Библи: истори тӗрӗслӗхӗ, пророкла каланисен шанчӑклӑхӗ
Истори тӗлӗшӗнчен Библи тӗрӗс пулнине мӗнле ҫирӗплетӳсем кӑтартаҫҫӗ? Пурнӑҫа кӗнӗ хӑш пророкла каланисем пире ыттисем те пурнӑҫланасса шантараҫҫӗ? Ҫак ыйтусене «Библия — книга фактов и пророчеств» DVD ҫинчи «Библия: точность истории, достоверность пророчеств» ятлӑ 3-мӗш фильмра сӳтсе явнӑ. Фильма пӑхнӑ хыҫҫӑн эсир ҫак ыйтусем ҫине хуравлама пултаратӑр-и?
1) Библири шанчӑклӑ информацие кам пӗлтернипе ҫырнӑ? (Дан. 2:28). 2) Авалхи Египет ҫинчен Библи мӗнле майпа тӗп-тӗрӗс пӗлтерет тата Исаия 19:3, 4-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ? 3) Ассири ҫыннисем, вӗсен патшисем тата Ассирие тӗп тӑвасси ҫинчен Библире каланине археологи мӗнле ҫирӗплетсе парать? (Наум 3:1, 7, 13). 4) Вавилон ҫинчен мӗнле пророкла каланисем пурнӑҫланнӑ? (Иер. 20:4; 50:38; 51:30). 5) Мидо-Перси ҫинчен мӗнле пророкла каланисем пурнӑҫланнӑ? (Ис. 44:28). 6) Греци пирки Даниил 7:6 тата 8:5, 8-мӗшӗсенчи пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланнӑ? 7) Рим тӗнче империйӗ пулса тӑрасси пирки Даниил 7:7-мӗшӗнче ҫырнӑ пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ? 8) Библире хӑш-хӑш цезарь пирки каланӑ? 9) Влаҫра Нерон тӑнӑ вӑхӑтра христиансемпе мӗн пулса иртнӗ? 10) Апокалипсис 13:11 тата 17:10-мӗшӗсенчи пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланнӑ? 11) Саккӑрмӗш патша ҫинчен мӗн каланӑ? 12) Екклесиаст 8:9-мӗшӗнчи сӑмахсем тӗрӗс пулнине фильмри хӑш сценӑсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ? 13) Пророкла каланисенчен хӑшӗсем пурнӑҫланасса эсир чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗр? 14) Ҫак фильмпа усӑ курса Библи Турӑ панӑ кӗнеке пулнине ӗненме ыттисене мӗнле пулӑшма пулать?