jw.org сайтпа сӑваплӑ ӗҫре усӑ кур. «Ответы на библейские вопросы»
jw.org сайтра, «Библейские учения» разделра, «Ответы на библейские вопросы» ятлӑ вкладка пур. Эпир ҫак питӗ анлӑ сарӑлнӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ пулсан ҫавсенчен пӗринпе интересленекен ҫынна тӗл пулсан ҫак ыйту ҫине Библи мӗнле хуравланине кӑтартас тесе пирӗн сайт ҫине тимлеттерме пултараятпӑр. Ҫавӑн пекех эпир калаҫӑва пуҫлама ҫав ыйтусемпе усӑ курма пултаратпӑр. Эсир пурӑнакан вырӑнти ҫынсене интереслентерме пултаракан ыйтӑва суйласа илсе ҫын мӗн шухӑшланине ыйтма, ун хыҫҫӑн сайтри шухӑшсемпе усӑ курса Библире мӗн каланине калама пултаратӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн информацие ӑҫтан тупнине ӑнлантарса е кӑтартма пулать. Е хуравне сайтран хӑйне вулама сӗнме пулать. Район надзирателӗн арӑмӗ ҫак майпа ӑнӑҫлӑ усӑ курать: «Нумай ҫын: „Эпир хӗн-асап тӳснишӗн Турӑ айӑплӑ-и?“ тесе шухӑшлать. Сирӗн ҫак ыйтӑвӑн хуравне 51 ҫеккунт хушшинчех пӗлес килет-и?» Ун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн электронлӑ хатӗрӗ ҫине уҫласа илнӗ хуравне ярать. Вӗҫӗнче вӑл ҫак темӑна сӳтсе явнӑ Библи вӗренмелли тӗп пособинчи сыпӑка кӑтартать.