Эпир Иеговӑна мӗн парнелеме пултаратпӑр?
ПӖРРЕХИНЧЕ Иисус: «Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать»,— тенӗ (Ап. ӗҫ. 20:35). Ҫак принцип хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене те пырса тивет. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Иегова пире нумай чаплӑ парне парать, анчах хамӑр та ӑна мӗн те пулин парсан эпир тата ытларах савӑнӑҫ илӗпӗр. Эпир Турра мӗн парнелеме пултаратпӑр? Ытарӑшсем 3:9-мӗшӗнче каланӑ: «Ҫӳлхуҫана хӑвӑн пурлӑхунтан... парне кӳрсе хисепле». Пирӗн пурлӑх шутне мӗн-мӗн кӗрет? Вӑхӑт, пултарулӑх, вӑй-хал тата укҫа-тенкӗ. Ҫаксемпе пуринпе те Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗнче усӑ курнипе эпир Иеговӑна парне паратпӑр, ҫакӑ вара пире пысӑк савӑнӑҫ кӳрет.
Укҫа-тенкӗ пирки калас пулсан, Иеговӑна парне кӳме манса каясран пире мӗн пулӑшма пултарать? Павел апостол Коринфри христиансене ҫапла канаш панӑ: «Эрненӗн малтанхи кунӗнче пурсӑр та пурлӑхӑра кура уйӑрса хурӑр» (1 Кор. 16:2). Сирӗн ҫӗршывра укҫа парнелеме мӗнле майсем пур? Ҫакӑн ҫинчен аяларах вуласа пӗлме пулать.
Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче укҫана интернет урлӑ пама май ҫук. Укҫа памалли урӑх майсем ҫинчен «Как сделать пожертвование Свидетелям Иеговы» веб-страницӑра вуласа пӗлӗр. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче jw.org сайтра «Иегова Свидетелӗсем пирки ҫынсем час-часах ыйтаҫҫӗ» раздел пур. Унта укҫа парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусен хуравӗсене тупма пулать.