Калаҫӑва пуҫламалли майсем
«Чи кирлӗ ыйтусен хуравӗсене ӑҫта тупма пулать?»
Хӑвӑнпа калаҫакан ҫынна буклета ячӗ курӑнмалла тытса ҫапла кала: «Сывлӑх сунатӑп! Паян пӗтӗм тӗнчипе питӗ кирлӗ хыпара пӗлтеретпӗр, ҫакӑ сирӗн валли».
Килте никам та пулман ҫӗрте буклет хӑваратӑр пулсан, ӑна иртсе ҫӳрекенсене тӳрех курӑнмалла мар хӑварӑр тата май пулсан ан хуҫлатӑр.
Ҫын интересленет пулсан тата унӑн калаҫма кӑмӑлӗ пур пулсан буклетӑн малти страницӑри ыйтупа тӗрлӗ хуравӗсем пирки вӑл мӗн шутланине ыйтма пулать. Буклета уҫ та Псалом 118:144, 160-мӗш сӑвӑ йӗркисем ҫине тимлеттер. Буклетра унӑн кӑмӑлне тивӗҫтерекен Библири хуравсене тупма пулӑшакан сайт ҫинчен каланине ӑнлантарса пар. Май пулсан ӑна «Мӗншӗн Библи вӗренмелле?» видео кӑтарт. Каяс умӗн буклетӑн юлашки страницӑри виҫӗ ыйту ҫине тимлеттер те вӗсенчен хӑшӗ ӑна ытларах интереслентерни пирки ыйт. Тепӗр хут килсен эсӗ ӑна ҫак ыйтӑвӑн хуравне jw.org сайтпа усӑ курса мӗнле тупмаллине кӑтартасси пирки кала. Тепӗр хут килсен БИБЛЕЙСКИЕ УЧЕНИЯ > ОТВЕТЫ НА БИБЛЕЙСКИЕ ВОПРОСЫ разделри материалпа усӑ курса ыйтӑва сӳтсе яв.
Эсӗ ҫавӑн пекех регион конгресне чӗнӳ хучӗсене салататӑн пулсан ҫынна буклетпа пӗрле чӗнӳ хутне пар та ҫапла кала: «Эпир сире ҫавӑн пекех ятарлӑ мероприятие пыма чӗнӳ хучӗ патӑмӑр».
«Значите ли вы что-то для Бога?» брошюра.
Вырӑнлӑ пулсан, канмалли кунсенче брошюрӑна ҫапла сӗнме пулать: «Эпир сире ҫак брошюрӑна та сӗнетпӗр. Ҫак брошюрӑра Турӑ пирӗнпе интересленнипе интересленменнине кӑтартса панӑ».
«Как найти путь к примирению?» брошюра.
Вырӑнлӑ пулсан канмалли кунсенче брошюрӑна ҫапла сӗнме пулать: «Эпир сире ҫак брошюрӑна та сӗнетпӗр. Ҫак брошюрӑра ыттисемпе килӗштерсе пурӑнас тесен мӗн тумаллине каланӑ».