Пророксенчен тӗслӗх илӗр. Софония
1. Софония пророк Иеговӑшӑн мӗнле лару-тӑрура ӗҫлесе тӑнӑ тата вӑл пире мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?
1 Пирӗн эрӑри VII ӗмӗр варринелле Иудӑра Ваала пуҫҫапни анлӑ сарӑлнӑ. Усал патшана, Амона, вӗлернӗ хыҫҫӑн патшана ҫамрӑк Иосия ларнӑ (2 Ҫулс. 33:21—34:1). Ҫав вӑхӑтра Иегова Софонияна сут тӑвасси ҫинчен калакан хыпара пӗлтерме хушнӑ. Софония, тен, хӑй те Иуда йӑхӗнчен пулнӑ пулӗ, анчах та вӑл Иуда пуҫлӑхӗсене айӑплакан Иеговӑн хыпарӗн пӗлтерӗшне чакарман (Соф. 1:1; 3:1—4). Эпир Софония пекех хӑюллӑ пулма тӑрӑшатпӑр тата ҫемьери хутшӑнусене Иеговӑна пуҫҫапасси ҫине япӑх витӗм кӳме памастпӑр (Матф. 10:34—37). Софония мӗнле хыпар пӗлтернӗ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?
2. Иеговӑн ҫилӗ кунӗнче ҫӑлӑнса юлас тесен пирӗн мӗн тумалла?
2 Иеговӑна шырӑр. Иегова ҫиллин кунӗнче вӑл хӑй кӑна ҫынсене ҫӑлма пултараять. Ҫавӑнпа та Софония Иуда халӑхне, ҫӑлӑнма май пулнипе усӑ курса, Иеговӑна шырама, тӳрӗлӗхе шырама тата йӑвашлӑха шырама ӳкӗтленӗ (Соф. 2:2, 3). Ҫакна туни паян та питӗ кирлӗ. Софония евӗрлех, эпир те ҫынсене Иеговӑна шырама ӳкӗтлетпӗр, ҫавӑн пекех пирӗн хамӑрӑн та ҫакна тумаллине тата Иеговӑран пӑрӑнса каяс мар тесе ҫирӗп шут тытмаллине ӑнланатпӑр (Соф. 1:6). Турӑ Сӑмахне тӗплӗн вӗренсе тата Турӑ ертсе-кӑтартса пытӑр тесе кӗлтуса эпир Иеговӑна шыранине кӑтартатпӑр. Нравственность нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнса эпир тӳрӗлӗхе шыранине кӑтартатпӑр. Итлесе-пӑхӑнса тӑрас кӑмӑла аталантарса тата Иегова организацийӗ парса тӑракан ӳкӗтсене хатӗр пулсах тытса тӑрса эпир йӑвашлӑха шыранине кӑтартатпӑр.
3. Мӗншӗн пирӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине малалла та тӗрӗс пӑхмалла?
3 Лайӑх ҫимӗҫсем. Турӑ сучӗсем ҫинчен Софония каланине Иуда халӑхӗнчен хӑшӗ-пӗри йышӑннӑ, вӗсен шутӗнче вара Иеговӑна шырама пуҫланӑ ҫамрӑк патша Иосия та. Каярахпа суя турӑсене пуҫҫапнине тӗп тӑвас тесе Иосия питӗ тӑрӑшнӑ (2 Ҫулс. 34:2—5). Паян Турӑ Патшалӑхӗн вӑрлӑхӗсенчен хӑшӗсем ҫул хӗррине, чуллӑ ҫӗре тата ҫум-курӑклӑ ҫӗре ӳкеҫҫӗ пулсан та хӑш-пӗр вӑрлӑхсем лайӑх ҫӗр ҫине ӳкеҫҫӗ те ҫимӗҫ параҫҫӗ (Матф. 13:18—23). Иегова малалла та эпир Турӑ Патшалӑхӗн вӑрлӑхне хастарлӑн акнине пиллессе ҫирӗп шанатпӑр (Пс. 125:6).
4. Иеговӑна кӗтни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
4 Хӑш-пӗр иудейсем Иеговӑн кунӗ нихӑҫан та ҫитмест тесе шутланӑ. Анчах та Иегова хӑйӗн аслӑ кунӗ ҫывӑхра тесе шантарса каланӑ (Соф. 1:12, 14). Унра хӳтлӗх шыракансем кӑна ҫӑлӑнса юлма пултарнӑ (Соф. 3:12, 17). Иеговӑн кунне кӗтсе тӑнӑ вӑхӑтра, айтӑр, пухури тӑвансемпе пӗрле чи аслӑ Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрса савӑнӑҫ илер! (Соф. 3:8, 9.)