Хам мӗн тума пултарнине пурне те тӑватӑп-и?
1. Шанчӑклӑ христиансене мӗн пӑшӑрхантарма пултарать?
1 Хӑҫан та пулин эсӗ хӑвӑнтан ҫапла ыйтнӑ-и? Тен, ҫулсем иртсе пынине пула, сывлӑха пула е ҫемьере яваплӑх нумайланса пынине пула сӑваплӑ ӗҫе эсӗ сахалрах хутшӑнма пуҫланӑ, ҫакӑ вара сана пӑшӑрхантарать. Виҫӗ ачаллӑ хӗрарӑм-тӑван каланӑ тӑрӑх, ҫемьешӗн тӑрӑшма вӑхӑтпа вӑй сахал мар кирлӗ, ҫавӑнпа та ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме вӑл вӑхӑт нумай уйӑраймасть. Ҫакӑншӑн вӑл хӑйне айӑплӑ туять. Хамӑр ӗҫсем ҫине тӗрӗс пӑхма вӗренме пире мӗн пулӑшать?
2. Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет?
2 Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет. Паллах, пирӗн сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнас килет. Анчах та пирӗн мӗн тӑвас килни эпир мӗн тума пултарнинчен уйрӑлса тӑрать. Ытларах тума тӑрӑшни эпир лӑпланса ларманнине кӑтартать. Пирӗн ҫакна асра тытмалла: эпир мӗн таран тума пултарнине Иегова питӗ лайӑх пӗлет, ҫавӑнпа та эпир пултарнинчен ытла пирӗнтен ыйтмасть (Пс. 102:13, 14). Вӑл пирӗнтен мӗн кӗтет? Эпир уншӑн чун-чӗререн ӗҫлессе, чи лайӑххине парасса (Кол. 3:23).
3. Сӑваплӑ ӗҫе мӗн таран хутшӑнма пултарнине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр?
3 Сӑваплӑ ӗҫре эпир чӑннипе мӗн чухлӗ тума пултарнине мӗнле пӗлмелле? Хамӑрӑн лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхмашкӑн пулӑшу Иеговӑран ыйтма пулать (Пс. 25:2). Ҫак тӗлӗшрен ҫавӑн пекех тус, опытлӑ христианин, пулӑшма пултарать (Ытар. 27:9). Вӑл пире лайӑх пӗлет тата хӑш енчен улшӑну тума кирлине асӑрхасан пире калама хӑраса тӑмасть. Ҫавӑн пекех, лару-тӑру улшӑнса тӑнӑран, хамӑрӑн лару-тӑрӑва вӑхӑтран вӑхӑта тӗрӗслесе пӑхмалли ҫинчен манмалла мар (Еф. 5:10).
4. Ырӑ хыпар пӗлтерессипе ҫыхӑннӑ, Библи ҫинче никӗсленнӗ аса илтернисем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?
4 Аса илтернисем ҫине мӗнле пӑхмалла. Куракансем ӑмӑртса чупакансене час-часах хыттӑн кӑшкӑрса хавхалантараҫҫӗ. Ҫакна вӗсем халран ярас тесе мар, вӗсене финиша ҫитме пулӑшас тесе тӑваҫҫӗ. Пухусем тата публикацисем урлӑ илнӗ, Библи ҫинче никӗсленнӗ канашсемпе аса илтернисем пирки те ҫавнах калама пулать. Вӗсен тӗллевӗ — пире ырӑ хыпара вӑраха ямасӑр каласа ҫӳреме пулӑшасси, тата вӗсенче пирӗн пирки наян тесе каланӑ пӗр шухӑш та ҫук (2 Тим. 4:2). Хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа тӑватпӑр пулсан, Иегова пирӗнпе кӑмӑллӑ, пирӗн ӗҫе тата пирӗн юратӑва манмасть — ҫакӑн пирки эпир иккӗленмесен те пултаратпӑр (Евр. 6:10).