Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 11/1 3—6 с.
  • Ҫемьесене — пулӑшу

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫемьесене — пулӑшу
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
  • Ҫавнашкал материал
  • Христиансен ҫемйисем, «хатӗр тӑрӑр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2011)
  • Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни мӗн вӑл?
    Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?
  • Хӑвӑрӑн ҫемьене Иеговӑна асра тытма пулӑшӑр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
  • Пӗтӗм ҫемьепе Иеговӑшӑн ӗҫлӗр
    Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
Ытларах пӗлӗр
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
km 11/1 3—6 с.

Ҫемьесене — пулӑшу

1. Шӑматкун пирки панӑ хушу Израиль ҫемйисене хӑш-хӑш тӗлӗшрен усӑ панӑ?

1 Шӑматкун пирки панӑ хушу Иегова ҫемьесене юратнине кӑтартать. Израиль халӑхӗ кулленхи ӗҫсенчен каннӑ, ҫапла вара вӗсен Иеговӑн ырӑлӑхӗ ҫинчен тата Унпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗсен Закон мӗн калани ҫинчен ачисене вӗрентме май пулнӑ (Сакк. аст. 6:6, 7). Кашни шӑматкунах Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Турӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетмешкӗн вӑхӑт уйӑрма пултарнӑ.

2. Шӑматкун пирки панӑ закон Иегова ҫинчен мӗн пӗлтерет?

2 Шӑматкун пирки панӑ хушӑва пӑхӑнса пурӑнма Иегова паян ҫемьесенчен ыйтмасть пулин те, ҫак закон пирӗн Турӑ Хӑйӗн халӑхӗ Хӑйпе мӗнле хутшӑнусенче тӑнипе яланах чӗререн интересленнине кӑтартать. Хальхи вӑхӑтра Иегова юратса тӑрӑшнине кӑтартакан майсенчен пӗри вара вӑл — ҫемьепе Хӑйне пуҫҫапма каҫ уйӑрма хушни.

3. Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫӑн тӗллевӗ мӗнле?

3 Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫӑн тӗллевӗ мӗнле? 2009 ҫулхи январьтен пуҫласа кӗнеке вӗренӗвне Теократи ӗҫӗн шкулӗпе тата Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗпе пӗрле пӗр каҫра ирттерме пуҫланӑ. Ҫак ҫӗнӗлӗхӗн пӗр тӗллевӗ вӑл — ҫемьесене кашни эрнерех ҫемьепе Турра пуҫҫапмашкӑн пӗр каҫ уйӑрма май парасси, ҫакна пула вӗсем Турӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетнӗ пулӗччӗҫ. Малтан кӗнеке вӗренӗвӗ иртнӗ каҫра халӗ ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫа ирттерме кашни ҫемьене, ҫакӑ майлӑ пулсан, хавхалантарнӑ, тата васкамасӑр Библие сӳтсе явма тата ҫемьене мӗн кирлине шута илсе вӗренме ҫак вӑхӑтпа усӑ курма пулать.

4. Ҫемьепе Турра пуҫҫапасси пӗр сехет кӑна пымалла-и? Ӑнлантарса парӑр.

4 Унччен, кӗнеке вӗренӗвне ҫӳренӗ чухне, пире хывӑнса тӑхӑнма, унта ҫитме тата каялла таврӑнма е урӑх мӗн те пулин тума сахал мар вӑхӑт кирлӗччӗ. Ҫав кун ҫакна тума нумайӑшӗн каҫхи пӗтӗм вӑхӑчӗ кайнӑ. Пуху тӗлпулӑвӗсен расписанине тепӗр хут пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эпир пӗр каҫа ҫемьепе Турра пуҫҫапмашкӑн уйӑрма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та ҫемьепе Турра пуҫҫапассине пӗр сехетрен ытларах ирттерме пулать. Вӑл мӗн вӑхӑта пырасси пирки шухӑшланӑ чухне ҫемьене мӗн кирлине тата ҫемьере кашни мӗн чухлӗ информацие йышӑнма пултарнине шута илмелле.

5. Каҫ тӑршшӗпех сӳтсе явма кирлӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.

5 Каҫ тӑршшӗпех сӳтсе явма кирлӗ-⁠и? Мӑшӑрсем тата ачаллӑ ҫемьесем Библи темисене сӳтсе яваҫҫӗ пулсан, ҫакӑ ҫемьере пурне те хавхалантарать (Рим 1:12). Ҫемьери хутшӑнусене те лайӑхлатать. Ҫавӑнпа та Библи темисене сӳтсе явасси ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫра тӗп вырӑнта пулмалла. Анчах та ҫемьере кашни Библие хӑй тӗллӗн вӗренме те вӑхӑт уйӑрма пултарать. Сӑмахран, пӗрле сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫемьере кашни, ҫавӑнтах, хӑй тӗллӗн мӗн те пулин вӗренме пултарать. Пуху тӗлпулӑвӗсене хатӗрленсе пӗтерме е брошюрӑсене вулама пулать. Хӑш-пӗр ҫемьесем ҫав каҫ телевизор пачах та пӑхас мар тесе йышӑнаҫҫӗ.

