Иегова куҫӗ умӗнче эпир мӗнле ҫынсем?
1. Мӗншӗн Библие тӗкӗрпе танлаштарнӑ?
1 Эсӗ тӗкӗр ҫине час-часах пӑхатӑн-и? Пирӗнтен нумайӑшӗ хӑйӗн ҫи-пуҫӗнче мӗн-мӗн улӑштармаллине курас тесе ҫакна кашни кун тӑвать. Библие тӗкӗрпе танлаштарнӑ. Туррӑн Сӑмахне вулани пире хамӑра шалтан курма пулӑшать, урӑхла каласан, Иеговӑн куҫӗсемпе пӑхма пулӑшать (1 Патш. 16:7; Иак. 1:22—24). Туррӑн Сӑмахӗ «чӗрери ӗмӗт-шухӑша та хакласа уйӑрса илет» (Евр. 4:12, ҪХ). Библие кашни кун вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани пире ӑста хыпарҫӑсем пулма мӗнле улшӑнусем тумаллине курма мӗнле пулӑшать? (Пс. 1:1—3.)
2. Библи пире хамӑра тӗрӗслеме мӗнле пулӑшать?
2 Библи ҫине тӗкӗр ҫине пӑхнӑ пек пӑх. Библире Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен ҫырса панинчен эпир Турӑ мӗнле паха енсене хакланине пӗлетпӗр. Сӑмахран, Давид Туррӑн ятне хастарлӑн хӳтӗленӗ (1 Патш. 17:45, 46). Исаия хытӑ чӗреллӗ ҫынсене ырӑ хыпара пӗлтерме хатӗр пулнӑ (Ис. 6:8, 9). Хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗне чунтан юратнӑран Иисус сӑваплӑ ӗҫе йывӑр ҫӗклем тесе шутламан, пачах урӑхла, вӑл ӑна уҫӑлтаракан тата кӑмӑла ҫырлахтаракан ӗҫ тесе шутланӑ (Иоанн 4:34). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ырӑ хыпара хастарлӑн сарнӑ, Иегова ҫине шанса тӑнӑ тата парӑнас мар тесе ҫирӗп шут тытнӑ (Ап. ӗҫ. 5:41, 42; 2 Кор. 4:1; 2 Тим. 4:17). Ҫавнашкал тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшлани пире хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫри енсене мӗнле лайӑхлатмаллине курма пулӑшать.
3. Улшӑнусене мӗншӗн вӑраха ямасӑр тумалла?
3 Кӑлтӑксене тӳрлет. Паллах ӗнтӗ, кӑлтӑксене курнӑ хыҫҫӑн вӗсене тӳрлетмесен тӗкӗр ҫине пӑхни усӑсӑр пулать. Хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑштӑр тесе Иеговӑран пулӑшу ыйтма пулать, унтан вара кирлӗ улшӑнусем тумалла (Пс. 138:23, 24; Лука 11:13). Юлашки вӑхӑт кӗскелсе пынине пула тата сӑмах ҫынсен пурнӑҫӗ ҫинчен пынӑран улшӑнусене вӑраха ямасӑр тумалла (1 Кор. 7:29; 1 Тим. 4:16).
4. Турӑ Сӑмахне тимлесе пӑхакан тата хӑйне мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗ тытакан ҫын пирки мӗн калама пулать?
4 Иегова ҫын шалтан мӗнле пулни ҫине ытларах пӑхать, ҫакӑ вара ҫыннӑн ҫи-пуҫӗ мӗнле пулнинчен те кирлӗрех (1 Петр 3:3, 4). Турӑ Сӑмахне тимлесе пӑхакан тата хӑйне мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗ тытакан ҫын пирки мӗн калама пулать вара? Вӑл «мӗн илтнине манаканӗ мар, ӑна туса тӑраканӗ» пулса телейлӗ пулӗ (Иак. 1:25). Эпир Туррӑн телейлӗ те ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенӗсем пулӑпӑр, мӗншӗн тесен тӗкӗр пекех Иеговӑн мухтавне кӑтартса тӑратпӑр (2 Кор. 3:18).