Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w19 ноябрь 14—19 с.
  • Хӑвӑрӑн «ӗненӗвӗн хулканне» эсир пӑхса-юсаса тӑратӑр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хӑвӑрӑн «ӗненӗвӗн хулканне» эсир пӑхса-юсаса тӑратӑр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ХУЛКАН ҪИРӖП ПУЛНИПЕ ПУЛМАННИНЕ ЛАЙӐХ ТӖРӖСЛӖР
  • ХӐВӐРӐН ӖНЕНӖВЕ ӐНА ХАВШАТАКАН ЯПАЛАСЕНЧЕН ХӲТӖЛӖР
  • ХӐВӐРА ПУРЛӐХ ПУХАС КӐМӐЛТАН ХӲТӖЛӖР
  • ӖНЕНӖВӖН ХУЛКАННЕ ҪИРӖП ТЫТМА ПИРЕ МӖН ПУЛӐШӖ?
  • Иегова пире мӗнле хӳтӗлет?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Яшсемпе хӗрсем, Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
w19 ноябрь 14—19 с.

46-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хӑвӑрӑн «ӗненӗвӗн хулканне» эсир пӑхса-юсаса тӑратӑр-и?

«Ӗненӗвӗн хулканне тытса тӑрӑр» (ЭФ. 6:16).

119-МӖШ ЮРӐ Пирӗн ӗненӳ пулмалла

ҪАК СТАТЬЯРАa

1, 2. а) Эфес 6:16-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пире «ӗненӗвӗн хулканӗ» кирлӗ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

СИРӖН «ӗненӗвӗн хулканӗ» пур-и? (Эфес 6:16 вуласа парӑр.) Паллах, пур. Пысӑк хулкан салтакӑн пӗтӗм кӗлеткине хӳтӗленӗ пекех сирӗн ӗненӳ сире ҫак тӗнченӗн япӑх витӗмӗнчен — аскӑн ӗҫрен, хаярлӑхран тата Туррӑн нормисемпе килӗшсе тӑман ытти ӗҫсенчен — хӳтӗлет.

2 Анчах эпир «юлашки кунсенче» пурӑннӑран пирӗн ӗненӳ малалла та тӗрӗсленӗ (2 Тим. 3:1). Ӗненӗвӗн хулканӗ ҫирӗп пулнипе пулманнине мӗнле тӗрӗслеме пулать? Ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесен мӗн тумалла? Айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар.

ХУЛКАН ҪИРӖП ПУЛНИПЕ ПУЛМАННИНЕ ЛАЙӐХ ТӖРӖСЛӖР

Авалхи вӑхӑтра салтаксем ҫапӑҫура хулкансемпе усӑ кураҫҫӗ; салтакпа унӑн тарҫи хулкансене тӗрӗслеҫҫӗ тата юсаҫҫӗ

Ҫапӑҫу хыҫҫӑн салтаксем хӑйсен хулканӗсене юсанӑ (3-мӗш абзаца пӑхӑр.)

3. Салтаксем хӑйсен хулканӗсене мӗнле пӑхса-юсаса тӑнӑ тата мӗншӗн?

3 Авалхи вӑхӑтра хулкансене ытларах чухне сӑранпа карӑнтарса витнӗ. Сӑранӗ типсе ан кайтӑр тесе тата металран тунӑ пайӗсем тутӑхса ан кайччӑр тесе салтаксем хулкансене ҫупа сӗрнӗ. Ҫапӑҫӑва яланах хатӗр пулас тесессӗн салтакӑн хулкан ваннине асӑрхасанах ӑна юсамалла пулнӑ. Ҫак тӗслӗх сирӗн ӗненӳпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

4. Мӗншӗн хамӑрӑн ӗненӗвӗн хулканне тӗрӗслемелле тата ҫавна мӗнле тумалла?

4 Авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ салтаксем пекех пирӗн хамӑрӑн ӗненӗвӗн хулканне пӗрмаях пӑхса-юсаса тӑмалла, вара эпир яланах ҫапӑҫӑва хатӗр пулӑпӑр. Христиансем пулнӑ май эпир «усал сывлӑшсемпе» кӗрешетпӗр (Эф. 6:10—12). Пирӗнсӗр пуҫне никам та пирӗн ӗненӗвӗн хулканне пӑхса-юсаса тӑраймӗ. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма хатӗр пулнипе пулманнине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр? Пӗрремӗшӗнчен, Турӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтмалла. Иккӗмӗшӗнчен, Турӑ пирӗн ҫине мӗнле пӑхнине курма Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курмалла (Евр. 4:12). Унта ҫапла каланӑ: «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан» (Ытар. 3:5, 6). Ҫакна асра тытса нумаях пулмасть тунӑ йышӑнусем ҫинчен мӗншӗн шухӑшласа пӑхас мар-ха? Тен, эсир укҫа-тенкӗ ҫитсех кайманнипе тӗл пулнӑ. Ун чухне эсир Иегова Еврейсем 13:5-мӗшӗнче: «Сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп»,— тесе сӑмах панине аса илнӗ-и? Ҫак сӑмахсем сире Иегова пулӑшасса ҫирӗп шанма пулӑшрӗҫ пулсан, апла сирӗн ӗненӗвӗн хулканӗ ҫирӗп.

5. Ӗненӳ мӗнлерех пулнине тӗрӗсленӗ чухне мӗн курма пулать?

5 Ӗненӳ мӗнлерех пулнине тӗплӗн тӗрӗсленӗ чухне унччен асӑрхаман хавшак вырӑнсене тупсан тӗлӗнсе кайма пулать. Сӑмахран, эсир ытлашши пӑшӑрханнине пула, суяна пула тата кӑмӑл пусӑрӑннине пула хӑвӑрӑн ӗненӳ хавшанӑ тесе пӗтӗмлетӳ тума пултаратӑр. Сирӗн ӗненӳпе ҫавӑн пекки пулса тухнӑ пулсан, вӑл тата ытларах хавшаса ан кайтӑр тесен сирӗн мӗн тумалла?

ХӐВӐРӐН ӖНЕНӖВЕ ӐНА ХАВШАТАКАН ЯПАЛАСЕНЧЕН ХӲТӖЛӖР

6. Мӗн-мӗн пирки пӑшӑрханни япӑх мар?

6 Хӑш-пӗр япаласемшӗн пӑшӑрханни япӑх мар. Сӑмахран, эпир Иеговӑна тата Иисуса юрама тӑрӑшатпӑр (1 Кор. 7:32). Йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, Иеговӑпа каллех туслӑ пулас тесе мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлатпӑр (Пс. 37:19). Унсӑр пуҫне, эпир мӑшӑршӑн, хурӑнташсемшӗн тата пухури тӑвансемшӗн пӑшӑрханатпӑр (1 Кор. 7:33; 2 Кор. 11:28).

7. а) Ытлашши пӑшӑрханни пирӗн ӗненӗве мӗнле хавшатма пултарать? ӑ) Ытарӑшсем 29:25-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн ҫынсенчен хӑрамалла мар?

7 Тепӗр енчен, ытлашши пӑшӑрханни пирӗн ӗненӗве хавшатма пултарать. Сӑмахран, эпир ҫимелли тата тӑхӑнмалли ҫитсе пырӗ-ши тесе пӗрмай пӑшӑрханма пултаратпӑр (Матф. 6:31, 32). Ҫавна пула пирӗн пӗтӗм шухӑш укҫа пирки ҫеҫ пулӗ. Эпир укҫана юратма та пуҫлама пултаратпӑр. Ҫавӑн пеккине хамӑрпа пулса иртме парсан, эпир Иеговӑна сахалрах ӗненме пуҫлӑпӑр тата ҫакӑ хамӑрпа ун хушшинчи туслӑх ҫине те япӑх витӗм кӳрӗ (Марк 4:19; 1 Тим. 6:10). Е эпир ыттисем пирӗн пирки мӗн шутлаҫҫӗ тесе те ытлашши пӑшӑрханма пултаратпӑр. Пирӗн хамӑртан кулассинчен е хамӑра хӗсӗрлессинчен хӑрасси пулма пултарать, ҫавна пула эпир Иеговӑран ытларах ҫынсенчен хӑрама пуҫлӑпӑр. Ҫакӑн пек хӑрушлӑхран хамӑра хӳтӗлес тесен пирӗн Иеговӑран хытӑрах ӗненме тата хӑюллӑрах пулма пулӑш тесе ыйтмалла, ҫакӑ пире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшӗ. (Ытарӑшсем 29:25 вуласа парӑр; Лука 17:5.)

Ҫемье пуҫӗ, Иегова Свидетелӗ, телевизора сӳнтерет

(8-мӗш абзаца пӑхӑр)b

8. Кам та пулин пире суя сӑмах калать пулсан, хамӑра мӗнле тытмалла?

