Вӗсемпе усӑ курни вӗсем пухура пухӑнса пынинчен лайӑхрах
Нумай пухусенче кивӗ публикацисем сахал мар пухӑнса кайнӑ. Темиҫе публикацие хӑвӑн теократи библиотеки валли мӗншӗн-ха санӑн илес мар? Паллах, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене эсӗ Хурал Башнин электронлӑ библиотекинче (Watchtower Library) тупма пултаратӑн. Анчах та пичетленӗ публикацисем пурри те лайӑх. Эсӗ кампа Библи вӗренӗвӗ ирттеретӗн, ҫавӑ ҫитӗнӳсем тӑвать-и? Ҫапла пулсан, ӑна хӑйне валли усӑ курмашкӑн публикацисене пухса пыма хавхалантар тата кивӗ публикацисене те илме сӗн. Ҫак публикацисем паян та усӑллӑ. Вӗсемпе усӑ курни вӗсем пухура пухӑнса пынинчен лайӑхрах!