Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 13/4 2 с.
  • Ыйтусен рамки

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ыйтусен рамки
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2013
  • Ҫавнашкал материал
  • «Ӑна килӗнче тытма май ҫук!»
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
  • Иегова пекех ырӑ та тимлӗ пулӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2013
km 13/4 2 с.

Ыйтусен рамки

◼ Христиансен пухӑвӗсене е ырӑ хыпар сарнӑ чухне сотовӑй телефон илетпӗр пулсан Библири хӑш принципсемпе усӑ курма пулать?

«Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ» (Еккл. 3:1). Сотовӑй телефонсем ҫынсене кирек хӑш вӑхӑтра та тенӗ пекех ыттисем патне мӗн те пулин ҫырса яма е вӗсемпе калаҫма май параҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр чухне телефон чӑрмантарма пултарать. Тӗслӗхрен, хамӑрӑн тӗлпулусенче эпир Иеговӑна пуҫҫапатпӑр, пӗлӳ илсе тӑратпӑр тата пӗр-пӗрне хавхалантаратпӑр (Сак. аст. 31:12; Пс. 21:23; Рим 1:11, 12). Эпир пухӑва килсен телефонсене кашнинчех сӳнтерме тата телефон ҫине килнӗ ҫырусем ҫине Патшалӑх залӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн хуравлама пултаратпӑр-и? Кам та пулин питӗ кирлӗ ӗҫпе шӑнкӑравлама пултарнӑ пирки телефона сӳнтерме пултараймастпӑр пулсан, вӑл никама та ан чӑрмантартӑр тесе ӑна сасӑсӑр режима куҫарма пулать.

Пурне те ырӑ хыпаршӑн тӑвӑр (1 Кор. 9:23). Хӑш-пӗр чухне ырӑ хыпар сарнӑ вӑхӑтра телефонпа усӑ курни усӑллӑ пулма пултарать. Тӗслӗхрен, ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ирттерекен тӑван пухӑвӑн территорийӗн пӗр-пӗр пайӗнче ырӑ хыпар саракансемпе ҫыхӑнас тесе телефонпа усӑ курма пултарать. Хыпарҫӑсем хӑш-пӗр чухне Библи вӗренекенсем е интересленекенсем патне каяс умӗн, уйрӑмах вӗсем аякра пурӑнаҫҫӗ пулсан, вӗсем патне шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Телефона хамӑрпа илетпӗр пулсан, вӑл пире ҫынсемпе калаҫма ан чӑрмантартӑр (2 Кор. 6:3). Ытти хыпарҫӑсене кӗтнӗ вӑхӑтра туссем патне шӑнкӑравлас е мӗн те пулин ҫырас вырӑнне ырӑ хыпар сарма тӑрӑшни е пӗрле ӗҫлекенпе калаҫни лайӑхрах.

Ыттисене хисеплӗр (1 Кор. 10:24; Флп. 2:4). Ушкӑн ӑҫта ырӑ хыпар сарни ҫинчен кам патне те пулин шӑнкӑравласа е ҫырса ярса пӗлме пулать, ҫавӑнпа ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва кая юлса килнинче нимӗн япӑххи те ҫук тесе шутламалла мар. Вӗт ҫавӑн пек чухне кам кампа ырӑ хыпар сарассине ҫӗнӗрен палӑртма тивет. Паллах, пирӗнтен килмен лару-тӑрӑва пула эпир хӑш чухне кая юлса килме пултаратпӑр. Анчах тӗлпулусене вӑхӑтра килессине йӑлана кӗртрӗмӗр пулсан эпир Иегова палӑртнӑ йӗркене, тӗлпулу ирттерекен тӑвана тата пӗрле ырӑ хыпар саракансене хисепленине кӑтартатпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр