«Иегова Свидетелӗсем — ӗненӳ ӗҫсемпе палӑрни. 1-мӗш пайӗ. Тӗттӗмлӗхрен»
Библире ҫутта чӑнлӑхпа, сӗмлӗхе вара суяпа ҫыхӑнтарнӑ (Пс. 42:3; Ис. 5:20). Пӗрремӗш хут сӗмлӗх тӗнчене Сатана Евӑна улталасан хупӑрласа илнӗ, вӑхӑт иртсен вара ҫав пӑлхавлӑ ангела пула пӗтӗм этемлӗхе сӗм тӗттӗмлӗх хупласах хунӑ (Ӳлӗм. 12:9). «Свидетели Иеговы — вера в действии. Часть 1. Из тьмы» видеофильм чӑнлӑх ҫути тӗттӗмлӗхе епле сирме пуҫланине кӑтартать (Ис. 60:1, 2). Фильма пӑхсан, ҫак ыйтусем ҫине эсир епле хуравланӑ пулӑттӑр?
1) Апостолсем вилнӗ хыҫҫӑн сӗм тӗттӗмлӗх тапхӑрӗ мӗнле пуҫланнӑ? 2) XII ӗмӗртен пуҫласа ҫынсене чиркӳ чӑнлӑх ҫинчен вӗрентменнине асӑрхама мӗн пулӑшнӑ? 3) Генри Гру тата Джордж Сторрз камсем пулнӑ? 4) Чарлз Расселл ҫине хӑй пурнӑҫӗнчи мӗнле событисем питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗ? 5) Расселл, унӑн ашшӗ тата темиҫе пӗлӗшӗ Библие пӗрле вӗренессине мӗнле ирттернӗ тата Библи ҫинче никӗсленнӗ мӗнле пӗтӗмлетӳсем вӗсем тунӑ? 6) Библие тӗпчекен ҫак ушкӑн Нельсон Барбор ушкӑнӗпе мӗнле майпа пӗрлешнӗ, анчах каярах Расселл мӗншӗн унпа ҫыхӑну тытма пӑрахнӑ? 7) 1879 ҫулхи июльте, Библири чӑнлӑха ӑнланас енӗпе ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнине палӑртса, мӗн пулса иртнӗ? 8) Ҫакӑн хыҫҫӑн Библие Тӗпчекенсен ӳссе пыракан ушкӑнӗ ырӑ хыпара мӗнле сарнӑ? 9) Библие Тӗпчекенсем 1914 ҫулччен нумай ҫул маларах мӗне кӗтнӗ? 10) Расселл вилнӗ хыҫҫӑн Библие Тӗпчекенсен мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ? 11) Рутерфордпа унӑн юлташӗсене тӗрмерен кӑларсан Библие Тӗпчекенсем мӗн тума тытӑннӑ? 12) Фильма пӑхни Иеговӑн организацийӗшӗн тата ытларах пархатарлӑ пулма сана пулӑшрӗ-и? 13) Ҫак фильм сире чӑрмавсене пӑхмасӑр малалла та ҫирӗп шухӑш-кӑмӑлпа хастаррӑн ырӑ хыпар сармашкӑн мӗнле пулӑшрӗ? 14) Хурӑнташсене, кампа Библи вӗренетпӗр, ҫавсене тата ыттисене те пулӑшас тесе ҫак фильмпа мӗнле усӑ курма пулать?
Ҫав малтанхи Библи Тӗпчекенсем мӗн тери хаклӑ еткерлӗх пире валли хӑварнӑ! Турра пӗлес енӗпе тӗттӗм тӗнчере вӗсем хӑюллӑн тата хастаррӑн ҫынсене чӑнлӑх ҫинчен пӗлтернӗ. Айтӑр вӗсенчен тӗслӗх илер те «ҫутӑ ачисем пек пурӑн[ар]» (Эф. 5:8).