6. Сӳтсе явассине мӗнле ирттерме пулать?

6 Сӳтсе явассине мӗнле ирттерме пулать? Сӳтсе явассине яланах ыйту-хурав меслечӗпе ирттермесен те юрать. Ҫемьепе пуҫҫапмалли каҫ хавхалануллӑ тата интереслӗ ирттӗр тесе нумай ҫемье, кашни эрнере иртекен тӗлпулусене тӗслӗхе хурса, программӑна тӗрлӗ майлӑ ирттерме тӑрӑшать. Вӗсем сӳтсе явассине темиҫе пая пайлаҫҫӗ те кашни пайне тӗрлӗрен ирттереҫҫӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем пӗрле Библи вулаҫҫӗ, пухӑвӑн хӑш-пӗр пункчӗсене хатӗрленеҫҫӗ е ырӑ хыпара сарнӑ чухне калаҫӑва мӗнле пуҫламаллине репетици тӑваҫҫӗ. 6-мӗш страницӑра ытти канашсем пур.

7. Ашшӗ-амӑшӗсен ҫемьере ыттисен мӗнле кӑмӑл-туйӑм пултӑр тесе тӑрӑшмалла?

7 Ашшӗ-амӑшӗсен ҫемьере ыттисен мӗнле кӑмӑл-туйӑм пултӑр тесе тӑрӑшмалла? Ҫемьере кашни хӑйне лайӑх туйма, ирӗклӗ тытма пултарать пулсан, вӗренӳ вӑхӑчӗ усӑллӑ иртет. Ҫанталӑк лайӑх пулсан, тепӗр чухне, уҫӑ сывлӑшра вӗренме пулать. Кирлӗ пулсан тӑхтавсем тума та юрать. Хӑш-пӗр ҫемьесем вӗренӳ хыҫҫӑн ҫикелесе илме юратаҫҫӗ. Ҫемьепе Турра пуҫҫапнӑ вӑхӑтра ачасене ятлама е наказани пама кирлӗ мар пулин те, ашшӗ-амӑшӗсем пӗр-пӗр проблемӑна е ачасем япӑххи еннелле туртӑнма пуҫланине асӑрхарӗҫ пулсан, ҫавна сӳтсе явмашкӑн кӑшт вӑхӑт уйӑрма пултараҫҫӗ. Анчах та пӗр ачана кӑна пырса тивекен ыйтӑва, ҫак ача ҫемьере ыттисем умӗнче хӑйне аван мар ан туйтӑр тесе, унпа хӑйӗнпе анчах урӑх вӑхӑтра сӳтсе явсан лайӑх. Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫ сиввӗн тата кичеммӗн иртмелле мар, хамӑр пуҫҫапакан телейлӗ Туррӑн шухӑш-кӑмӑлӗ ҫак каҫра курӑнса тӑмалла (1 Тим. 1:11).

8, 9. Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫ валли ҫемье пуҫлӑхӗн мӗнле хатӗрленмелле?

8 Ҫемье пуҫлӑхӗ мӗнле хатӗрленме пултарать? Ҫемье пуҫлӑхӗ мӗнле материала тата ӑна мӗнле майсемпе сӳтсе явасси пирки шухӑшласа маларах хатӗрленет пулсан, ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫ ҫемьере пурне те нумайрах усӑ парать (Ытар. 21:5). Ҫак тӗлӗшрен упӑшки арӑмӗпе канашлать пулсан, ҫакӑ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Ытар. 15:22). Ҫемье пуҫлӑхӗсем, ачасем мӗн шухӑшланине сирӗн вӑхӑтран вӑхӑта мӗншӗн-ха ыйтса пӗлес мар? Ҫакӑ сире вӗсене мӗн хумхантарни тата интереслентерни ҫинчен пӗлме пулӑшать, ҫакна пӗлни вара питӗ кирлӗ.

