Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 11/5 1 с.
  • «Сирӗн ҫуттӑр... ҫутаттӑр»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Сирӗн ҫуттӑр... ҫутаттӑр»
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
  • Ҫавнашкал материал
  • «Сирӗн ҫуттӑр... ҫынсен умӗнче» ҫутатса Иеговӑна мухтава кӑлартӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Сирӗн ҫутӑ ҫутаттӑр
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
km 11/5 1 с.

«Сирӗн ҫуттӑр... ҫутаттӑр»

1. Пире мӗнле яваплӑх шанса панӑ?

1 Иртен пуҫласа мӗн тӗттӗмленичченех хӗвел ҫутин илемӗ Иегова Турра мухтава кӑларать. Ҫапла пулин те, Иисус вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ чухне урӑх ҫутӑ пирки каланӑ, вӗсен «чӗрӗлӗх ҫути» пулмалла тенӗ (Иоанн 8:12). Библири чӑнлӑха пӗлни — хӑйне евӗрлӗ уйрӑм чыс, вӑл пысӑк яваплӑхпа ҫыхӑннӑ. Иисус вӗренекенӗсене ҫапла вӗрентсе каланӑ: «Сирӗн ҫуттӑр та ҫынсен умӗнче ҫутаттӑр» (Матф. 5:16). Паян, Библири чӑнлӑха ҫынсем пачах та пӗлмен вӑхӑтра, ҫак ҫутта ыттисем патне ҫитерес тесе нихҫанхинчен ытларах тӑрӑшмалла. Иисус пекех, эпир хамӑрӑн ҫутта мӗнле ҫутатма параятпӑр?

2. Библири чӑнлӑха ыттисене пӗлтермеллине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?

2 Ырӑ хыпара пӗлтернипе. Чӑнлӑх ҫутине ҫынсем пулнӑ кирек хӑш вырӑна та ҫитерес тесе Иисус хӑйӗн мӗн пуррипе, вӑхӑчӗпе, вӑйӗпе усӑ курнӑ: ҫуртсенче те, ҫын ҫӳрекен вырӑнсенче те, ту тӑррисенче те. Библири чӑнлӑха ыттисене каласа пани питӗ кирлине Иисус ӑнланнӑ (Иоанн 12:46). Ҫак чӑнлӑха тата ытларах ҫынна пӗлтерес тесе Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «тӗнче ҫути» пулма хатӗрленӗ (Матф. 5:14). Ҫывӑх ҫынсене ырӑ тунӑ чухне тата Библири чӑнлӑха пӗлтернӗ чухне вӗсен ҫути ҫутатать.

3. Чӑнлӑх ҫутишӗн чӗререн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

3 Эпир, Турӑ халӑхӗ пулнӑ май, «ҫутӑ ачисем пек» пурӑнмалли яваплӑха ҫирӗп тытса тӑратпӑр, пур ҫӗрте те ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр (Эф. 5:8). Ыттисем умӗнче Библи е ун ҫинче никӗсленнӗ хамӑрӑн публикацисене кӑна ӗҫре е шкулта апат вӑхӑтӗнче вуласан та, пирӗн кампа та пулин чӑнлӑх ҫинчен калаҫма май пулма пултарать. Шӑп ҫапла майпа пирӗн пӗр хӗр ача тӑван Библи вӗренӗвӗ пуҫланӑ та вун икӗ пӗрле вӗренекене кӗнекесем панӑ!

4. Хамӑра лайӑх тытни мӗнле майпа пирӗн ҫутта ҫутатма парать?

4 Ырӑ ӗҫсемпе. Хамӑра куллен лайӑх тытнипе те эпир хамӑр ҫутта ҫутатма паратпӑр (Эф. 5:9). Ӗҫре, шкулта тата халӑх пулакан ытти вырӑнсенче ҫынсем эпир хамӑра лайӑх тытнине асӑрхаҫҫӗ, ҫакӑ вара пире Библири чӑнлӑха каласа пама май парать (1 Петр 2:12). Сӑмахран, пилӗк ҫулхи арҫын ача хӑйне питӗ лайӑх тытни пӗр вӗрентекенӗн кӑмӑлне хускатнӑ, вӗрентекен вара ачан ашшӗ-амӑшне чӗнсе илнӗ те вӗсене каланӑ: «Мӗн тӗрӗссипе тӗрӗс маррине питӗ лайӑх ӑнланакан ҫакӑн пек ачана нихӑҫан та курман!» Ҫапла, ырӑ хыпар пӗлтернипе тата хамӑра лайӑх тытнипе эпир ҫынсене «чӗрӗлӗх ҫутине» йышӑнма хавхалантаратпӑр тата хамӑрӑн Турра мухтава кӑларатпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр