Библи вӗренекенсене эпир «хамӑр чунӑмӑрсене» пама хатӗр
1. Библи вӗренекенсене пулӑшас тесен мӗн тумалла?
1 Библи вӗренекенсем хӑйсене Иеговӑна халаллама пултарччӑр тесен вӗсемпе Библи вӗренӗвӗ ирттерни кӑна ҫителӗклсӗр. Павел хӑйӗн вӗренекенӗсемпе ӗмӗртекен амӑшӗ ачипе ачаш пулнӑ пекех вӗсемпе ачаш пулнӑ. Эпир те унран тӗслӗх илсе, Библи вӗренекенсем Турӑпа ҫывӑхланма пултарччӑр тесе вӗсене «хамӑр чунӑмӑрсене» те пама хатӗр (1 Фес. 2:7—10).
2. Мӗншӗн ҫынпа интересленмелле тата ҫакна мӗнле тумалла?
2 Ҫынпа интереслен. Библи вӗренекен мӗн вӗреннине пурнӑҫра тытса пыма пуҫласан унӑн совеҫӗ Библи принципӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнман ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑнма памасть (1 Пет. 4:4). Унӑн килйышӗнчисем, тен, унран пӑрӑнма пултарӗҫ (Матф. 10:34—36). Эпир вӗренекенпе чун-чӗререн интересленсе ӑна кӑмӑл-туйӑм енчен пулӑшу пама пултаратпӑр. Пӗр опытлӑ миссионер ҫакӑн пек канаш парать: «Вӗренӗве вӗҫлесен тӳрех тухса кайма ан васкӑр. Май пулсан кӑштах юлса ҫынпа калаҫса ларӑр». Вӗренекене пулӑшу пама хатӗр пул. Сӑмахран, вӑл чирленӗ чухне ӑна телефонпа шӑнкӑравлама е ун патне кайма пулать. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче унпа юнашар ларма тата, кирлӗ пулсан, ачисене пӑхма пулӑшма пулать.
3. Библи вӗренекен пухура пулӑшу тата савӑнӑҫ илме пултартӑр тесен мӗн тума пултаратпӑр?
3 Пухӑвӑн пулӑшӑвӗ. Эсӗ хӑвӑн вӗренекенӳ пурӑнакан ҫуртран инҫех мар ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳретӗн пулсан хӑвӑнпа пӗрле ҫӳрекен хыпарҫӑпа паллаштарма ун патне кӗске вӑхӑтлӑха кӗрсе тухма пултаратӑн. Вырӑнлӑ пулсан, унпа Библи вӗренӗвӗ ирттерме вӑхӑтран вӑхӑта тӗрлӗ хыпарҫӑсене, ҫав шутрах, старейшинӑсене те чӗнме пултаратӑн. Библи вӗренӗвне тӑтӑшах ирттерме пуҫласан вӗренекене Турӑ Патшалӑх Залӗсенче иртекен пуху тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме хавхалантар. Ҫак пухусенче вӑл усӑ паракан хутшӑну тупма пултарать тата пухӑва ҫӳрекенсем уншӑн христианла тӑвансем пулса тӑрӗҫ (Марк 10:29, 30; Евр. 10:24, 25).
4. Пӗтӗм вӑя хурса тӑрӑшни мӗнле пиллӗхсем парӗ?
4 Хӑйсен ачисем Турӑпа ҫывӑхланма пултарччӑр тесе пӗтӗм вӑя хурса тӑрӑшакан ашшӗ-амӑшӗсем вӗсен ачисем Иегова майлӑ тӑнине тата унӑн чӑнлӑхӗпе килӗшӳллӗн пурӑннине курса тӑма питӗ хавас (3 Иоан. 4). Эпир те Библи вӗренекенсене «хамӑр чунӑмӑрсене» пама хатӗр пулсан ҫавӑн пек савӑнӑҫ илме пултаратпӑр.