Библи вӗренмелли тӗп пособипе хальлӗхе вӗренме хатӗр мар ҫынсене пулӑшатпӑр
1. Мӗншӗн нумайӑшӗ Библие вӗренмелли тӗп пособипе тӳрех вӗренме хатӗр мар? Ӑнлантарса парӑр.
1 Ҫын Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑтӑр тесен унӑн Библи мӗне вӗрентнине пӗлмелле. Анчах та хӑш-пӗр ҫынсем христиан тӗнне тытса тӑмаҫҫӗ тата Библие Туррӑн Сӑмахӗ вырӑнне хумаҫҫӗ. Тепӗрисем Турра пачах ӗненмеҫҫӗ тата Библие кирлӗ кӗнеке вырӑнне хумаҫҫӗ. Кам Библи вӗренмелли тӗп пособипе вӗренме хатӗр мар, ҫавсене мӗнле публикацисемпе усӑ курса пулӑшма пулать. Аяларах 20 яхӑн ҫӗршыври хыпарҫӑсен канашӗсене илсе панӑ.
2. Кам та пулин Турра ӗненместӗп тесе каларӗ пулсан пирӗн мӗн ҫинчен ыйтса пӗлмелле тата мӗншӗн?
2 Турра ӗненменнисем. Кам та пулин Турра ӗненместӗп терӗ пулсан, мӗншӗнне пӗлме тӑрӑш. Ҫын эволюцие ӗненет-и? Вӑл тӗнчери тӗрӗсмарлӑха е тӗнри икӗпитлӗхе кура Турра ӗненме пӑрахнӑ-и? Тен, вӑл Турра ӗненнӗшӗн хӗсӗрлекен паташлӑхра ӳснӗ? Тен, вӑл Турӑ ҫук тесе татса каламасть, мӗншӗн тесен Вӑл пурри пирки нихӑҫан та шухӑшласа пӑхман. Хыпарҫӑсенчен нумайӑшӗ: «Эсир яланах ҫапла шутланӑ-и?» — текен ыйту ҫынна хӑйӗн шухӑшӗсене каласа пама хавхалантарнине асӑрханӑ. Ӑна пӳлмесӗр итле. Вӑл Турра мӗншӗн ӗненменнине пӗлсен, ӑна мӗн хуравламаллине тата мӗнле публикаци сӗнмеллине ӑнланӑпӑр (Ытар. 18:13).
3. Ҫынна тата вӑл мӗне ӗненнине хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
3 Ҫынпа калаҫнӑ чухне пирӗн унӑн шухӑшӗсене тӳрлетес тесе ҫине тӑмалла мар. Акӑ мӗн сӗнет Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи хыпарҫӑ: «Ҫыннӑн мӗне ӗненмеллине суйласа илме ирӗк пур, пирӗн ҫавна хисеплемелле. Ҫын тӗрӗс мар шутланине кӑтартса пама ҫирӗплетӳсем шырас вырӑнне ӑна шухӑшлама тата хӑйнех пӗтӗмлетӳ тума пулӑшакан ыйтусем пани лайӑхрах». Ҫул ҫӳрекен пӗр надзиратель малтан ҫын шухӑшне итлесе пӗтерет, ун хыҫҫӑн, мӗн те пулин каличчен, ыйтать: «Эсир ҫакӑн пирки ҫак енчен шухӑшласа пӑхнӑ-и?»
