Пророксенчен тӗслӗх илӗр. Иоиль
1. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗнле майпа эпир Иоиль пекех хамӑра кӗҫӗне хума пултаратпӑр?
1 Кам пулнӑ вӑл Иоиль пророк? Вӑл хӑй пирки «Вафуил ывӑлӗ» пулнине кӑна пӗлтерет (Иоиль 1:1). Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫак пророк, хыпарҫӑ пулнӑ май, хӑй ҫине мар, Иеговӑн хыпарӗ ҫине тимлеттернӗ. Ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне те эпир хамӑра ҫынсем мухтаччӑр тата пире хапӑл туса йышӑнччӑр тесе тӑрӑшмастпӑр, вӗсене Иегова ҫине тата Библи ҫине тимлеттеретпӗр (1 Кор. 9:16; 2 Кор. 3:5). Унсӑр пуҫне, ырӑ хыпар сарни пире вӑй парать. Иоиль пророкла каланинчи хӑш шухӑшсем пире хастарлӑ пулма тата ҫирӗп шанса тӑма пулӑшаҫҫӗ?
2. Иеговӑн кунӗ ҫывӑхарса килни пире мӗн тума хавхалантармалла?
2 «Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] кунӗ ҫывӑх» (Иоиль 1:15). Ҫак сӑмахсене пин-пин ҫул каяллах ҫырнӑ пулсан та, вӗсем пӗтӗмпех эпир пурӑннӑ вӑхӑтра пурнӑҫланаҫҫӗ. Тӗнчери лару-тӑру япӑхланса пыни, ҫавӑн пекех ҫынсем ырӑ хыпара итлесшӗнех пулманни тата тӑрӑхласа кулни ҫак йӗркесӗр тӗнчен юлашки кунӗсем ҫитнине уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ (2 Тим. 3:1—5; 2 Петр 3:3, 4). Пӗтес вӑхӑт ҫывхарса килнине пула пирӗн сӑваплӑ ӗҫе хамӑр пурнӑҫра чи малти вырӑна хума сӑлтавсем пур (2 Петр 3:11, 12).
3. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫывхарса килнӗ май ырӑ хыпар пӗлтерни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
3 «Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] Хӑй халӑхӗн хӳтлӗхӗ пулӗ» (Иоиль 3:16). Ҫак сӑвӑ йӗркинче «тӳпепе ҫӗр чӗтренсе кайӗҫ» тени Иеговӑн приговорӗ хӑрушла асап вӑхӑтӗнче кӑна пурнӑҫланма пултарассине пӗлтерет. Ҫав вӑхӑтра Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене пурне те ҫӑлса хӑварассине пӗлни пире лӑплантарать (Ӳлӗм. 7:9, 14). Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑннине тата Иегова пире пулӑшса, ҫирӗплетсе тӑнине пула эпир хӑрушла асап вӑхӑтӗнче ҫӑлӑнса юлма кирлӗ ӗненӳпе тӳсӗмлӗхе аталантаратпӑр.
4. Савӑнма тата пуласлӑх ҫине пӗр иккӗленмесӗр пӑхма пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур?
4 Хӑшӗ-пӗрисем Иоиль хыпарӗ питӗ хуйхӑллӑ тесе шутлаҫҫӗ пулин те вӑл Туррӑн халӑхне ҫӑлӑнса юлма шанчӑк парать (Иоиль 2:32). Ҫавӑнпа та пуласлӑх ҫине пӗр иккӗленмесӗр пӑхар тата Турӑ Паташлӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара Иоиль 2:23-мӗшӗнче каланипе килӗшӳллӗн хастаррӑн пӗлтерер, унта каланӑ: «Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] Туррӑмӑршӑн савӑнӑр, хӗпӗртесе тӑрӑр».