ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | НЕЕМИЯ 12, 13
Неемия кӗнекинчи усӑллӑ шухӑшсем
Неемия тӗрӗс пуҫҫапассишӗн хастарлӑ тӑнӑ
13:4—9, 15—21, 23—27
Аслӑ священник Елиашив Товияна, ют халӑх ҫыннине тата Турра хирӗҫ тӑракана, хӑйӗн ҫине витӗм кӳме панӑ
Елиашив Товияна Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче пӳлӗм панӑ
Неемия Товиян япалисене пурне те кӑларса ывӑтнӑ, пӳлӗмне тасатнӑ тата унта унччен мӗн пулнине каялла тавӑрнӑ
Неемия Иерусалима малалла та тӗрлӗ тасамарлӑхран тасатнӑ