4. Буддизм тӗнне тытса тӑракансене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
4 Буддизм тӗнне тытса тӑракансене Турӑ пур тенипе килӗшме йывӑр. Ҫакӑн пек ҫынсене пулӑшма Великобританири хыпарҫӑсем «Прочный мир и счастье. Как их найти» брошюрӑпа ӑнӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Малтан вӗсем пуҫламӑш абзацсене сӳтсе яваҫҫӗ, ун хыҫҫӑн «Существует ли Всевышний Бог и Создатель?» раздела куҫаҫҫӗ, кайран вара «Полезное руководство для всего человечества» раздела сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫакӑн пек сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн вӗсене Библири вӗрентӳсене тӗплӗнрех сӳтсе явнӑ пособи ҫине куҫма ҫӑмӑлрах. Библие ҫав пособипе вӗренме сӗннӗ чухне вӗсем калаҫҫӗ: «Эсир Турра ӗнеместӗр пулсан та Библи вӗренни сире усӑ парӗ, мӗншӗн тесен унта усӑллӑ канашсем нумай». Акӑ Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи китайла калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерекен пионерӑн сӑмахӗсем: «Китай ҫыннисем нумайӑшӗ вулама юратаҫҫӗ. Эпир вӗсене мӗнле те пулин публикаци парса хӑваратпӑр та тепре килнӗ ҫӗре вӗсем ӑна вуласа та тухнӑ. Ҫакӑн пекки час-часах пулкалать. Анчах та хӑшӗ-пӗрисемшӗн Библи вӗренесси ӑнланмалла мар япала. Ҫавӑнпа та мана пӗрремӗш хут килсенех „Туррӑн ырӑ хыпарӗ“ брошюрӑна сӗнме килӗшет, мӗншӗн тесен унти материала сӳтсе явма пулӑшакан меслетпе ҫырнӑ». Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи китай чӗлхипе иртекен пухусене хавхалантарма эрнелӗхе килсе ҫӳрекен район надзирателӗ Библи вӗренӗвӗ пӗрремӗш хут килсенех сӗнме юрать тет. Анчах та вӑл вӗренӗве Турӑ ҫинчен каласа паракан чӑнлӑхсенчен мар, вулакансене Библипе паллаштарассинчен пуҫлама сӗнет.
5. Мӗншӗн чӑтӑмлӑ пулни питӗ кирлӗ?
5 Ҫын Турра ӗненме тытӑнтӑр тесен вӑхӑт кирлӗ, ҫавӑнпа та чӑтӑмлӑ пулмалла. Темиҫе хут тӗл пулса калаҫнипе кӑна ҫын Пултаракан чӑнах та пур тесе йышӑнма пултараймасть пулӗ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл пулма пултарать те пуль тесе килӗшме е Турра ӗненме ҫирӗплетӳсем пуррине йышӑнма пултарӗ.
6. Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем Библипе интересленмеҫҫӗ?
6 Библипе питех интересленмен е ӑна шанман ҫынсем. Анчах та Турӑ пуррине йышӑнакан ҫынсем Библири вӗрентӳсемпе интересленмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Библие Турӑ Сӑмахӗ вырӑнне хумаҫҫӗ. Сӑлтавӗ, тен, вӗсем христиан тӗнне тытса тӑман вырӑнта ӳссе ҫитӗннинче, унта вара Библие христиан тӗнчин кӗнеки вырӑнне хураҫҫӗ. Тен, вӗсем христиан тӗнне тытса тӑратпӑр тесе калакан, анчах та пӗтӗмӗшле тӗнпе интересленмен тата Библирен ним усси те ҫук тесе шутлакан ҫӗршывсенче пурӑнаҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫынсене Библи ҫине урӑхла пӑхма тата, тен, Библи вӗренме килӗшме мӗнле пулӑшма пулать?
7. Библипе интересленме пуҫлаччӑр тесен ытларах чухне мӗн туни лайӑхрах?
7 Грецири филиал ҫырнӑ: «Библипе интересленмен ҫынсене пулӑшмалли чи лайӑх май вӑл — ӑна уҫса мӗне вӗрентнине кӑтартни. Нумай хыпарҫӑ Библире ҫырни ҫыннӑн чӗрине эпир мӗн калама пултарнинчен хытӑрах пырса тивнине асӑрханӑ (Евр. 4:12). Туррӑн ятне Библире курсан нумайӑшӗн унпа ҫывӑхрах паллашас кӑмӑл ҫуралнӑ». Акӑ мӗн ҫырнӑ Индири филиал: «Индуссенчен нумайӑшӗн чӗрине пурнӑҫпа вилӗм ҫинчен калакан чӑнлӑх пырса тивет. Ҫавӑн пекех обществӑра ҫынсене кастӑсемпе пайласа пӗтермен тӗнче пуласси пирки Библире сӑмах пани те чӗрисене хускатать». Вырӑнти мӗнле те пулин йывӑрлӑх пирки асӑннӑ хыҫҫӑн хыпарҫӑсем ҫавна Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле татса пани пирки Библире кӑтартаҫҫӗ.
8. Христиан тӗнчине пула Библи ҫинчен япӑх шухӑшлакансене мӗн калама пулать?
8 Ҫын христиан тӗнчине пула Библи ҫинчен япӑх шухӑшлать пулсан, ӑна христиан тӗнчи Библипе унти вӗрентӳсене тӗрӗс мар вӗрентнине ӑнлантарса пар. Индири филиал ҫырнӑ: «Хӑш-пӗр чухне ҫынсене Турӑ Библие чиркӳсене шанса паманнине ӑнлантарса памалла». Тӑвансем индуссене час-часах пӗр брошюрӑри информаци — чиркӳсем Турӑ Сӑмахне пӑсма тата тӗп тума хӑтланни пирки каласа пани — питӗ хытӑ интереслентерни пирки пӗлтернӗ. Бразилири пӗр пионер ҫак меслетпе усӑ курать: «Мӗншӗн-ха Библире мӗн калани пирки ытларах пӗлес мар? Нумайӑшӗ ыттисем мӗн каланине шута илмесӗр тата ӑҫта та пулин ҫӳреме пуҫламаллинчен хӑрамасӑр ӑна тӗпчеме шут тытнӑ. Унтан мӗн пӗлни сире, тен, тӗлӗнтерӗ те».
9. Библи мӗне вӗрентнипе кам та пулин интересленмест пулсан та мӗншӗн пирӗн парӑнмалла мар?
9 Иегова кашни ҫыннӑн чӗрине курать (1 Патш. 16:7; Ытар. 21:2). Вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене тӗрӗс пуҫҫапма пухать (Иоанн 6:44). Ҫакӑн пек ҫынсем хушшинче Турӑ ҫинчен нихӑҫан та вӗренмен тата Библие пачах та пӗлмен ҫынсем нумай. Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ҫӑлӑнма май парать тата чӑнлӑха пӗлсе ҫитме пулӑшать (1 Тим. 2:4). Ҫавӑнпа та кам та пулин Библи мӗне вӗрентнипе интересленмест пулсан ан парӑн. Унӑн интересне аталантарас тесе сирӗн чӗлхепе тухнӑ урӑх публикацисемпе усӑ кур. Тен, вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсӗ Библири вӗрентӳсене тӗплӗнрех сӳтсе явакан пособипе усӑ курма пуҫлӑн.
[4-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ҫын: «Эпӗ Турра ӗненместӗп»,— тесе каларӗ пулсан ҫак меслетпе усӑ курса пӑх:
• Мӗншӗнне пӗлес тесе ҫапла ыйт: «Эсир яланах ҫапла шутланӑ-и?»
• Вӑл буддист пулсан «Прочный мир и счастье. Как их найти» брошюрӑпа усӑ кур, 9—12-мӗш страницӑсем.
• Вӑл эволюцие ӗненет пулсан ҫаксемпе усӑ курма пулать:
Сӗнмелли брошюрӑсенчи «Случайность или замысел?» рубрика
«Чудеса творения прославляют Бога» фильм
Брошюрӑсем: «Как найти удовлетворение в жизни», 4-мӗш пайӗ, «Пурнӑҫа пултарнӑ-и?», «У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа»
• Вӑл тӗрӗсмарлӑха е хӗн-асапа пула Турра ӗненме пӑрахнӑ пулсан ҫак публикацисемпе усӑ курма пулать:
«Существует ли заботливый Творец?» кӗнеке, 10-мӗш сыпӑк
Брошюрӑсем: «Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?» 6-мӗш пайӗ
• Вӑл Турӑ пуррине ӗненме тытӑнсан Библири тӗп вӗрентӳсене сӳтсе явакан пособипе усӑ курма пулать. Тен, пӗрремӗш страницӑран мар, ҫынна уйрӑмах интереслентерекен темӑран пуҫласан лайӑхрах пулӗ.
[5-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ҫын: «Эпӗ Библие ӗненместӗп»,— терӗ пулсан ҫак меслетпе усӑ курса пӑх:
• «Существует ли заботливый Творец?» кӗнекери 7, 8-мӗш сыпӑксене сӳтсе яв
• Еврейсемпе калаҫнӑ чухне «Что может наполнить нашу жизнь счастьем?» брошюрӑпа усӑ кур, 4 тата 5-мӗш уроксем
• Библири принципсем мӗнпе усӑллӑ пулнине сӳтсе яв. Библи усӑ панине ҫакӑн пек публикацисенче каланӑ:
Сӗнмелли брошюрӑсенчи «Помощь семье» рубрика
«Библия — сила, изменяющая нашу жизнь» фильм
Брошюрӑсем: «Туррӑн ырӑ хыпарӗ», 9, 11-мӗш уроксем, «Как найти удовлетворение в жизни», 2-мӗш пайӗ
Буддистсемпе калаҫнӑ чухне «Путь к миру и счастью» брошюрӑпа усӑ кур, 3—7-мӗш страницӑсем
Мусульмансемпе калаҫнӑ чухне «Настоящая вера — ключ к счастью» брошюрӑпа усӑ кур, 3-мӗш сыпӑк
Библи пирки япӑх шухӑшлакан вырӑнсенче, тен, эсӗ каласа паракан Библири ӑслӑ-тӑнлӑ сӗнӳсене, канашсене ӑҫтан илнине ҫын патне темиҫе хут килнӗ хыҫҫӑн кӑна каласан лайӑхрах.
• Библире пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланнине кӑтартса пар. Ҫакӑн пек публикацисемпе усӑ курма пулать:
«Библия: точность истории, достоверность пророчеств» фильм
«Существует ли заботливый Творец» кӗнеке, 7-мӗш сыпӑк
• Ҫын Библири вӗрентӳсемпе интересленме пуҫларӗ пулсан, вӗсене тӗплӗнрех сӳтсе явакан пособипе усӑ курма тытӑнма пулать.
[6-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ҫын: «Эпӗ Турра ӗненместӗп»,— терӗ пулсан ҫапла калама пулать:
• «Мана Пултаракан пуррине ҫирӗп ӗненме мӗн пулӑшнине кӗскен каласа пама ирӗк парсамӑр». Ҫавӑн хыҫҫӑн «Рассуждение» кӗнекери, 357—359-мӗш страницӑсенчи шухӑшсене каласа пар е хӑвна килӗшнӗ публикацие тепрехинче илсе килсе пама калаҫса татӑл.
• «Турӑ чӑннипех те пур пулсан, сирӗн шутпа, унӑн мӗнлерех Турӑ пулмалла?» Ҫынсенчен ытларахӑшӗ юрату, тӳрӗлӗх, йӑвашлӑх кӑтартакан тата ҫынна камне кура уйӑрман Турӑ килӗшет теҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Туррӑн шӑп ҫавӑн пек енсем пуррине Библире кӑтарт.
Ҫын: «Эпӗ Библие ӗненместӗп»,— терӗ пулсан ҫапла калама пулать:
• «Ҫынсем нумайӑшӗ сирӗн пекех шутлаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисене Библи наукӑна хирӗҫленӗ пек е вӑл хальхи пурнӑҫра усӑ паман пек туйӑнать. Калӑр-ха тархасшӑн, эсир хӑҫан та пулсан Библи вуланӑ-и? [Хурава итле. Ун хыҫҫӑн «Ырӑ хыпар» брошюрӑри, 3-мӗш урока кӑтарт та ӑна сӗн.] Нумайӑшӗ тӗнсем Библи ҫинчен тӗрӗс мар вӗрентнине пула ӑна йышӑнмаҫҫӗ. Тепрехинче эпӗ сирӗнпе шӑпах ҫак тӗслӗхсенчен пӗрне, 4-мӗшпе 5-мӗш страницӑсенче илсе панине, сӳтсе явасшӑнччӗ».
• «Нумайӑшӗ ҫапла калать. Библире мӗн мана питӗ хытӑ тӗлӗнтернине сире кӑтартма ирӗк парсамччӗ. [Библи наукӑпа килӗшсе тӑнине кӑтартакан сӑвӑ йӗркисене, Иов 26:7 е Исаия 40:22-мӗш сӑвӑ йӗркисене, вуласа пар.] Библире ҫавӑн пекех ҫемьесем валли ӑслӑ-тӑнлӑ канашсем пур. Тепрехине сире вӗсенчен пӗрне вуласа парасшӑнччӗ».
• «Хӑвӑрӑн шухӑшна каланӑшӑн тавтапуҫ. Турӑ ҫынсене валли кӗнеке ҫырса пачӗ пулсан, сирӗн унта мӗн тупас килӗччӗ?» Ун хыҫҫӑн унӑн хуравӗпе килӗшсе тӑракан Библири сӑвӑ йӗркине вуласа пар.