Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем
1. Мӗншӗн эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркеллӗ тӑвас тесе тӑрӑшатпӑр?
1 Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне сарас ӗҫе ӑнӑҫлӑ та йӗркеллӗ мӗнле тумаллине Иисус кӑтартса хӑварнӑ. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе пӗтӗм тӗнчипе туса тӑрассине ертсе пыракансем ҫак ӗҫ паян та Иисус кӑтартнӑ пекех пулса пытӑр тесе питӗ тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав тӗллевпе пӗтӗм тӗнчипех пухусенче хыпарҫӑсене ушкӑнсем ҫине уйӑрнӑ тата вӗсене валли ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем йӗркеленӗ (Матф. 24:45—47; 25:21; Лука 10:1—7).
2. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва мӗнле ирттермелле?
2 Тӗлпулӑва ирттермелли йӗрке. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусенче хыпарҫӑсем сӑваплӑ ӗҫе мӗнле тумалли ҫинчен калакан усӑллӑ канашсем илеҫҫӗ, пӗр-пӗрне хавхалантараҫҫӗ. Кашни кун Библи сӑвӑ йӗркине сӳтсе явмалли текст ырӑ хыпар сарас ӗҫпе ҫыхӑннӑ пулсан, ӑна ҫак тӗлпулура кӗскен пӑхса тухма юрать. Ҫавӑн пекех «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗ ҫинчи, «Рассуждение» (выр.) е «Школа служения» (выр.) кӗнекесенчи вырӑнлӑ канашсене сӳтсе явма пулать. Публикацисене мӗнле сӗнмеллине кӑтартас тесе кӗске демонстраци туса пама пулать. Ҫак тӗлпулӑва кӗлӗ туса вӗҫличчен малтан кам кампа каяссине тата ырӑ хыпар каласа ҫӳремелли участоксем ӑҫта вырнаҫнине кашнин пӗлмелле. Ҫак тӗлпулу 15 минутран ытла пулмалла мар, вӑл вӗҫленсенех пурте ырӑ хыпар сармалли участоксене каяҫҫӗ.
3. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене камӑн йӗркелемелле?
3 Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене камӑн йӗркелемелле? Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене йӗркеллӗ ирттерес тӗлӗшӗнчен сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ яваплӑ. Ушкӑнсен надзирателӗсемпе вӗсене пулӑшса тӑракансен канмалли кунсенче хӑйсен ушкӑнӗсемпе ырӑ хыпар сармалла. Хӑш-пӗр старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсем хӑйсен ушкӑнӗпе пӗрле эрне варринче те ырӑ хыпар каласа ҫӳреме пултараҫҫӗ. Канмалли кунсенче килрен-киле ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳремешкӗн хӑйсен ушкӑнӗсем валли участоксем ҫителӗклӗ пулччӑр тесе ушкӑнсен надзирателӗсен сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗпе пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесе тӑмалла. Саваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ эрне варринче ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ирттерекенсене участоксем парса тӑрас тесе тӑрӑшать.
4—6. а) Пухӑвӑн территори тӗлӗшӗнчен ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене мӗнле тӗллевпе йӗркелемелле? ӑ) Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене хӑҫан тата ӑҫта ирттерсен лайӑхрах пулнине мӗнле пӗлме пулать?
4 Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене ӑҫта тата хӑҫан ирттермелле? Пухури пур хыпарҫӑсем валли ырӑ хыпар сармалли пӗр тӗлпулу кӑна пулмалла мар. Меллӗ вырӑнсем суйласа илсе темиҫе тӗлпулу ирттерни лайӑхрах, сӑмахран, уйрӑм кил-ҫуртсенче е хваттерсенче, ҫакӑ вара пухӑвӑн территоринче пур ҫӗрте те ырӑ хыпар пӗлтерме май парать. Ҫавӑн пекех тӗлпулусене Патшалӑх Залӗнче ирттерме юрать. Нумай пухусенче ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва Библи тӑрӑх тунӑ докладпа «Хурал Башни» журнала вӗреннӗ хыҫҫӑн, тепӗр темиҫе минутран ирттереҫҫӗ. Ырӑ хыпар сармалли участоксем инҫе пулмалла мар. Ҫавӑнпа пухӑвӑн территоринче ырӑ хыпара тӗплӗн сарас тесе ҫав тӗлпулусене ирттермелли вырӑнсене вӑхӑтран-вӑхӑта улӑштарма юрать.
5 Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене хӑш вӑхӑтра тата эрнере миҫе хут ирттересси территори уйрӑмлӑхӗсенчен килет. Ҫав тӗлпулусене ӑҫта тата хӑҫан ирттерсен лайӑхрах пулассине пӗлме аяларах илсе панӑ ыйтусем пулӑшма пултараҫҫӗ.
6 Участоксенчен хӑшӗн валли ытларах вӑхӑт уйӑрмалла? Килрен-киле ырӑ хыпар каласа ҫӳреме хӑш вӑхӑтра лайӑхрах? Каҫхине хӑшне тусан аванрах: ырӑ хыпара килрен-киле каласа ҫӳрени-и е ҫынсем патне тепӗр хут кайни-и? Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусен графикӗ пухӑвӑн пӗлтерӳ хӑми ҫинче пулмалла. Кашни хыпарҫӑн хӑйне панӑ участокра ырӑ хыпара тӗплӗн пӗлтермелле. Ҫапла тусан вӑл Павел апостол пекех калама пултарать: «Халӗ ӗнтӗ ку таврара ун пек [е ырӑ хыпар каламан] вырӑнсем ҫук» (Рим 15:23).
7. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ирттерекенӗн мӗн пирки тӑрӑшас пулать?
7 Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене мӗнле ирттермелле? Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ирттерме кама хушнӑ, ҫавӑн лайӑх хатӗрленсе килмелле. Ҫапла вӑл теократи йӗркине хисепленине кӑтартӗ. Тӗлпулу вӑхӑтра пуҫланмалла, 10—15 минут хушши тӑсӑлмалла, унта усӑллӑ канашсем пани пулмалла. Тӗлпулу пуҫланичченех ӑна ирттерекенӗн пурин валли те ырӑ хыпар каласа ҫӳремелли участоксем пулмалла. Тӗлпулу вӗҫленсен кая юлнисене кӗтме кирлӗ мар, анчах та ырӑ хыпара сарма ушкӑн ӑҫта кайнине вӗсене пӗлтерни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Тӗлпулу вӗҫленсенех пурин те участоксене каймалла. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене лайӑх йӗркелени тата унта усӑллӑ канашсем пани, паллах ӗнтӗ, тӗлпулӑва килнисене пурне те ырӑ хыпар сарас ӗҫе хатӗрленме пулӑшӗҫ (Ытар. 11:14).
8. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ҫӳрекенсем тӗлпулӑва ирттерекене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
8 Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене ҫӳресси. Пӗр-пӗрне пулӑшса тӑни чӑнах та кирлӗ (Евр. 13:17). Камӑн та пулин ырӑ хыпар каласа ҫӳреме пӗрле кайма никам та ҫук пулсан, тӗлпулӑва ирттерекен май пулсан кама та пулин тупма пулӑшӗ. Ҫӗннисене тата сахалтарах опытлӑ хыпарҫӑсене пулӑшас тесе ӑста хыпарҫӑсем ҫав тӗлпулӑва ҫӳрени питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ырӑ хыпар пӗлтерме кампа яраҫҫӗ, ҫавӑнпа кайма хатӗр пулни ыттисене усӑ парать (Ытар. 27:17; Рим 15:1, 2). Тӗлпулӑва пурин те вӑхӑтра килме тӑрӑшмалла. Теократи йӗркине хисеплени тата ыттисемшӗн тӑрӑшни пире ҫак йӗркене хатӗр пулсах тытса тӑма хавхалантарӗ (2 Кор. 6:3, 4; Флп. 2:4).
9. Пионерсем ҫак йӗркене тытса тӑма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
9 Пионерсен пулӑшӑвӗ. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене пионерсем ҫӳрени ыттисене питӗ хавхалантарать. Паллах ӗнтӗ, пионерсен нумай ӗҫ. Вӗсем ҫынсене Библи вӗрентеҫҫӗ, ҫынсем патне тепӗр хут кайса калаҫма ҫӳреҫҫӗ, унсӑр пуҫне вӗсен ҫемьешӗн те тӑрӑшмалла, ӗҫе те ҫӳремелле. Ҫавӑнпа та пионерсем пуху йӗркеленӗ ырӑ хыпар сармалли кашни тӗлпулӑва ҫӳрессе кӗтме кирлӗ мар, уйрӑмах ҫак тӗлпулусене кашни кунах ирттереҫҫӗ пулсан. Ҫапах та вӗсен кашни эрнерех темиҫе тӗлпулура пулма, тен, май та пулӗ. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусенче эпир усӑллӑ канашсем илетпӗр. Ҫак тӗлпулусенче пухури хыпарҫӑсем пионерсенчен — вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе куллен-кун туса тӑнине пула пухнӑ сӑваплӑ ӗҫри ӑсталӑхне кура — вӗренме пултараҫҫӗ. Ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастаррӑн хутшӑннипе тата ҫак тӗлпулусене ҫӳренипе вӗсем ыттисене тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Ҫак тӗлпулусенче пионерсем хастаррӑн хутшӑнни питӗ хаклӑ.
10. Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫисем ҫак йӗркене тытса пыма чун-чӗререн тӑрӑшни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
10 Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем пекех Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне эпир, тӗпрен илсен, килрен-киле пӗлтерсе ҫӳретпӗр. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене пӗр-пӗрне хавхалантарас тата сӑваплӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑрах тӑвас тӗллевпе йӗркеленӗ. Хыпарҫӑсен пурин те ҫак теократи йӗркине тытса пыма май ҫитнӗ таран тӑрӑшмалла (Апост. ӗҫ. 5:42; 20:20). Ҫакна тӑвас тесе пӗтӗм вӑя хурар. Ҫапла тунипе тата Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне каласа ҫӳренипе эпир Иеговӑран нумай пиллӗхсем илӗпӗр тата хамӑр Ҫулпуҫӑн, Иисус Христосӑн, чӗрине савӑнтарӑпӑр (Матф. 25:34—40; 28:19, 20).