«Санӑн куҫу манӑн чӗрӗ тӗввӗме курнӑ» (ПСАЛОМ 138:16)
Турӑ сире ӑнланать-и?
ТУРӐ ПУЛТАРНӐ ЯПАЛАСЕМ ПИРЕ МӖНЕ ВӖРЕНТЕҪҪӖ?
Тӗслӗхшӗн пӗр яйцеклеткӑран пулнӑ йӗкӗрешсем ҫинчен шухӑшласа пӑхар, вӗсем хушшинче питӗ тачӑ ҫыхӑну пур. «Хӑш-пӗр йӗкӗрешсем пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ»,— каласа парать Нэнси Сигал, вӑл йӗкӗрешсене тӗпчекен Центрта директор пулса ӗҫлет. Унӑн хӑйӗн те йӗкӗреш йӑмӑкӗ пур. Пӗр хӗрарӑм хӑйӗнпе йӗкӗреш йӑмӑкӗ хушшинчи хутшӑнусем пирки акӑ мӗн каланӑ: «Эпир пӗр-пӗрин ҫинчен веҫех пӗлетпӗр».
Мӗншӗн йӗкӗрешсем пӗр-пӗрне лайӑх ӑнланаҫҫӗ? Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн ҫине вӗсем ӑҫта ҫитӗнни тата вӗсене мӗнле пӑхса ӳстерни витӗм кӳрет пулсан та, чи пӗлтерӗшли вӑл — вӗсен генӗсем пӗрешкел пулни пулас.
ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР: пире пултарнӑран Турӑ пире никамран та лайӑхрах пӗлет тата ӑнланать. Пӗррехинче псалом юрлакан Давид ҫапла каланӑ: «Эсӗ... мана аннем варӗнче пӗрчӗн-пӗрчӗн ҫитӗнтернӗ. Эпӗ вӑрттӑн тӗвӗленнӗ чухнех, аннем варӗнче амаланнӑ чухнех Эсӗ манӑн шӑммӑм-шаккӑма курса тӑнӑ. Санӑн куҫу манӑн чӗрӗ тӗввӗме курнӑ» (Псалом 138:13, 15, 16). Турӑ кӑна пирӗн мӗнле генсем пулнине тата пирӗн пурнӑҫра мӗнле ӗҫсем пулнине пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл пире лайӑх ӑнланни пирки пирӗн пӗртте иккӗленмелле мар.
ТУРӐ ПИРЕ ӐНЛАННИ ПИРКИ БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ?
Давид Турра ҫапла кӗлтунӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ мана сӑнарӑн, ӗнтӗ пӗлетӗн. Эпӗ хӑҫан ларнине те, хӑҫан тӑнине те пӗлетӗн; Эсӗ эпӗ мӗн шухӑшлассине малтанах пӗлсе тӑратӑн. Эй Ҫӳлхуҫа, сӑмахӑм чӗлхем вӗҫне ҫитичченех Эсӗ ӑна пӗтӗмпе пӗлетӗн» (Псалом 138:1, 2, 4). Иегова пирӗн туйӑмсене те, пирӗн «шухӑш хусканӑвне те пӗлет» (1 Ҫулсеренхи 28:9; 1 Патшасен 16:6, 7). Ҫак сӑвӑ йӗркисем пире Турӑ пирки мӗн кӑтартса параҫҫӗ?
Турра кӗлтунӑ чухне хамӑрӑн шухӑшсемпе туйӑмсене сӑмахсемпе ӑнлантарса пама пултараймастпӑр пулсан та, вӑл пире ӑнланать: вӑл эпир мӗн тунине кӑна мар, эпир ҫавна мӗншӗн тунине те пӗлет. Хӑш-пӗр чухне эпир хамӑр тӑвас тенӗ ырӑ ӗҫсене тӑваймастпӑр, анчах пирӗн ҫакӑн пек шухӑш пулнине те вӑл курса тӑрать. Пирӗн чӗрене юрату хывнӑран Турӑ пирӗнте лайӑххине, эпир ырӑ шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине курасшӑн (1 Иоанн 4:7—10).
Пирӗн пурнӑҫра мӗн пулса иртнине Турӑ пӗтӗмпех курса тӑрать. Асап тӳснӗ чухне ытти ҫынсем эпир мӗн ҫинчен шухӑшланине тата мӗн туйнине йӑлтах ӑнланмасан та пултараҫҫӗ, анчах Турӑ пире ӑнланать
Библире ҫапла каланӑ
«Ҫӳлхуҫа куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем кӗлтунӑ енче» (1 ПЕТР 3:12).
Турӑ сӑмах парать: «Сана ӑса кӗртӗп, вӗрентӗп, сана ху пымалли ҫул ҫине тӑратӑп; сана кӑтартса пырӑп, Манӑн куҫӑм сан ҫинче пулӗ» (ПСАЛОМ 31:8).
ТУРӐ ХӖРХЕНЕКЕН КӐМӐЛЛӐ
Турӑ пирӗн лару-тӑрӑва тата пирӗн туйӑмсене ӑнланнине пӗлни пире йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттерме мӗнле пулӑшать? Нигерире пурӑнакан Аннӑпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. «Пӗррехинче мана питӗ йывӑр килчӗ, ҫавӑн чухне манӑн пурӑнас та килместчӗ,— каласа парать вӑл.— Упӑшка вилнине пула манӑн хӗрачана пӗччен пӑхса ӳстерме тиврӗ, хӗрача вара гидроцефалипе (пуҫ мимине шӗвек тулнипе) асапланнӑран больницӑра выртрӗ. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ хам кӑкӑр ракӗпе чирленине пӗлтӗм. Мана операци, химиотерапи тата пайӑрка терапи (лучевая терапия) тумаллаччӗ. Хамӑн хӗрачана пулӑшу кирлӗ пулнӑ вӑхӑтрах больницӑра выртма мана питӗ хӗн пулчӗ».
Ҫаксене пурне те тӳссе ирттерме Аннӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл каласа парать: «Эпӗ Библире мӗн калани ҫинчен шухӑшлаттӑм. Сӑмахран, Филиппӑ 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисенче ҫапла каланӑ: „Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса... сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ“. Ҫак сӑмахсене аса илнӗ чухне эпӗ яланах Иегова манпа ҫывӑх пулнине туяттӑм. Вӑл мана хамран та лайӑхрах ӑнланнине эпӗ пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех мана туссем, христиан пухӑвӗнчи тӑвансем, питӗ пулӑшса тӑчӗҫ».
Малалла Анна ҫапла каласа парать: «Манӑн сывлӑх халӗ те лайӑхах мар, анчах пирӗн пурнӑҫ майлашӑнса пырать. Мӗншӗн тесен Иегова пирӗнпе. Эпир хӗрачапа йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра япӑх шухӑшсене сирсе яма вӗрентӗмӗр. Иаков 5:11-мӗшӗнче мӗн калани пире вӑй парса тӑрать, унта ҫапла каланӑ: „Эпир тӳссе пурӑннӑ ҫынсене мухтатпӑр. Эсир Иов тӳсни ҫинчен илтнӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна юлашкинчен мӗн тунине пӗлетӗр: Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ“». Иегова Иов мӗнле лару-тӑрура пулнине лайӑх пӗлнӗ, апла эпир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине те вӑл лайӑх курса тӑрать.