Ыйтусен рамки
◼ Ачасем ырӑпа усала уйӑрса илме вӗренсе ҫитчӗр тесен вӗсен мӗнле пӗлӳсем илмелле?
Иеговӑна ӗненекен ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Турра «юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса» ӳстерме нумай вӑй хураҫҫӗ (Эф. 6:4). Тӗслӗхрен, ашшӗ-амӑшӗсем кашни ир ачасемпе кашни кун вуламалли Библири сӑвӑ йӗркине сӳтсе явни питӗ усӑллӑ пулнине ӑнланса илнӗ. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ е ытти чухне килтисемпе пӗрле фильм пӑхса ӑна сӳтсе явма пулать тата «Вопросы молодежи» рубрикӑри статьясен шухӑшӑсене сӳтсе явма пулать, ҫавӑн пекех Библири пӗр-пӗр вырӑна е мӗнле те пулин урӑх лару-тӑрӑва инсценировка тума пулать. Анчах та ачасем ырӑпа усала уйӑрса илме вӗренсе ҫитчӗр тесен вӗсене Библири тарӑн чӑнлӑхсене те вӗрентмелле (Евр. 6:1).
Ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсене эпир мӗне вӗрентни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫын патне пӗрремӗш хут килнӗ е тепӗр хут кайнӑ чухне эпир, яланхи пекех, пӗр-пӗр пособипе Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшатпӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпир «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнеке ҫине куҫатпӑр. Мӗншӗн? Пӗрремӗш пособи вӗренекене Библин тӗп вӗрентӗвӗсемпе паллаштарать. «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнеке ӑна Библири принципсемпе кулленхи пурнӑҫра усӑ курма вӗрентет. Ҫак икӗ публикацие вӗренни ҫӗннисене Христоспа тӗреклӗленсе пыма тата «ҫирӗп ӗнен[ме]» пулӑшать (Кол. 2:6, 7). Пирӗн ачасем пирки мӗн калама пулать вара? Вӗсен те тӳлесе илни ҫинчен, Туррӑн Патшалӑхӗ ҫинчен тата вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен, ҫавӑн пекех мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма ирӗк пани ҫинчен тата эпир ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче пурӑннине мӗнле паллӑсем кӑтартса пани ҫинчен пӗлмелле. Чӑнлӑха чӑннипех те Иегова Свидетелӗсем вӗрентни пирки вӗсен хӑйсен ҫирӗплетӳсем илмелле. Унсӑр пуҫне, ҫамрӑксен Библи принципӗсене ӑнланмалла тата ырӑпа усала уйӑрма «хӑнӑхса ҫит[мелле]» (Евр. 5:14). Паллах ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисем миҫере пулнине тата мӗн чухлӗ ӑнланма пултарнине шута илмелле. Апла пулсан та, ачасенчен нумайӑшӗ Библири тарӑн чӑнлӑхсене пӗчӗккӗ чухнех ӑнланма пултарать (Лука 2:42, 46, 47).
Ашшӗ-амӑшӗсене пулӑшмашкӑн jw.org сайтра Библи вӗренмелли пособи ҫинче никӗсленнӗ вӗренмелли материалсем пур. Пуласлӑхра «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнеке ҫинче никӗсленнӗ вӗренмелли материалсем те хатӗрлӗҫ. Ҫавӑн пекех пичетлесе кӑларнӑ пособисемпе те усӑ курма пулать. Тен, ашшӗ-амӑшӗ Турра пуҫҫапма уйӑрнӑ каҫра, хӑйсен кашни ачипе уйрӑммӑн Библи вӗреннӗ чухне е ачисене хӑйсем тӗллӗн Библи вӗренме пулӑшас тенӗ чухне ҫак материалсемпе усӑ курас тейӗ.