Суккӑр ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшӑр
1. Иисус суккӑр ҫынсене хӗрхеннине мӗнле кӑтартнӑ?
1 Иисус виличчен темиҫе кун ҫеҫ юлнӑ. Вӑл Иерихон хулинчен тухнӑ чухне икӗ суккӑр ҫын: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Иисус пулас йывӑрлӑхсем ҫинчен шухӑшланӑ пулсан та, вӑл чарӑннӑ, вӗсене чӗнсе илнӗ те сыватнӑ (Матф. 20:29—34). Мӗнле майпа эпир Иисусран тӗслӗх илсе суккӑр ҫынсене хӗрхеннине кӑтартма пултаратпӑр?
2. Урамра суккӑр ҫынна тӗл пултӑмӑр пулсан, ӑна мӗнле майпа ырӑ хыпар пӗлтерме пулать?
2 Пулӑшма хатӗр пул. Суккӑр ҫынна, сӑмахран урамра, тӗл пулсан ӑна сывлӑх сун, хӑвӑн ятна кала тата пулӑшу сӗн. Ҫакӑн пек ҫынсене час-часах улталама хӑтланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл малтанлӑха шикленме пултарать. Анчах та эсӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ тата уҫӑ чӗреллӗ пулни ӑна сана шанма пулӑшӗ. Ҫакна та асра тыт: суккӑрсенчен пӗрисем нимӗн те курмаҫҫӗ, теприсем вара мӗн чухлӗ те пулин кураҫҫӗ, ҫавӑнпа пулӑшу та пӗр пек пулмалла мар. Суккӑр ҫынна пулӑшнӑ хыҫҫӑн эсӗ Библи вӗрентес ӗҫе хутшӑнни ҫинчен калама пултаратӑн. Библири сӑвӑ йӗркине вуласа пама юрать-и тесе ыйт; сӑмахран, Псалом 145:8 е Исаия 35:5, 6 вуласа пама пулать. Вӑл Брайль шрифчӗпе вулама пӗлет пулсан, Библи ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшакан Брайль шрифчӗпе кӑларнӑ публикацие илес кӑмӑл пур-и тесе унран ыйтса пӗл. Ҫавӑн пекех эсӗ ӑна пирӗн сайтран аудиофайлсене уҫласа илме пулӑшма пултаратӑн. Унӑн компьютерӗнче экран ҫинчен сасӑпа вулакан программа пур пулсан, тен, унӑн сайтри статьясене итлес тата публикацисене RTF форматпа уҫласа илес кӑмӑл пулӗ. («Суккӑр ҫынна пулӑшнӑ чухне...» рамкӑна пӑх.)
3. Хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта суккӑр ҫынсене мӗнле шырамалла?
3 Суккӑр ҫынсене шыра. Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир суккӑр ҫынсене сайра-хутра тӗл пулатпӑр, мӗншӗн тесен вӗсенчен нумайӑшӗ палламан ҫынсене алӑка уҫма хӑрать. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек ҫынсене тупас тата вӗсене ырӑ хыпара пӗлтерес тесе ытларах вӑй хумалла (Матф. 10:11). Санпа пӗрле ӗҫлекенсем е пӗрле вӗренекенсем хушшинче суккӑр ҫынсем пур-и? Вӗсемпе калаҫса пӑх. Сирӗн пухӑвӑн территорийӗнче суккӑррисен шкулӗ пур пулсан, ҫав шкул библиотеки валли Брайль шрифчӗпе кӑларнӑ публикацисем сӗн. Хӑв паллакансен тӑван-хурӑнташӗсем хушшинче суккӑр ҫынсем пур-и? Сирӗн пухӑвӑн территорийӗнче суккӑр ҫынсене пулӑшакан организацисем е суккӑр ҫынсем пурӑнакан ваттисен ҫурчӗсем пур-и? Суккӑр ҫынсен тӑван-хурӑнташне, секретаре е директора Иегова Свидетелӗсем суккӑр ҫынсене питӗ пулӑшасшӑн пулнине ӑнлантарса пар тата Брайль шрифчӗпе кӑларнӑ публикацисем е аудиоҫыртарусем сӗн. Турӑ кӗҫех суккӑр ҫынсен куҫӗсене уҫасси ҫинчен Библире шантарса каланине кӑтарт. Тен, эсӗ электронлӑ хатӗрӳпе «Не знаю, что бы я делал без нее!» ятлӑ видеоролика — Библие Брайль шрифчӗпе вулани пӗр суккӑр арҫынна мӗнле усӑ пани ҫинчен каласа паракан видеоролика — кӑтартӑн. Хӑв мӗнле тӗллевпе килнине ӑнлантарса парсан, каярахпа, тен, санӑн суккӑр ҫынсемпе тӗл пулма май пулӗ.
4. Джанетпа пулса иртнӗ тӗслӗх пире мӗне вӗрентет?
4 Джанет ятлӑ суккӑр хӗрарӑм тӑван суккӑр ҫынсем пурӑнакан ваттисен ҫуртне кайса килнӗ. Унта вӑл ҫамрӑк хӗрарӑмпа калаҫма пуҫланӑ. Джанет ӑна каланӑ: «Иисус суккӑр ҫынсене сыватнӑ, ҫапла вӑл пуласлӑхра суккӑр ҫынсем валли мӗн туса парассине кӑтартнӑ». Вӑл ҫав хӗрарӑмпа пӗрле Ӳлӗмхине 21:3, 4 сӳтсе явнӑ тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫак сӑмах панине мӗнле пурнӑҫлассине ӑнлантарса панӑ. Хӗрарӑм шухӑша кайнӑ, вара ҫапла каланӑ: «Эпӗ ҫакӑн ҫинчен суккӑр ҫынран пӗртте илтмен. Куракан ҫынсенчен нумайӑшӗ суккӑр ҫын хӑйӗн е мӑн ашшӗсен ҫылӑхӗсемшӗн суккӑр пулса тӑнӑ тесе шутлать». Джанет ҫав хӗрарӑма электронлӑ почтӑпа Библи вӗренмелли публикацие пӑхмалли каҫӑ ярса панӑ, халӗ вара вӗсем Библие эрнере икӗ хут вӗренеҫҫӗ.
5. Эпир суккӑр ҫынсене Иисус пек сыватма пултараймастпӑр пулсан та, мӗншӗн пирӗн вӗсене хӗрхеннине кӑтартмалла?
5 Паллах ӗнтӗ, эпир суккӑр ҫынсене Иисус пек сыватма пултараймастпӑр. Анчах та камӑн «ӑсне ҫак тӗнче турри суккӑрлатнӑ», ҫавсене, ҫав шутра куҫӗ курманнисене те, эпир Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха пӗлсе ҫитме пулӑшма пултаратпӑр (2 Кор. 4:4, ҪХ). Иисус Иерихон патӗнче икӗ суккӑр арҫынна сыватнӑ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене хӗрхеннӗ (Матф. 20:34). Эпир те суккӑр ҫынсене ҫавӑн пекех хӗрхенетпӗр пулсан, тен, вӗсенчен хӑшне те пулин Иегова ҫинчен — суккӑрлӑха яланлӑха пӗтерме пултаракан Турӑ ҫинчен — ытларах пӗлме пулӑшӑпӑр.