Пророксенчен тӗслӗх илӗр. Иона
1. Ионӑн мӗнле паха енсем пулнӑ?
1 Иона ҫинчен шухӑшланӑ чухне сана тӳрех мӗн аса килет? Хӑшӗ-пӗрисем, тен, Иона хӑравҫӑ тата чунсӑр ҫын тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Иона кӗҫӗне хурас, хӑюллӑ пулас тата хӑйне шеллеменнине кӑтартас тӗлӗшпе чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Эпир хӑш тӗлӗшрен Ионӑран тӗслӗх илме тата ҫакӑн пек паха енсем кӑтартма пултаратпӑр? (Иак. 5:10.)
2. Эпир хамӑра, Иона пекех, мӗнле кӗҫӗне хума пултаратпӑр?
2 Кӗҫӗне хуни. Чи малтан Иона хӑйне кайма хушнӑ вырӑна кайман, вӑл тепӗр еннелле тарнӑ. Ҫакӑнтан тӗлӗнмелли ҫук, вӗт Ассири халӑхӗ хаярлӑхпа палӑрса тӑнӑ, Ниневи пирки вара «юн тӑкакан хула» тенӗ (Наум 3:1—3). Апла пулин те Иегова Ионӑна тӳрлетнӗ, вӑл вара хӑйне иккӗмӗш хут шанса панӑ ӗҫе хӑйне кӗҫӗне хурса тума пуҫланӑ (Ытар. 24:32; Иона 3:1—3). Малтанах Иона хатӗр пулнине кӑтартман пулсан та, каярахпа вӑл ҫапах та Туррӑн ирӗкне пурнӑҫланӑ (Матф. 21:28—31). Пире тӳрлетнӗ чухне е ырӑ хыпар сарма ҫӑмӑлах мар участок пачӗҫ пулсан эпир, Иона пекех, ырӑ хыпар сарма ҫирӗп шут тытӑпӑр-и?
3. Сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне сана хӑюлӑхпа хӑвна шеллеменни хӑҫан кирлӗ пулма пултарать?
3 Хӑюлӑх тата хамӑра шеллеменни. Иона хӑй тӗрӗс мар йышӑну тунине пула моряксен пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине ӑнланса илсен вӗсемшӗн вилме те хатӗр пулнӑ (Иона 1:3, 4, 12). Каярахпа вӑл, хӑйне хушнӑ ӗҫе тунӑ май, тен, Иеговӑн айӑплакан приговорне пӗлтерме юрӑхлӑ вырӑн тупас тӗллевпе Ниневи хулин варрине ҫул тытнӑ. Хӑравҫӑ ҫын ҫакна тума пултарайман пулӗччӗ. Туррӑн хӑюллӑ пророкӗ кӑна ҫапла тума пултарнӑ! (Иона 3:3, 4.) Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑр ырӑ хыпара пӗр хӑрамасӑр сарас тесен пире Турӑ паракан хӑюлӑх кирлӗ (Ап. ӗҫ. 4:29, 31). Сӑваплӑ ӗҫ валли вӑхӑт уйӑрас тата вӑй хурса ӗҫлес тесен хамӑра шеллемелле мар (Ап. ӗҫ. 20:24).
4. Иеговӑн пророкӗсем кӑтартнӑ лайӑх тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт мӗншӗн уйӑрмалла?
4 Пӗр-пӗр пророк ҫинчен Библире вуланӑ чухне хӑвна ун вырӑнне лартса пӑх. Хӑвӑнтан ыйт: ун вырӑнӗнче пулнӑ пулсан эпӗ хама мӗнле тытнӑ пулӑттӑм? Вӑл кӑтартнӑ паха енсене эпӗ мӗнле кӑтартма пултарнӑ пулӑттӑм? (Евр. 6:11, 12.) «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫӗн» ҫитес кӑларӑмӗсенче эпир Иеговӑн шанчӑклӑ пророкӗсем ҫинчен вуласа тата мӗне вӗренме пултарнине сӳтсе явӑпӑр.