗншӗн вӗсем тӳсӗмлӗн кӗтме хатӗр пулнӑ тата ҫавӑншӑн вӗсем мӗнле пиллӗхсем илнӗ.

Авраам Исаакпа тата Ревеккӑпа пӗрле мӑнукӗсем, Исавпа Иаков, ҫуралнӑшӑн савӑнать

Хӑйӗн мӑнукӗсем, Исавпа Иаков, ҫураласса Авраам нумай ҫул хушши кӗтнӗ (9, 10 абзацсене пӑхӑр.)

9, 10. Авраампа Сарра мӗн вӑхӑт хушши Иеговӑна кӗтнӗ?

9 Айтӑр Авраампа Сарра тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӗсен ячӗсене «хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсен» ячӗсем хушшинче куратпӑр. Библире каланӑ тӑрӑх, «Авраам вӑрах тӳссе» тӑнӑ хыҫҫӑн Иегова ӑна пиллеме тата унран пысӑк халӑх тума сӑмах панӑ (Евр. 6:12, 15). Мӗншӗн Авраамӑн тӳсӗмлӗ пулмалла пулнӑ? Кӗскен каласан, Иеговӑн сӑмахӗ пурнӑҫлантӑр тесен вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Иегова Авраампа тунӑ килӗшӳ пирӗн эрӑчченхи 1943 ҫулта нисанӑн 14-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ, ҫав кун Авраампа Сарра хӑйсен пӗтӗм кил-йышӗпе Евфрат урлӑ каҫнӑ та Пама пулнӑ ҫӗре кӗнӗ. Унӑн ывӑлӗ Исаак вара пирӗн эрӑчченхи 1918 ҫулта ҫуралнӑ. Апла пулсан, ҫав саманта Авраамӑн 25 ҫул кӗтмелле пулнӑ. Тата 60 ҫул иртсен тин, пирӗн эрӑчченхи 1858 ҫулта, унӑн мӑнукӗсем, Исавпа Иаков, ҫуралнӑ (Евр. 11:9).

10 Авраама еткерлӗхе мӗн чухлӗ ҫӗр панӑ? Библире каланӑ: «Кунта ӑна [Авраама] Турӑ ура лаппи пусӑмлӑх та еткер ҫӗр паман; анчах ҫак ҫӗре ӑна, ун хыҫҫӑн пулас тӑхӑмӗсене пама пулнӑ — ун чухне Авраамӑн ача-пӑча та пулман-ха» (Ап. ӗҫ. 7:5). Авраам Евфрат урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн 430 ҫул иртсен ҫеҫ унӑн тӑхӑмӗсем Пама пулнӑ ҫӗре илмелли халӑх пулса тӑнӑ (Тух. 12:40—42; Гал. 3:17).

11. Мӗншӗн Авраам Иеговӑна кӗтме хатӗр пулнӑ тата ҫавӑншӑн вӑл мӗнле пиллӗхсем илнӗ?

11 Авраам Иеговӑна тӳсӗмлӗн кӗтме хатӗр пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ӑна ҫирӗп ӗненнӗ. (Еврейсем 11:8—12 вуласа пар.) Хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра Туррӑн сӑмахӗсем пӗтӗмпех пурнӑҫланман пулин те, Авраам хаваспах кӗтнӗ. Анчах та ҫӗр ҫинчи райра чӗрӗлсе тӑрсан унӑн мӗнле туйӑмсем пулӗҫ? Хӑйӗн пурнӑҫӗ тата хӑйӗн тӑхӑмӗсен пурнӑҫӗ ҫинчен Библире тӗплӗн ҫырса панине пӗлсен Авраам тӗлӗнсех каять пулӗ!a Мессия пирки Турӑ мӗн каласа хуни пурнӑҫланас тӗлӗшрен Авраам мӗн-мӗн туни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Ҫавӑн ҫинчен пӗлсен вӑл питӗ савӑнӗ! Паллах, вӑл хӑй нумай вӑхӑт хушши кӗтни кӑлӑхах пулманнине ӑнланса илӗ.

12, 13. Мӗншӗн Иосифӑн тӳсӗмлӗ пулмалла пулнӑ тата унӑн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулнӑ?

