Ыйтусен рамки
◼ Библи вӗренӗвӗ алӑк умӗнче иртет пулсан, кӗлӗ тумалла-и?
Библи вӗренӗвне кӗлӗпе пуҫлани тата вӗҫлени питӗ лайӑх. Кӗлӗре эпир Иеговӑран святой сывлӑш ыйтатпӑр (Лука 11:13). Эпир кӗлӗ туни вӗренекене Библи вӗренӗвӗ питӗ кирлӗ пулнине ӑнланма тата кӗлӗ тума вӗренме пулӑшать (Лука 6:40). Ҫавӑнпа та Библи вӗреннӗ чухне май килнӗ таран маларах кӗлӗ тума пуҫламалла. Анчах та алӑк умӗнче иртекен вӗренӗве кӗлӗпе пуҫласси пирки шутланӑ чухне вӗренӳ ирттерекенӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла тата лару-тӑрӑва шута илмелле.
Пӗрремӗшӗнчен, вӗренӳ хӑш вырӑнта иртнине шута илмелле. Вӗренӳ пӗрмаях алӑк умӗнче, анчах та ҫынсем асӑрхаман ҫӗрте иртет пулсан, вӗренӳ умӗн тата хыҫҫӑн кӗскен, хӑвӑр ҫине тимлеттермесӗр, кӗлӗ тума юрать. Анчах ҫынсем ҫакна асӑрхаҫҫӗ пулсан е вӗренекен именет пулсан, вӗренӗве меллӗрех вырӑнта ирттерме пуҫличчен кӗтни лайӑхрах пулӗ. Вӗренӳ хӑть ӑҫта иртсессӗн те, кӗлӗ тӑвасси пирки шутланӑ чухне пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла. (2005 ҫулхи «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» (выр.) ҫине пӑх, 4 с.)