Ырӑ хыпар сарса ҫӳресси — манран пулать-ши?
1. Мӗншӗн ырӑ хыпар сарса ҫӳресси манран пулмасть тесе шутлама кирлӗ мар?
1 Ҫак ыйту сана хӑҫан та пулин шухӑшлаттарнӑ пулсан, ан пӑшӑрхан! Кунта сӑмах пултаруллӑ хыпарҫӑсем пулма пулӑшма пултаракан пурте илекен вӑтам пӗлӳ е мӗнле те пулин пултарулӑхсем пирки пымасть. Пӗрремӗш ӗмӗрти хӑш-пӗр христиансем пирки «вӗсем кӗнекеҫӗсем те мар, ахаль ҫынсемех» тесе каланӑ. Апла пулин те, вӗсем ырӑ хыпар каласа ҫӳрес тӗлӗшрен ӑнӑҫлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Иисус хӑварнӑ тӗслӗхе тытса пыма ҫирӗп шут тытнӑ (Апост. ӗҫ. 4:13; 1 Пет. 2:21).
2. Иисус мӗнле вӗрентнӗ?
2 Иисус мӗнле вӗрентнӗ. Иисус ансат тата ӑнланмалла вӗрентнӗ. Вӑл мӗне вӗрентни вӗсемшӗн усӑллӑ пулнӑ. Унӑн ыйтӑвӗсем, кӑтартуллӑ тӗслӗхӗсем тата вӑл калаҫӑва ӑнланма йывӑр мар сӑмахсемпе пуҫлани ҫынсен кӑмӑлне ҫавӑрнӑ (Матф. 6:26). Иисус ҫынсемпе чӗререн интересленнӗ (Матф. 14:14). Унсӑр пуҫне, Иисус власть пур ҫын пек ӗнентерӳллӗ вӗрентнӗ, мӗншӗн тесен ырӑ хыпар сарас ӗҫе Иегова хушнине тата ҫак ӗҫе тума пултарулӑхсене те Вӑл панине пӗлнӗ (Лука 4:18).
3. Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма пире Иегова мӗнле пулӑшать?
3 Иегова паракан пулӑшу. Пирӗн Аслӑ Вӗрентекен пире ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулмашкӑн хӑйӗн Сӑмахӗ тата организацийӗ урлӑ вӗрентсе тӑрать (Ис. 54:13). Иисус мӗнле вӗрентни ҫинчен ҫырса хунисене Иегова Библире упраса хӑварнӑ. Эпир Иисус вӗрентнӗ меслетсемпе паллашма тата вӗсемпе сӑваплӑ ӗҫре усӑ курма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне Иегова пире хӑйӗн святой сывлӑшне парать тата пухусем урлӑ вӗрентсе тӑрать (Иоан. 14:26). Ҫавӑн пекех, Иегова пире опытлӑ хыпарҫӑсем урлӑ пулӑшать. Вӗсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ май эпир ҫак ӗҫе татах та ӑнӑҫлӑрах тума вӗренетпӗр.
4. Мӗншӗн ырӑ хыпар сарса ҫӳресси манран пулать тесе калама пултаратпӑр?
4 Ырӑ хыпар сарса ҫӳресси манран пулать тесе шутлама пирӗн пур сӑлтав та пур, мӗншӗн тесен «пире Турӑ пулӑшать» (2 Кор. 3:5). Эпир Иегова ҫине шанса тӑратпӑр тата вӗренсе пыма Вӑл пире юратса мӗн парса тӑнипе яланах усӑ куратпӑр. Акӑ мӗншӗн эпир «кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума» пур енчен те хатӗрленсе ҫитнӗ (2 Тим. 3:17).