9 Ытларах чухне ҫемье пуҫлӑхне нумай вӑхӑт хушши хатӗрленме кирлӗ мар. Ҫемьепе Турра пуҫҫапнӑ каҫра хӑш-пӗр пунктсем яланах пулни ҫемьере пурне те килӗшме пултарать. Ун чухне ҫемье пуҫлӑхӗн кашнинчех ҫӗп-ҫӗнӗ программа хатӗрлемелле пулмасть. Тен, вӑл ҫемьепе вӗреннӗ хыҫҫӑн, ҫемьене Турӑпа ҫывӑхланма мӗн кирлине асра тытса, тӳрех хатӗрленни усӑллӑ тесе шутлать. Хӑш-пӗр ҫемье пуҫлӑхӗсем программа мӗнле пулассине хут листи ҫине ҫыраҫҫӗ, вара ӑна пурне те курӑнмалла вырӑна, сӑмахран холодильник ҫумне ҫыпӑҫтарса хураҫҫӗ. Ҫакӑ ҫав каҫпа интересленме, ӑна кӗтме хавхалантарать тата ҫемьене хатӗрленме май парать.

10. Камӑн ҫемье ҫук, ҫавсем ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫа мӗнле ирттерме пултараҫҫӗ?

10 Манӑн ҫемье ҫук пулсан вара мӗн тумалла? Пӗччен пурӑнакансем ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫра Библие хӑйсем тӗллӗн вӗренме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек вӗреннӗ чухне тӗп программӑна пуху тӗлпулӑвӗсене хатӗрленессине, Библие тата ҫӗнӗ брошюрӑсене вулассине кӗртмелле. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр хыпарҫӑсем тата мӗне те пулин тӗпчеҫҫӗ. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӗсем Библи темисене хавхалануллӑн сӳтсе явмашкӑн пӗр-пӗр хыпарҫӑна е ҫемьене хӑйсем патне чӗнме пултараҫҫӗ.

11, 12. Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫа пӗр сиктермесӗр ирттерни хӑш тӗлӗшрен усӑллӑ?

11 Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫа пӗр сиктермесӗр ирттерни хӑш тӗлӗшрен усӑллӑ? Тӗрӗс пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пӗтӗм чунтан туса тӑракансем Иегова патне ҫывхараҫҫӗ. Ҫемьере пурте пӗрле Турра пуҫҫапаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ ҫемьери ҫыхӑнусене те ҫирӗплетет. Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫ мӗнле усӑ пани ҫинчен пӗр мӑшӑр акӑ мӗн каланӑ: «Пирӗн ачасем ҫук тата эпир пионер пулса ӗҫлетпӗр. Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫа эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Эпир пӗр-пӗринпе тата хамӑрӑн пӗлӗтри Аттепе ҫывӑхланса пынине туятпӑр. Пӗрле вӗренме палӑртнӑ кун вӑрансан эпир пӗр-пӗрне калатпӑр: „Паян пирӗн мӗн пулать? Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫ!“».

12 Питӗ ӗҫлӗ ҫемьесене те ҫак каҫ усӑ парать. Икӗ ывӑла пӑхса ӳстерекен тата тулли пионер пулса ӗҫлекен хӗрарӑм тӑван ҫырнӑ: «Малтан ҫемьепе вӗренес тӗлӗшрен пирӗн ӗҫсем япӑхчӗ. Эпӗ ывӑннӑран, ӑна вӑхӑтран вӑхӑта кӑна ирттереттӗмӗр. Ӑна ирттерме вӑхӑт мӗнле тупмаллине те пӗлместӗмччӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫшӑн сире тав тӑвас тесе ҫырса ярас терӗм. Халӗ эпир ҫемьепе вӗренессине яланах ирттеретпӗр тата ҫакӑ мӗн тери усӑллӑ пулнине куратпӑр».

13. Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫ сирӗн ҫемьешӗн усӑллӑ пуласси мӗнрен килет?

13 Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫ вӑл, шӑматкун пекех,— ҫӳлти Атте панӑ парне (Иак. 1:17). Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулас тесен Израильти ҫемьесен шӑматкуна тӗрӗс ирттермелле пулнӑ. Пирӗн пирки те ҫакнах калама пулать, ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫ мӗн таран усӑллӑ пуласси эпир ҫав каҫа мӗнле ирттернинчен килет (2 Кор. 9:6; Гал. 6:7, 8; Кол. 3:23, 24). Ҫак каҫ сирӗн ҫемьене усӑ парать пулсан, сирӗн туйӑмсем псалом юрлаканӑн пекех пулӗҫ, вӑл ҫырнӑ: «Маншӑн вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!» (Пс. 72:28.)

[5-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫ сиввӗн тата кичеммӗн иртмелле мар, хамӑр пуҫҫапакан телейлӗ Туррӑн шухӑш-кӑмӑлӗ ҫак каҫра курӑнса тӑмалла

[6-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

УПРАСА ХӐВАР

Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫа мӗнле ирттерме пулать?