12 Авраам мӑнукӗн ачи Иосиф та Иеговӑна тӳсӗмлӗн кӗтме хатӗр пулнӑ. Вӑл пысӑк тӗрӗсмарлӑха пула нумай хӗн-хур тӳснӗ. Иосиф 17-ре чухне пиччӗшӗсем ӑна чуралӑха сутса янӑ. Кайран ӑна хуҫин арӑмне мӑшкӑл тума хӑтланнӑ тесе айӑп ҫукранах тӗрмене хуптарнӑ (Пулт. 39:11—20; Пс. 104:17—19). Хӑйӗн тӳрӗ ӗҫӗсемшӗн Иосиф пиллӗхсем илес вырӑнне наказани илнӗ пек туйма пултарнӑ. Анчах та 13 ҫул иртсен унӑн лару-тӑрӑвӗ пӗр самантрах улшӑннӑ. Ӑна тӗрмерен кӑларнӑ, унтан вара вӑл Египетра фараон хыҫҫӑнхи чи сумлӑ ҫын пулса тӑнӑ (Пулт. 41:14, 37—43; Ап. ӗҫ. 7:9, 10).

13 Тӗрӗсмарлӑх Иосифӑн чӗрине хытарса янӑ-и? Вӑл хӑйӗн Туррине Иеговӑна шанма пӑрахнӑ-и? Ҫук. Тӳсӗмлӗн кӗтме ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Вӑл Иеговӑна ӗненнӗ тата кирек хӑҫан та Иегова хӑйӗн аллипе пулӑшнине курса тӑнӑ. Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Ан хӑрӑр, эпӗ Турӑран хӑратӑп; акӑ эсир мана хирӗҫ усал шухӑш тытнӑччӗ; анчах та Турӑ халӗ мӗн пулнине тумашкӑн — йышлӑ халӑх пурӑнӑҫне сыхласа хӑвармашкӑн — сирӗн усал шухӑшӑра ырра ҫавӑрчӗ» (Пулт. 50:19, 20). Йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерсен Иосиф хӑй кӗтни кӑлӑхах пулманнине курнӑ.

14, 15. а) Тӳсӗмлӗх кӑтартас тӗлӗшрен мӗншӗн Давид чаплӑ тӗслӗх пулса тӑрать? ӑ) Тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑма Давида мӗн пулӑшнӑ?

14 Давид патша та тӗрӗсмарлӑха пула хӗн-хур тӳснӗ. Иегова ӑна ҫамрӑк чухнех Израиль патши пулма суйласа лартнӑ пулин те, 15 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен ҫеҫ вӑл хӑйӗн йӑхӗн патши пулса тӑнӑ (2 Патш. 2:3, 4). Ҫав тапхӑрта ӑна Турра шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ Саул патша вӗлерес тесе йӗрлесе ҫӳренӗb. Давидӑн таркӑн пулса ют ҫӗрте тата пушхирти ҫӗр хӑвӑлӗсенче пытанса ҫӳреме тивнӗ. Саула ҫапӑҫура вӗлернӗ хыҫҫӑн та Давидӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗн патши пулса тӑриччен ҫичӗ ҫула яхӑн кӗтмелле пулнӑ (2 Патш. 5:4, 5).

15 Мӗншӗн Давид тӳсӗмлӗн кӗтме хатӗр пулнӑ? Хуравне вӑл пилӗк хутчен «хӑҫанччен?» тесе ыйтнӑ псаломрах тупма пулать. Унта вӑл акӑ мӗн каланӑ: «Эпӗ Санӑн ырӑлӑхна шанатӑп; Эсӗ ҫӑлнӑшӑн чӗрем савӑнӗ манӑн; хама ырӑлӑх тӑвакан Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑп, [Ҫӳлти Туррӑн ятне юрласа мухтӑп]» (Пс. 12:6). Давид хӑйне Иегова юратнине тата нихӑҫан та пӑрахас ҫуккине пӗлнӗ. Вӑл хӑйне Иегова унччен мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшланӑ тата хӑйӗн йывӑрлӑхӗсене Турӑ татса парасса кӗтнӗ. Давид Иеговӑна кӗтни кӑлӑхах пулманнине ӑнланнӑ.

Иегова пире хӑй тӑвас ҫуккине тума хушмасть

16, 17. Тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрас тӗлӗшрен Иеговӑпа Иисус мӗнле тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ?

16 Иегова пире хӑй тӑвас ҫуккине тума хушмасть. Вӑл тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартать. (2 Петр 3:9 вуласа пар.) Эдем пахчинче Сатана кӑларса тӑратнӑ ыйтусене татса парасса тата хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвасса Иегова пин-пин ҫул хушши кӗтет ӗнтӗ. Ҫакӑ пурнӑҫа кӗрсен «ӑна кӗтекенсем пурте» хӑйсем кӗтнинчен те нумайрах пиллӗхсем илӗҫ (Ис. 30:18, ҪТ).

17 Иисус та кӗтме хатӗр. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне вӑл Турра шанчӑклӑ тӑрса юлса пирӗн эрӑри 33 ҫулта тӳпене хӑпарнӑ та тӳлесе илме панӑ парнен хакӗпе Иегова умне пырса тӑнӑ. Анчах та патшана ларма унӑн 1914 ҫулччен кӗтмелле пулнӑ (Ап. ӗҫ. 2:33—35; Евр. 10:12, 13). Тата Иисусӑн тӑшманӗсем пурте вӑл пин ҫул хушши патшара ларнӑ хыҫҫӑн тин тӗп пулӗҫ (1 Кор. 15:25). Ҫавӑнпа та унӑн сахал мар кӗтме тивет, анчах та кӗтни кӑлӑхах пулмасть.

КӖТМЕ ПИРЕ МӖН ПУЛӐШАТЬ?

18, 19. Тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑма пире мӗн пулӑшӗ?

18 Эппин, пирӗнтен кашнин тӳсӗмлӗн кӗтме хатӗр пулмалла. Ҫак тӗлӗшрен пире мӗн пулӑшать? Турӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Ан манӑр: тӳсӗмлӗх вӑл — святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсенчен пӗри (Эф. 3:16; 6:18; 1 Фес. 5:17—19). Ҫавӑнпа чӑтӑмлӑ пулма тата тӳсӗмлӗн кӗтме Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр.

19 Иегова хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласса тӳсӗмлӗн кӗтме Авраама, Иосифа тата Давида мӗн пулӑшни ҫинчен асра тытӑр. Вӗсем Иеговӑна ӗненнӗ тата ун ҫине шаннӑ. Вӗсем хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшман тата канлӗ пурнӑҫпа пурӑнассишӗн ҫунман. Ҫавӑншӑн Турӑ вӗсене мӗнле пиллӗхсем пани ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан тӳсӗмлӗхпе кӗтме пире ҫӑмӑлтарах пулӗ.

20. Эпир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

20 Тӗрлӗрен йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратпӑр пулсан та эпир «тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑма» ҫирӗп шут тытнӑ. Паллах, хӑш-пӗр чухне эпир Турӑран: «Чылайлӑха-и, Иегова?» — тесе ыйтатпӑр (Ис. 6:11). Анчах та Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнине туйса илсен эпир Иеремия пекех калама пултаратпӑр: «Ҫӳлхуҫа — манӑн пайӑм, тет манӑн чунӑм; эпӗ Ӑна шанса [«кӗтсе», ҪТ] тӑрӑп» (Хӳхл. 3:21, 24).

a Авраам пурнӑҫӗ ҫинчен Пултарни кӗнекери 15 сыпӑкра каласа панӑ. Унсӑр пуҫне, Христианла Грек Ҫырӑвӗсене ҫыракансем Авраам ҫинчен 70 хут ытла асӑннӑ.

b Саул патшара ларнӑранпа икӗ ҫултан кӑшт ытларах вӑхӑт иртсен Иегова ӑна патша вырӑнне хума пӑрахнӑ. Ҫапах та Иегова Саула мӗн виличченех тата 38 ҫул хушши патшара ларма ирӗк панӑ (1 Патш. 13:1; Ап. ӗҫ. 13:21).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр