Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 14/4 7 с.
  • «Аллуна канӑҫлӑх ан пар»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Аллуна канӑҫлӑх ан пар»
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
  • Ҫавнашкал материал
  • Иегова Свидетелӗсем: ырӑ хыпара пӗлтермешкӗн йӗркеленнӗ
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
  • Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Видеосемпе усӑ курса вӗрентетпӗр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2016
  • Сӑваплӑ ӗҫре jw.org сайтпа усӑ кур
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
km 14/4 7 с.

«Аллуна канӑҫлӑх ан пар»

Пирӗн малалла та Ҫӳлхуҫан ӗҫне тӑрӑшса тумалла (1 Кор. 15:58). Сирӗн пухура сайра хутра ырӑ хыпар саракан участоксем пур пулсан, ҫавӑн пек участоксенчен пӗрне ыйтма пултаратӑн. Ҫакӑ пухӑва хӑйсене ҫирӗплетсе панӑ территорисенче ырӑ хыпара пӗлтерсе тухма пулӑшӗ.

Унсӑр пуҫне, ҫакӑн пек пухусенче старейшинӑсем пухӑвӑн аякри территорисене кайма ушкӑнсем йӗркелеме пултараҫҫӗ. Хыпарҫӑсем хӑйсемпе кӑнтӑрлахи апат илсе сӑваплӑ ӗҫре кунӗпех хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫак ҫулта ҫавнашкал участоксенче ытларах ырӑ хыпар сарса тухма тӗллев лартсан лайӑх пулӗччӗ.

Сирӗн пуху хӑвӑрӑн территоринче час-часах ырӑ хыпар сарать пулсан, эсӗ урӑх вырӑнти пухусене, вӗсен территоринче ырӑ хыпар пӗр-пӗр вӑхӑт сарса пулӑшма пултаратӑн. Сӑваплӑ ӗҫӗн иртнӗ ҫулӗнче хыпарҫӑсен 37 ушкӑн ҫапла тунӑ. Ҫавна пула ҫынсем патне тепӗр хут кайма тата Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама лайӑх никӗс хывнӑ. Ҫакӑн пек пулӑшӑва илнӗ пӗр пухӑвӑн старейшини каланӑ: «Пуху пӗр уйӑхра мӗн чухлӗ тунине 14 хыпарҫӑ 10 кунта тунӑ». Кӑҫал эсӗ ҫакӑн пек пулӑшма пултаратӑн-и?

Теприсем Раҫҫӗйри пухусем ҫумне ҫирӗплетмен 1 300 яхӑн административлӑ районсенче ырӑ хыпар пӗлтерме хӑйсен пулӑшӑвне сӗнме пултараҫҫӗ. Иртнӗ ҫулта ҫапла майпа нумайӑшӗ ырӑ хыпар сарнӑ пулсан та, ҫак районсенче пуринче те ырӑ хыпар пӗлтерсе тухайман. Ҫавӑнпа та эпир сире: «Кай та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре» — тесе чӗннӗ сӑмахсене йышӑнса пулӑшма чӗнетпӗр (Лука 9:60).

Хыпарҫӑсем кирлӗ вырӑна куҫса кайма пултараканнисем те пур. Санӑн ҫакӑн пек кӑмӑл пур пулсан хӑвӑн пухури старейшинӑсемпе ҫакна сӳтсе яв. Ҫавӑн пекех 2011 ҫулхи август уйӑхӗн «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗнчи 4—6-мӗш страницӑсенче «Эсӗ Македоние куҫма пултаратӑн-и?» ятлӑ статьяри канашсене пӑхса тухни усӑллӑ пулӗ.

Патшалӑх вӑрлӑхӗсене ак. Урӑх пухӑвӑн территоринче е пуху ҫумне ҫирӗплетмен территоринче ырӑ хыпар сарас текенсем ҫакӑн пирки сӑваплӑ ӗҫӗн надзирательне каламалла, вӑл вара хыпарҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ районсен списокне парать.

Алла акапуҫ тытса, хастарлӑн ырӑ хыпар сарма тата малалла та шанчӑклӑн пӑхма пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур (Лука 9:62). Ӳсӗм ӑҫта пулассине эпир пӗлместпӗр (Еккл. 11:6). Ҫавӑнпа айтӑр, Филипп пекех, пӗтес вӑхӑт ҫитиччен Турӑ Патшалӑхӗн вӑрлӑхне пур вырӑнта та, уйрӑмах ӑҫта кирлӗ, ҫавӑнта акса Иеговӑшӑн тата унӑн организацийӗшӗн усӑллӑ пулма тӑрӑшар (Ап. ӗҫ. 8:26, 27; Матф. 28:20).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр