ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | 44—50 ПСАЛОМСЕМ
Ӳкӗнекен йӑваш чӗрене Иегова пӑрахмасть
Давид 50-мӗш Псалома Нафан ӑна питленӗ хыҫҫӑн ҫырнӑ. Пророк ӑна Вирсавипе пысӑк ҫылӑх тунӑшӑн питленӗ. Давида совеҫӗ кӑшлама пуҫланӑ, вара вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса ҫылӑх туни ҫинчен каласа панӑ (2Патш 12:1—14).
Давид ҫылӑха кӗнӗ пулсан та, вӑл хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫӗнӗрен йӗркелесе яма пултарнӑ
50:5, 6, 10—14, 19
Ҫылӑх тунине йышӑниччен тата ӳкӗниччен Давида совеҫӗ асаплантарнӑ
Турӑ ырлама пӑрахнӑран вӑл питӗ вӑйлӑ пӑшӑрханнӑ, хӑйне шӑмми-шакки ваннӑ ҫын пек туйнӑ
Турӑ хӑйне каҫарасса вӑл питӗ кӗтнӗ, хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫӗнӗрен йӗркелесе ярса малтанхи пекех савӑнӑҫлӑ пуласшӑн пулнӑ
Вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса Иегова ман ӑшра хӑвна итлесе пурӑнас кӑмӑл ҫурат тесе ыйтнӑ
Иегова хӑйне каҫарасса вӑл ҫирӗп шанса тӑнӑ