Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 11/12 2 с.
  • Ыйтусен рамки

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ыйтусен рамки
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
  • Ҫавнашкал материал
  • Мӗн пуррипе тӗрӗс усӑ курӑр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
  • Публикацисене тирпейлӗ упрӑр
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
km 11/12 2 с.

Ыйтусен рамки

◼ Кама литература парса хӑварма юранине мӗнле пӗлмелле?

Тӗп фактор — ҫын интересленни. Пӗрле калаҫакан чӑнахах та интересленет пулсан, унӑн ырӑ кӑмӑлтан памалӑх укҫи-тенки сахал е ҫук пулсан та, ӑна икӗ журнал, брошюра, кӗнеке е урӑх публикацисем парса хӑварма юрать (Иов 34:19; Ӳлӗм. 22:17). Тепӗр енчен, кам ҫак хаклӑ кӑларӑмсене хакламасть е урӑх шутпа илет, ҫавӑн пек ҫынсене публикаци парса хӑвармӑпӑр (Матф. 7:6).

Ҫыннӑн интерес пуррипе-ҫуккине мӗнле пӗлмелле-ха? Пӗрремӗш паллӑ — унӑн пирӗнпе калаҫма кӑмӑл пурри. Вӑл пире тимлӗ итлет-и, ыйтусем ҫине хуравлать-и, хӑй мӗнле шухӑшланине уҫҫӑн калать-и? Ҫакӑ пурте калаҫу ӑна интереслентернине кӑтартӗ. Библирен сӑвӑ йӗркисем вуланӑ чухне ҫын йӗрлесе пырать пулсан, ҫакӑ вӑл Турӑ Сӑмахне хисепленине кӑтартать. Эпир хӑварас тенӗ публикацие ҫын вулӗ-ши, ҫавӑн пирки публикацие парас умӗн тӳррӗн ыйтма пулать. Ҫыннӑн интерес тата тӗрӗс кӑмӑл-туртӑм пуррипе-ҫуккине пӗлме тӑрӑшнӑ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр. Сӑмахран, урамра ырӑ хыпар сарнӑ чухне публикацисене кашни тӗл пулакан ҫынна пама кирлӗ мар. Ҫыннӑн интерес пуррипе-ҫуккине пӗлме пултараймастпӑр пулсан, ӑна кӗнеке е брошюра мар, пухӑва чӗнмелли хут е трактат парсан лайӑхрах.

Кашни хыпарҫӑ хӑй мӗн чухлӗ публикаци салатма пултарӗ, ҫавӑн чухлӗ илме пултарать, ҫакӑ вӑл ырӑ кӑмӑлтан мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ пама пултарнинчен килмест. Кӑмӑлтан панӑ укҫа-тенкӗ вӑл — литературӑшӑн тӳлени мар. Ҫак укҫа-тенке пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн пур енне те пулӑшса тӑма параҫҫӗ. Пархатарлӑ пулни пире пирӗн «ытлашши» пулнӑран кӑна мар, ҫитмен пурнӑҫпа пурӑннӑ чухне те, Турӑ Патшалӑх ӗҫӗсем пулса пыччӑр тесе укҫа-тенке пӗр хӗрхенмесӗр пама хавхалантарать (Марк 12:41—44; 2 Кор. 9:7). Унсӑр пуҫне, кӑмӑлтан панӑ укҫа-тенке сая ярас мар тесен публикацисене кирлинчен ытла илмелле мар.

[2-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Ҫыннӑн интерес тата тӗрӗс кӑмӑл-туртӑм пуррипе-ҫуккине пӗлме тӑрӑшнӑ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр