Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 09/7 3 с.
  • Кашни кун Иеговӑна мухта

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Кашни кун Иеговӑна мухта
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
  • Ҫавнашкал материал
  • Мухтӑр Иеговӑна, хамӑр Турра!
    Иеговӑна мухтаса юрлар
  • Мухтавлар Иеговӑна, хамӑр Турра!
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
  • «Ҫӳлхуҫа ятне мухтӑр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
km 09/7 3 с.

Кашни кун Иеговӑна мухта

1. Турӑшӑн ӗҫлекенсем мӗн тума тӑрӑшаҫҫӗ тата мӗншӗн?

1 Давид патша Иеговӑна «куллен-кун», ӗмӗр-ӗмӗрех мухтама шут тытни ҫинчен каланӑ (Пс. 144:2, 7, 21). Пирӗн те Иеговӑна кашни кун мухтамашкӑн сӑлтавсем питӗ нумай (Пс. 36:10; 144:14, 18; 2 Пет. 3:13).

2. Ҫемьепе пӗрле кашни кун Иеговӑна мухтама мӗнле майсем пур?

2 Килте чухне. Килте ҫемьепе пӗрле Библи вӗреннӗ чухне, пуху тӗлпулӑвӗсене хатӗрленнӗ чухне, ҫавӑн пекех кашни кун Библи сӑвӑ йӗркине тӗпченӗ чухне пире Турӑ ҫинчен, Библири тӗрлӗ темӑсем ҫинчен калаҫма пулӑшакан публикацисем питӗ нумай. Нумай ҫемьесенче кунне пӗр хут та пулин сӗтел хушшине пӗрле пуҫтарӑнасси йӑлана кӗнӗ. Пӗрле апат ҫинӗ вӑхӑтра васкамасӑр калаҫма тата Иеговӑна мухтама май пур. Ҫапла майпа пӗр-пӗринпе ирӗккӗн калаҫни ашшӗ-амӑшӗсене ачисене Иеговӑна «юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса ӳстерме» пулӑшать (Еф. 6:4; Сакк. аст. 6:5—​7).

3. Пухури тӑвансемпе хутшӑннӑ чухне пирӗн мӗн тума май пур?

3 Пухури тӑвансемпе хутшӑннӑ чухне. Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне тата пуху тӗлпулӑвӗсене кайсан христиан тӑвансемпе пӗрле Иеговӑна мухтама май пур (Ытар. 15:30; Флп. 4:8; Евр. 13:15). Эпир пурте Иеговӑна юрататпӑр, ҫавӑнпа та пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне Иеговӑна ырӑлӑх тунӑшӑн тав тума питӗ ҫӑмӑл (Пс. 105:1).

4. Иеговӑна мухтама тата мӗнле майсем пур?

4 Турра ӗненмен ҫынсемпе калаҫнӑ чухне. Тен, хамӑр лару-тӑрусене пула эпир кашни кунах ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме каяймастпӑр. Анчах та хамӑр таврари ҫынсемпе, сӑмахран, пӗрле ӗҫлекенсемпе е пӗрле вӗренекенсемпе Иегова ҫинчен тата вӑл мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен кӗскен те пулин калаҫрӑмӑр пулсан тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем шанчӑк илме пултараҫҫӗ (Пс. 26:14; 1 Пет. 3:15). Пӗр хӗрарӑм тӑван самолёт ҫинче юнашар ларакан хӗрарӑма ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Мӗн илтни ҫак хӗрарӑма питӗ килӗшнӗ тата хавхалантарса янӑ, вара вӑл тепӗр хут тӗл пулма хӑйӗн адресне тата телефон номерне парса хӑварнӑ. Тӗнчери лару-тӑру япӑхланса пынине пӑхмасӑрах Туррӑн халӑхӗ малалла та кам итлеме хатӗр, ҫавсене «ырӑ хыпар» каласа пӗлтерет. Ҫакӑ ҫынсене шанчӑк парать тата Иеговӑна мухтама хавхалантарать (Ис. 52:7; Рим 15:11).

5. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑна мухтас килет тата ҫакна мӗнле тума пултаратпӑр?

5 Хӑйшӗн ӗҫлесе тӑраканӗсем кашни кун Ӑна мухтанине илтсе тӑма Иеговӑна мӗн тери кӑмӑллӑ пуль! Хамӑр таврари Турӑ пултарнӑ япаласем Иеговӑна мухтаса тӑнӑ пекех эпир те кашни кун — килте, пуху тӗлпулӑвӗсенче тата пирӗнпе пӗрле халлӗхе Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫламан ытти ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне — Иеговӑна мухтама пултаратпӑр (Пс. 18:2—​5).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр