Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампани мартӑн 17-мӗшӗнче пуҫланать
1. Мартӑн 17-мӗшӗнче мӗнле кампани пуҫланать?
1 Каҫхи апат уявӗ Христос вилнине кашни ҫул пӗлтерсе тӑрать (1 Кор. 11:26). Пирӗн ҫак тӗлпулӑва нумай ҫынна килтерес тата Иегова юратнӑран хаклӑ парне пани ҫинчен — тӳлесе илни ҫинчен — пӗлтерес килет (Иоанн 3:16). Кӑҫал Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампани мартӑн 17-мӗшӗнче, шӑмат кун, пуҫланать. Эпир ҫак кампание хастарлӑ хутшӑнас тесе ӑна чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр.
2. Чӗнӳ хутне мӗнле сӗнме пулать?
2 Чӗнӳ хутне мӗнле сӗнме пулать. Кӗскен каласа сӗнни лайӑхрах. Калама пулать: «Сывлӑх сунатӑп. Эпир сирӗн ҫемьене пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫулсеренхи уява чӗнетпӗр, вӑл апрелӗн 5-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе иртет. Библи тӑрӑх тунӑ доклад пулать, унта Иисус мӗншӗн вилнине, халӗ вӑл мӗн тунине ӑнлантарса парӗҫ. Ҫак уява пирӗн пуху ӑҫта тата миҫере паллӑ тунине ҫак чӗнӳ хутӗнче кӑтартнӑ. Уява пынӑшӑн укҫа тӳлемелле мар». Кампание канмалли кунсенче хутшӑннӑ чухне, вырӑнлӑ пулсан, брошюрӑсем те парса хӑварма юрать.
3. Май килнӗ таран ытларах ҫынна чӗнес тесе мӗн тума пулать?
3 Май килнӗ таран ытларах ҫынна чӗнме тӑрӑшӑр. Пирӗн тӗллев — май килнӗ таран ытларах ҫынна чӗнесси. Кампа Библи вӗренетӗн, кам патне тепӗр хут каятӑн, ҫавсене, ҫавӑн пекех хурӑнташсене, пӗрле ӗҫлекенсене, пӗрле вӗренекенсене, кӳршӗсене, хӑв паллакан ытти ҫынсене те чӗнме ан ман. Хӑвӑр пухӑвӑн территорине мӗнле тухмаллине старейшинӑсем калӗҫ. Ҫак кампание эпир ҫулсерен хутшӑнни усӑ парать. Иртнӗ ҫул Каҫхи апат уявне пӗр хӗрарӑм килсен, уява килнисенчен пӗри ӑна тӗлпулӑва чӗннӗ хыпарҫӑна тупма пулӑшасшӑн пулнӑ. Хӗрарӑм кунта никама та пӗлместӗп, чӗнӳ хутне килрен киле ырӑ хыпар саракан Свидетельсем темиҫе сехет каярах ҫеҫ парса хӑварчӗҫ тесе каланӑ.
4. Кампание хастарлӑ хутшӑнма пире мӗн хавхалантарать?
4 Тен, кама эсӗ чӗннӗ, ҫавӑ Каҫхи апат уявне килӗ. Анчах кирек мӗнле пулсан та, эпир тӑрӑшни чӑнлӑх ҫинчен ҫав-ҫавах пӗлтерет. Ҫак чӗнӳ хучӗсем халӗ Иисус чапа тухнӑ Патша пулнине кӑтартаҫҫӗ. Эсир кампание хастарлӑ хутшӑнни пурне те — участокри ҫынсене те, пухури хыпарҫӑсене те тата, чи кирли, Иеговӑна,— эсир Турӑ панӑ хаклӑ парнешӗн, тӳлесе илнишӗн, чӗререн пархатарлӑ пулнине кӑтартать (Кол. 3:15).