Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Алӑк умӗнче Библи вӗренӗвӗ пуҫласси
Ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ. Вӗренекенсене хатӗрлес тесен пирӗн Турӑ Сӑмахне вӗрентекенсем пулмалла (Матф. 28:19, 20). Эпир пурте ыттисене чӑнлӑх ҫинчен ӑнӑҫлӑн вӗрентме пултаратпӑр, сӑмахран, Библие сӳтсе явмалли плансемпе усӑ курса. Вырӑнлӑ пулсан, вӗсемпе ҫын патне пӗрремӗш хут килсенех усӑ курӑр.
Уйӑх тӑршшӗпе усӑ курмалли канаш:
Библи вӗренӗвӗ ирттерме кӑмӑл пултӑр тесе кӗлту. Унсӑр пуҫне, Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тата чӑнлӑх ҫинчен ӑнӑҫлӑн вӗрентме Иеговӑран пулӑшу ыйт (Флп. 2:13).
Калаҫӑва мӗнле пуҫламаллине лайӑх астуса юлас тесе ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне е Библие хӑв тӗллӗн вӗреннӗ чухне ӑна темиҫе хут каласа пӑх. Ҫакӑ сана ӗнентерӳллӗн калама пулӑшӗ тата, тен, эсӗ Библи вӗренӗвӗ те пуҫлӑн.