Библи

• Ҫак эрнере вуламалли Библири сыпӑксен пӗр-пӗр пайне пӗрле вулӑр. Ҫав пайӗнче диалог пур пулсан, пӗри автор сӑмахӗсене, теприсем вара персонажсен сӑмахӗсене вулама пултараҫҫӗ.

• Ҫав пайри пӗр-пӗр вырӑна рольсем тӑрӑх выляса сценка лартӑр.

• Ҫемьере кашнине ҫак эрнере вуламалли Библири сыпӑксене маларах вулама тата вуланӑ чухне сиксе тухнӑ пӗр-икӗ ыйтӑва ҫырса хума ыйт. Кайран пурте пӗрле тӗпчев ирттерӗр.

• Кашни эрнерех карточка ҫине Библири пӗр сӑвӑ йӗркине ҫырса хурӑр та ӑна астуса юлма тата ӑнлантарса пама тӑрӑшӑр. Карточкӑсене пухса пырӑр тата миҫе сӑвӑ йӗрки астуса юлнине пӗлмешкӗн кашни эрнерех вӗсене пӑхса тухӑр.

• Ҫак эрнере вуламалли Библири сыпӑксен аудиозаписьне итленӗ май Библи тӑрӑх йӗрлесе пырӑр.

Пуху тӗлпулӑвӗсем

• Пӗр тӗлпулӑвне пӗрле хатӗрленӗр.

• Ҫак эрнере юрлама палӑртнӑ Турӑ Патшалӑхӗн юррисене репетици тӑвӑр.

• Хӑшне те пулин Теократи ӗҫӗн шкулӗнче задани тума е Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче демонстраци кӑтартма ыйтнӑ пулсан, программӑн ҫак пайӗсене мӗнле хатӗрлемеллине сӳтсе явӑр е ҫемье умӗнче репетици тӑвӑр.

Ҫемьене мӗн кирлине шута илни

• «Вопросы молодежи» е «Учись у Великого Учителя» кӗнекесенчи материала пӑхса тухӑр.

• Шкулти тӗрлӗ лару-тӑрура ачасем хӑйсене тӗрӗс тытма вӗренччӗр тесе шкулта сиксе тухма пултаракан ситуацисене сценка лартӑр.

• Рольсемпе улшӑнӑр: ачасем малтан пӗр-пӗр ыйтӑва тӗпчеччӗр, унтан вара ашшӗ-амӑшӗсемпе ҫавна сӳтсе явччӑр.

Ырӑ хыпар сарасси

• Канмалли кунсенче ырӑ хыпар сармашкӑн калаҫӑва мӗнле пуҫламаллине репетици туса хатӗрленӗр.

• Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявланӑ вӑхӑтра е отпуск вӑхӑтӗнче ырӑ хыпара сарас ӗҫе ытларах хутшӑнас тесе ҫемье мӗн-мӗн тума пултарать, ҫавсемпе ҫыхӑннӑ, пурнӑҫланма пултаракан тӗллевсене сӳтсе явӑр.

• Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫын пама пултаракан ыйтӑвӑн хуравне ҫемьере кашни темиҫе минут хушшинче туптӑр. Ун хыҫҫӑн репетици тӑвӑр.

Ытти сӗнӳсем

• Ҫӗнӗ брошюрӑри статьяна пӗрле вуласа тухӑр.

• Ҫемьере кашниех ҫӗнӗ брошюрӑри хӑйне килӗшнӗ статья тӑрӑх доклад хатӗрлетӗр, вара ун ҫинчен ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫра каласа патӑр.

• Ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫа пӗрле ирттерме вӑхӑтран вӑхӑта пӗр-пӗр хыпарҫӑна е мӑшӑра чӗнӗр тата, кӑмӑл пулсан, вӗсене хӑйсем ҫинчен каласа пама ыйтӑр.

• Хамӑрӑн фильмсенчен пӗрне пӑхӑр та сӳтсе явӑр.

• Ҫӗнӗ брошюрӑсенчи статьясене, «Вопросы молодежи», «Семейная викторина», «Обучайте своих детей» тата «Для юных читателей» рубрикӑсене пӗрле сӳтсе явӑр.

• Ҫак ҫулхи «Ежегодник» кӗнекери е юлашки область конгресӗнче илнӗ публикацисенчи пӗр-пӗр сыпӑка вулӑр та сӳтсе явӑр.

• Конгресс хыҫҫӑн программӑн тӗп шухӑшӗсене сӳтсе явӑр.

• Иегова пултарнӑ япаласене сӑнӑр, ун хыҫҫӑн вӗсем Ун ҫинчен мӗн пӗлтерни ҫинчен шухӑшлӑр.

• Пӗрле мӗнле те пулин макет, таблица тӑвӑр е карта ӳкерӗр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр