Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 12/8 1 с.
  • Совесть таса пултӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Совесть таса пултӑр
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • Ҫавнашкал материал
  • Совеҫе таса мӗнле тытса тӑмалла?
    «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»
  • Сирӗн совесть тӗрӗс кӑтартать-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
km 12/8 1 с.

Совесть таса пултӑр

1. Сӑваплӑ ӗҫӗн 2013-мӗш ҫулхи ятарлӑ пӗр кунлӑх конгресӗ мӗн ятлӑ тата унӑн тӗллевӗ мӗнле?

1 Эпир совеҫе хирӗҫ пыма хӗтӗртме пултаракан лару-тӑрупа кашни кунах тӗл пулатпӑр. Ҫавӑнпа сӑваплӑ ӗҫӗн 2013-мӗш ҫулхи ятарлӑ пӗр кунлӑх конгресс теми — «Совесть таса пултӑр» — питӗ вӑхӑтлӑ пулать (1 Тим. 1:19). Конгресс программине пире пирӗн Пултаракан панӑ тӗлӗнмелле парнене, совеҫе, тимлӗн итлеме пулӑшма хатӗрленӗ.

2. Конгресра мӗнле ыйтусем ҫине хуравлӗҫ?

2 Кирлӗ ыйтусем. Конгресс программинче совесть тӗлӗшӗпе ҫичӗ питӗ кирлӗ ыйту ҫине хуравлӗҫ:

• Совесть ҫине мӗн питӗ япӑх витӗм кӳме пултарать?

• Эпир хамӑрӑн совеҫе мӗнле вӗрентме пултаратпӑр?

• Эпир пуринӗн юнӗ тӗлӗшӗнчен мӗнле таса пулма пултаратпӑр?

• Эпир Библи принципӗсемпе килӗшӳллӗ шухӑшлани тата хамӑра ҫав принципсем тӑрӑх тытни пирӗн ҫинчен мӗн пӗлтерет?

• Совеҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче пирӗн ыттисен совеҫне шута илес тесен мӗн тумалла?

• Ҫамрӑксем, совеҫе итлемесӗр мӗн те пулин тума хистенӗ чухне сире ҫирӗп юлма мӗн пулӑшӗ?

• Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫпе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр пулсан мӗнле пиллӗхсем илетпӗр?

3. Конгресс программи пире мӗнле усӑ парӗ?

3 Иегова пулӑшса тӑнӑран эпир Сатана пирӗн совеҫе туйми тума хӑтланнисене хирӗҫ тӑма пултаратпӑр. Хӑйӗн Сӑмахӗ тата организацийӗ урлӑ пирӗн юратакан ҫӳлти Аттемӗр пире калать: «Акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр» (Ис. 30:21). Иегова ҫакӑн пек кӑтартса-вӗрентсе тӑнине пӗлмелли пӗр майӗ — ҫак конгресс. Ҫавӑнпа конгресӑн пур программинче пулма тата тимлӗн итлеме тӑрӑшӑр. Ҫавӑнти информаци сире мӗнле пырса тивни пирки шухӑшлӑр. Программӑна ҫемьепе пӗрле сӳтсе явӑр. Совесть таса юлтӑр тесен, хамӑра вӗрентни-кӑтартнине пурнӑҫра туса тӑни питӗ кирлӗ. Ҫакӑ ҫул ҫинче юлма пулӑшӗ, мӗншӗн тесен ҫапла туни пире Сатана тӗнчин вӑхӑтлӑх илӗртӗвӗсем хыҫҫӑн кайма памӗ (1 Петр 3:16).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр