Иеговӑна ӗненмен мӑшӑрсене чӑнлӑха йышӑнма мӗнле пулӑшмалла?
1. Иеговӑна ӗненмен упӑшкине е арӑмне чӑнлӑха йышӑнтарас кӑмӑл мӑшӑрӗсен кӑна мар теме мӗншӗн пулать?
1 Иеговӑна ӗненмен мӑшӑрпа пурӑнакан хӗрарӑм е арҫын тӑвансем сирӗн пухура пур-и? Паллах ӗнтӗ, ҫак хыпарҫӑсен хӑйсен мӑшӑрӗсене чӑнлӑха йышӑнтарас килет. Ҫакӑн пек кӑмӑл вара вӗсен кӑна мар. Турӑ пекех, пухури кашни тӑван «пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» (1 Тим. 2:4). Хамӑр пухури хыпарҫӑсен Иеговӑна ӗненмен мӑшӑрӗсене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
2. Эпир Иеговӑна ӗненмен мӑшӑрсене ӑнланма тӑрӑшса вӗсене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
2 Пӗрремӗшӗнчен, япаласем ҫине ӗненмен мӑшӑрсем мӗнле пӑхаҫҫӗ, пирӗн ҫавӑн пек пӑхма тӑрӑшмалла? Вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен хурӑнташ-тӑванне юратать, лайӑх ашшӗ-амӑшӗ, мӑшӑр пулма тӑрӑшать, анчах та вӗсем мӗне ӗненни эпир мӗне ӗненнинчен уйрӑлса тӑрать. Иегова Свидетелӗсем ҫинчен вара вӗсем хӑйсен паллаканӗсем, пирӗн ҫинчен сахал пӗлекенсем е малтанах тӗрӗс мар шухӑшласа хунӑ ҫынсем, мӗн каланине кӑна пӗлеҫҫӗ пулас. Унччен хӑйсемпе ирттернӗ вӑхӑта халӗ мӑшӑрӗсем Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫине яни хӑшӗсене килӗшмест. Пухури тӑвансен Иеговӑна ӗненмен мӑшӑрӗсене ӑнланма тӑрӑшни пире вӗсене хисеплеме, вӗсемпе ырӑ пулма тата ирӗклӗн хутшӑнма пулӑшать (Ытар. 16:20—23).
3. Ӗненмен хурӑнташ-тӑван чӑнлӑх енне ытларах мӗне пула туртӑна пуҫлать?
3 Чӗререн интересленни. Ҫын чӑнлӑх енне, малтанлӑха, Библи ҫинчен калаҫнине пула кӑна мар, ытларах пирӗн ӗҫсене кура туртӑна пуҫлать (1 Пет. 3:1, 2). Чӗререн интересленни кирлӗ. Хӗрарӑм тӑвансем ӗненмен арӑмсемпе интересленме пултараҫҫӗ, арҫын тӑвансем вара — ӗненмен упӑшкасемпе. Ҫакна мӗнле тума пулать?
4. Чӗререн интересленнине мӗнле кӑтартма пулать?
4 Хӗрарӑм тӑванӑн упӑшкипе эсӗ паллашман пулсан, ун ҫинчен арӑмӗнчен ыйтса пӗлме пулать. Малтанлӑха вӑл калаҫасшӑнах мар пулсан, кулянса ан ӳк. Хамӑра тус пек тытма тӑрӑшни тата чӗререн интересленни ӑна Иегова Свидетелӗсемпе ырӑ пулма пулӑшма пултарать (Рим 12:20). Лайӑхрах паллашас тата пирӗн ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшласа хунисене, вӗсем пур пулсан, сирсе ярас шутпа хӑш-пӗр опытлӑ христиансем пухури тӑвана ӗненмен мӑшӑрӗпе пӗрле хӑнана чӗнеҫҫӗ. Вӗсем ҫак ҫынна мӗн интереслентерни ҫинчен калаҫаҫҫӗ, тӳрех Турӑ ҫинчен калаҫма тӑрӑшмаҫҫӗ. Каярахпа, кӑмӑлӗ лайӑх чухне, Турӑ ҫинчен калаҫма пулать. Е вӑл арӑмӗ мӗне вӗреннине пӗлес тесе халӗ, пухури хӑш-пӗр тӑвансемпе паллашнӑ хыҫҫӑн, тен, пухӑва пыма килӗшӗ. Хальлӗхе унӑн чӑнлӑха пӗлес кӑмӑл ҫук пулсан та хӑйӗн ӗненекен арӑмӗшӗн тӑрӑшнишӗн ӑна мухтаса илме пултаратпӑр.
5. Старейшинӑсем ӗненмен мӑшӑрсене чӑнлӑха йышӑнма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
5 Иеговӑна ӗненмен мӑшӑрсене уйрӑмах старейшинӑсен чӑнлӑх енне ҫавӑрма тӑрӑшмалла тата май килнӗ чухне вӗсемпе чӑнлӑх ҫинчен калаҫма тӑрӑшмалла. Йывӑр чирлесен, ҫыннӑн Турӑ ҫинчен калаҫас кӑмӑл пулма пултарать, ҫавӑнпа та старейшинӑсем вӗсем патне киле е больницӑна кайса курма пултараҫҫӗ. Е ҫемьере инкек сиксе тухрӗ пулсан, сӑмахран, ҫывӑх ҫын вилсен, йӑпатма килнӗ старейшинӑсем Иеговӑна ӗненмен хурӑнташ-тӑвана та Библири лӑплантаракан шухӑшсене итлеме сӗнме пултараҫҫӗ.
6. Ӗненмен хурӑнташ-тӑвана чӑнлӑха йышӑнма пулӑшас тесе мӗншӗн вӑй хумалла?
6 Ӗненмен мӑшӑра хӑйӗнпе интереслени чӑнлӑха йышӑнма пулӑшрӗ пулсан, хӗрарӑм е арҫын тӑван мӗн тери савӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Ҫавӑн пекех ҫакӑ Иеговӑна, ангелсене, пухура пурне те питӗ савӑнтарать (Лука 15:7, 10). Анчах та ҫакӑн пек ҫын чӑнлӑха тӳрех йышӑнмасан та, эпир пӗр вӗҫӗмсӗр тӑрӑшнине Иегова курса тӑни пирӗншӗн кӑмӑллӑ, вӗт Вӑл «никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр» тет (2 Пет. 3:9).
[6-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ҫын чӑнлӑх енне Библи ҫинчен калаҫнине пула кӑна мар, ытларах пирӗн ӗҫсене кура туртӑна пуҫлать