Турӑ Патшалӑх кӗввисене итлемешкӗн лайӑх май
Туррӑн ӗҫлекенӗсемшӗн кӗвӗ-юрӑ — Пултаракан панӑ чаплӑ парне (Иак. 1:17). Тӗлпулу умӗн тата хыҫҫӑн залра Турӑ Патшалӑх кӗввисем хуллен выляни нумай пухӑва килӗшет. Пухӑва килсен кӗвӗ янӑранине итлеме кӑмӑллӑ, вӑл Турра пуҫҫапмалли программӑна итлемешкӗн хатӗрленме пулӑшать. Хамӑрӑн ҫӗнӗ юрӑ кӗнекинчи музыка композицийӗсене итлени пире кӗввисене вӗренме, каярахпа вара юррисене тӗрӗс юрлама пулӑшать. Тӗлпулу хыҫҫӑнхи кӗвӗ атмосферӑна ӑшӑ, калаҫусене кӑмӑллӑ тума пулӑшать. «Иеговӑна мухтаса юрлар» (фортепиано аккомпанеменчӗ) ятлӑ кӗвӗсен пуххинчи хӑш композицисем залра янӑрассине старейшинӑсен совечӗ йышӑнма пултарать. Ҫавӑн пекех кӗвӗ хытӑ ан янӑратӑр, калаҫма ан чӑрмантартӑр тесе асӑрхамалла.