8 Сатана, «ултав ашшӗ», хӑйӗн витӗмне лекнӗ ҫынсем урлӑ Иегова пирки тата пирӗн тӑвансем пирки суя сӑмах сарать (Иоанн 8:44). Сӑмахран, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем интернетпа, телевиденипе, радиопа тата хаҫат-журналпа усӑ курса Иеговӑн организаци ҫинчен элек сараҫҫӗ е фактсене пӑсса калаҫҫӗ. Ҫакӑ Сатанан «хӗртсе яракан» ухӑ йӗпписенчен пӗри (Эф. 6:16). Кам та пулин пире ҫакӑн пек суя сӑмах калать пулсан, пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Пирӗн вӗсене итлемелле мар! Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир Иеговӑна ӗненетпӗр тата хамӑрӑн тӑвансене шанатпӑр. Эпир нихӑҫан та чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсемпе хутшӑнмӑпӑр. Эпир нимӗн пирки те, нимӗнле сӑлтава пула та (вӗсем мӗн каланине питӗ пӗлес килет пулсан та) вӗсемпе тавлашмӑпӑр.

9. Кӑмӑл пусӑрӑнни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

9 Кӑмӑл пусӑрӑннине пула та пирӗн ӗненӳ хавшама пултарать. Кун пекки йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне пулкалать. Паллах, йывӑрлӑхсем пур ҫӗртенех вӗсем ҫук тесе калани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Анчах пирӗн вӗсем ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр шухӑшласа ҫӳремелле мар. Йывӑрлӑхсем ҫинчен пӗрмай шухӑшласан эпир Иегова панӑ тӗлӗнмелле шанчӑка куҫран вӗҫертме пултаратпӑр (Ӳлӗм. 21:3, 4). Хуйха ӳкнине пула эпир халран кайма тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахма пултаратпӑр (Ытар. 24:10). Пирӗнпе ун пекки пулса ан тухтӑр тесен мӗн тумалла?

10. Пӗр хӗрарӑм тӑванӑн ҫырӑвӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

10 Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан хӗрарӑм тӑван тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл йывӑр чирпе чирлекен упӑшкине пӑхса пурӑнать. Хӑйӗн ӗненӗвне вӑл мӗнле ҫирӗплетет? Тӗп управление ҫырса янӑ ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Хушӑран пире питӗ йывӑр, хӑш чухне кӑмӑл та пусӑрӑнать, анчах пирӗн шанчӑк халӗ те ҫирӗп. Пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетме тата пире хавхалантарма Иегова ҫав тери нумай парать! Эпӗ ӑна ҫавӑншӑн питӗ пархатарлӑ! Пире унӑн канашӗсем тата вӑл хавхалантарни питӗ кирлӗ. Ҫакӑ пире Иеговӑшӑн малалла та ӗҫлесе тӑма тата Сатана яракан йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать». Ҫак хӗрарӑм тӑванӑн сӑмахӗсенчен кӑмӑл пусӑрӑннине мӗнле ҫӗнтерме пултарнине курма пулать. Пирӗн хамӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫине Сатанана хирӗҫ тӑма паракан май ҫине пӑхнӑ пек пӑхмалла, Иегова парса тӑракан сӑнарлӑ апата хакламалла тата вӑл пире йӑпатма пултарнине асра тытмалла.

Ҫав арҫын тӑванах ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне Библипе усӑ курса килтисен ӗненӗвне ҫирӗплетет

Эсир «ӗненӗвӗн хулканне» пӑхса-юсаса тӑратӑр-и? (11-мӗш абзаца пӑхӑр.)c

11. Ӗненӳ ҫирӗп пулнипе пулманнине тӗрӗслемешкӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?

11 Шухӑшласа пӑхӑр: сирӗн ӗненӗвӗн хулканне юсамалла мар-и? Юлашки темиҫе уйӑх хушшинче эсир ытлашши пӑшӑрханман-и? Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсене итлес е вӗсемпе тавлашас кӑмӑла тытса чарма пултартӑр-и? Кӑмӑл пусӑрӑннине ҫӗнтертӗр-и? Ҫапла пулсан, сирӗн ӗненӳ ҫирӗп. Анчах пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен Сатанан пирӗнпе кӗрешме ытти хатӗрсем те пур. Айтӑр вӗсенчен пӗрне пӑхса тухар.

ХӐВӐРА ПУРЛӐХ ПУХАС КӐМӐЛТАН ХӲТӖЛӖР

12. Пурлӑх пухассишӗн ҫунни мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?

12 Пурлӑх пухассишӗн ҫунсан пирӗн ӗненӳ хавшаса кайӗ тата эпир Иеговӑшӑн сахалтарах ӗҫлеме пуҫлӑпӑр. Павел апостол ҫапла каланӑ: «Ҫар ҫынни, хӑйне ҫара чӗнсе илнӗскерне юрас тесессӗн, кулленхи ӗҫ-хӗлпе ҫыхланмасть» (2 Тим. 2:4). Рим салтакӗсен урӑх нимӗнле ӗҫ те тума юраман. Салтак ҫак хушӑва итлемен пулсан мӗн пулнӑ пулӗччӗ?

13. Мӗншӗн салтакӑн урӑх нимӗнле ӗҫ те тума юраман?

13 Ҫакӑн пек лару-тӑрӑва куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Салтаксем ирхине хӗҫсемпе ҫапӑҫма вӗренеҫҫӗ, анчах пӗри вӗсемпе пӗрле мар. Ҫак салтак пасарта апат-ҫимӗҫ сутать. Каҫхине пурте хӑйсен вӑрҫӑ хатӗрӗсене тӗрӗслеҫҫӗ тата хӗҫӗсене хӑйраҫҫӗ. Леш салтакӗ вара тепӗр кун сутмалли апат-ҫимӗҫе хатӗрлет. Анчах тепӗр кунне ирхине кӗтмен-ҫӗртен тӑшман тапӑнать. Салтаксенчен хӑшӗ ҫапӑҫӑва хатӗр пулӗ тата ҫар пуҫне савӑнтарӗ? Эсир ҫав ҫапӑҫура пулнӑ пулсан хӑвӑрпа юнашар салтаксенчен хӑшне курасшӑн пулнӑ пулӑттӑр: ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗскере-и е урӑх ӗҫе тунӑскере-и?

14. Христосӑн ҫар ҫыннисем пулнӑран пирӗншӗн мӗн хаклӑрах?

14 Пирӗн ҫапӑҫӑва хатӗр пулнӑ салтаксенчен тӗслӗх илмелле. Пирӗн тӗллев вӑл — Ҫар пуҫлӑхӗсене, Иеговӑпа Иисуса, юрасси. Ҫак тӗллеврен вара пирӗн пӑрӑнмалла мар. Иеговӑпа Иисус пире ырлани пирӗншӗн Сатанан тӗнчи сӗнекен кирек мӗнле япаларан та хаклӑрах. Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма тата хамӑрӑн ӗненӗвӗн хулканӗпе Турӑ панӑ ытти вӑрҫӑ хатӗрӗсене пӑхса-юсаса тӑма вӑхӑтпа вӑй тупма тӑрӑшатпӑр.

15. Павел апостол мӗн пирки асӑрхаттарнӑ тата мӗншӗн?

15 Пирӗн яланах, сӑнарлӑ каласан, ҫапӑҫӑва хатӗр пулмалла. Мӗншӗн тесен Павел апостол «пуяс текенсем» «ӗненӗвӗн тӗрӗс ҫулӗнчен пӑрӑнса кай[ӗҫ]» тесе асӑрхаттарнӑ (1 Тим. 6:9, 10, ҪХ). «Пӑрӑнса кайӗҫ» тенине мӗнле ӑнланмалла? Ҫакӑ эпир кирлӗ-кирлӗ мар япаласене илесси ҫинчен ытлашши шухӑшлама пуҫлама пултарнине пӗлтерет. Ҫавна пула пирӗн чӗрере «ӑссӑр та сиенлӗ шухӑш-кӑмӑл» ҫуралма пултарать. Анчах пирӗн ӑна хамӑрӑн чӗрере аталанма памалла мар, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл вӑл — Сатанан хӗҫ-пӑшалӗ, унпа усӑ курса вӑл пирӗн ӗненӗве хавшатма хӑтланать.

16. Лука 18:18—23 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ тӗслӗх пире мӗнле ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхма хавхалантарать?

16 Калӑпӑр, пирӗн нумай япала туянма укҫа пур. Эпир хамӑра килӗшекен, анчах кирлех мар япаласене туянатпӑр. Ҫакӑ япӑх-и? Яланах мар. Анчах ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: эпир пӗр-пӗр япалана илме пултаратпӑр пулсан та, ҫав япалапа усӑ курма тата ӑна пӑхса-юсаса тӑма пирӗн вӑйпа вӑхӑт пулӗ-и? Эпир ҫав япалана ытлашши юратма пуҫламӑпӑр-и? Турӑшӑн ытларах ӗҫлеме сӗннине, Иисус чӗнсе каланине, сирсе янӑ ҫамрӑк арҫын пек пулмӑпӑр-и? (Лука 18:18—23 вуласа парӑр.) Ансат пурнӑҫпа пурӑнни тата хамӑрӑн вӑхӑтпа, вӑйпа усӑ курса Туррӑн ирӗкне туса тӑни чылай лайӑхрах!

ӖНЕНӖВӖН ХУЛКАННЕ ҪИРӖП ТЫТМА ПИРЕ МӖН ПУЛӐШӖ?

17. Пирӗн мӗн ҫинчен нихӑҫан та манмалла мар?

17 Пирӗн нихӑҫан та ҫакна манмалла мар: эпир вӑрҫӑра тата пирӗн яланах ҫапӑҫма хатӗр пулмалла (Ӳлӗм. 12:17). Тӑвансем пирӗншӗн пирӗн ӗненӗвӗн хулканне йӑтса ҫӳреймӗҫ. Хамӑрӑн ӗненӗвӗн хулканне пирӗн хамӑрӑн ҫирӗп тытмалла.

18. Мӗншӗн авалхи вӑхӑтра салтаксем ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче хӑйсен хулканне ҫирӗп тытма тӑрӑшнӑ?

18 Авалхи вӑхӑтра ҫапӑҫура хӑюллӑ пулнӑ салтака питӗ хисепленӗ. Анчах салтак ҫапӑҫу хирӗнчен хулкансӑр таврӑнсан, вӑл намӑс курнӑ. Рим историкӗ Тацит ҫапла ҫырнӑ: «Хулкана пӑрахса хӑварни питӗ пысӑк намӑс шутланнӑ». Акӑ тата мӗншӗн салтаксем ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче хӑйсен хулканне ҫирӗп тытма тӑрӑшнӑ.

Хӗрарӑм тӑван Библи вулать, тӗлпулура комментари парать, ырӑ хыпар сарать; вӑл хӑйне Сатанан ухӑ йӗпписенчен хӳтӗлес тесе пысӑк хулкана ҫирӗп тытать

Христианка хӑйӗн ӗненӗвӗн пысӑк хулканне ҫирӗп тытать: вӑл Туррӑн Сӑмахне вулать, тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳрет тата хастарлӑн ырӑ хыпар сарать (19-мӗш абзаца пӑхӑр.)

19. Пире хамӑрӑн ӗненӗвӗн хулканне ҫирӗп тытма мӗн пулӑшӗ?

19 Пире хамӑрӑн ӗненӗвӗн хулканне ҫирӗп тытма мӗн пулӑшӗ? Пирӗн пӗрмаях христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳремелле тата ыттисене Иеговӑн ячӗ ҫинчен, унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен каласа памалла (Евр. 10:23—25). Унсӑр пуҫне, кашни кун Библи вуламалла тата унти канашсене пурнӑҫра тытса тӑрас тесен Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтмалла (2 Тим. 3:16, 17). Вара Сатанан вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленӗ нимӗнле хӗҫ-пӑшалӗ те пире тӳрленми сиен кӳме пултараймӗ (Ис. 54:17). Пирӗн ӗненӗвӗн пысӑк хулканӗ пире хӳтӗлӗ. Эпир тӑвансемпе пӗрле хӑюллӑн ӗҫлӗпӗр тата кулленхи ҫапӑҫусенче ҫӗнтерӗпӗр. Анчах ҫав ҫапӑҫусенче ҫӗнтернисӗр пуҫне эпир пысӑк чыса тивӗҫлӗ пулӑпӑр — Сатанапа ун хыҫҫӑн пыракансен ҫарне пӗтернӗ вӑхӑтра эпир Иисус майлӑ пулӑпӑр (Ӳлӗм. 17:14; 20:10).

ХАМӐРА ҪАКСЕНЧЕН МӖНЛЕ ХӲТӖЛЕМЕЛЛЕ?

  • Ытлашши пӑшӑрханнинчен.

  • Суя сӑмахран тата кӑмӑл пусӑрӑннинчен.

  • Пурлӑх пухас кӑмӑлтан.

118-МӖШ ЮРӐ «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»

a Хулкан ҫар ҫыннине ҫапӑҫура хӳтӗленӗ. Пирӗн ӗненӳ хулкан пекех. Салтакӑн хӑйӗн хулканне пӑхса-юсаса тӑмалла пулнӑ пекех пирӗн те хамӑрӑн ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Ҫак статьяра эпир «ӗненӗвӗн хулканӗ» ҫирӗп пулнипе пулманнине мӗнле тӗрӗслемеллине пӑхса тухӑпӑр.

b ӲКЕРЧӖК. Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем телевизорпа Иегова Свидетелӗсем ҫинчен суя сӑмах каланине курсанах ҫемье пуҫӗ телевизора сӳнтерет.

c ӲКЕРЧӖК. Ун хыҫҫӑн ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне вӑл Библипе усӑ курса килтисен ӗненӗвне ҫирӗплетет.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр