Тытӑнса пӑхма ан хӑрӑр: иккӗленетӗр пулсан та
1. Хӑшӗ-пӗрисем Библи вӗренӗвӗ сӗнме мӗншӗн хӑраҫҫӗ?
1 Библи вӗренӗвне ӑста ирттерме пултараймастӑп тесе иккӗленсе эсир ҫынсене вӗренӳ сӗнме хӑраса тӑратӑр-и? Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен те ҫавӑн пек туйӑмсем пулнӑ. Сӑмахран, Моисейпе Иеремия Турӑ хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тума пултараймастпӑр тесе шутланӑ (Тух. 3:10, 11; 4:10; Иер. 1:4—6). Ҫакӑн пек туйӑмсене мӗнле ҫӗнтермелле-ха?
2. Библи вӗренӗвӗ ирттересси пирӗнтен пулмасть тесе сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне пирӗн мӗншӗн ырӑ хыпара килрен киле пӗлтерессипе кӑна ҫырлахмалла мар?
2 Асра тытӑр: эпир тума пултарайманнине Иегова пирӗнтен нихӑҫан та ыйтмасть (Пс. 102:14). Эппин, «вӗрентсе» вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе тума пулать (Матф. 28:19, 20). Иегова ҫак ӗҫе хутшӑнма пирӗн хушӑри ӑста е талантлӑ ҫынсене кӑна мар чыс тунӑ (1 Кор. 1:26, 27). Ҫавӑнпа та Библи вӗренӗвӗ ирттересси пирӗнтен пулмасть тесе сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне ырӑ хыпара килрен киле пӗлтерессипе кӑна ҫырлахар мар.
3. Библи вӗренӗвӗ ирттерме пирӗн пултарулӑхсем пулччӑр тесе Иегова мӗн тунӑ?
3 Пултарулӑхсене Иегова парать. Вӗренекенсене хатӗрлеме пултарулӑх пире Иегова парать (2 Кор. 3:5). Вӑл пире хӑйӗн организацийӗ урлӑ Библири чӑнлӑхсене вӗрентнӗ, вӗсене ҫак тӗнчере нумай вӗреннисем те пӗлмеҫҫӗ (1 Кор. 2:7, 8). Пире валли тӗслӗх пултӑр тесе вӑл Аслӑ Вӗрентекенӗн, Иисус Христосӑн, вӗрентмелли меслечӗсене ҫырса хурас тӗлӗшрен тӑрӑшнӑ. Унсӑр пуҫне, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем урлӑ вӑл пире вӗренмелли программа парса тӑрать. Чӑнлӑха ҫыхӑнуллӑ тата ӑнланмалла ҫырса панӑ вӗренмелли тӗрлӗ пособисем пулччӑр тесе те тӑрӑшнӑ Иегова. Тен, вӗренӳ ирттерме эпир шутланинчен темӗн чухлӗ ҫӑмӑлтарах.
4. Иегова пире пулӑшасса эпир мӗншӗн шанма пултаратпӑр?
4 Иегова пулӑшнипе Моисейпе Иеремия хӑйсене панӑ ӗҫе тума пултарнӑ (Тух. 4:11, 12; Иер. 1:7, 8). Эпир те Иеговӑран пулӑшу ыйтма пултаратпӑр. Мӗншӗн тесен Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ май эпир ҫынна Иегова ҫинчен тӗрӗссине вӗрентетпӗр, ҫакӑ вара Турӑ умӗнче юрӑхлӑ (1 Иоанн 3:22). Ҫавӑнпа кампа та пулин Библи вӗренӗвӗ ирттерме тӗллев лартӑр. Ҫакӑ нумай савӑнӑҫпа пиллӗх парать.