ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ЫТАРӐШСЕМ 7—11
Чӗрӳ хӑрушӑ ҫул енне ан сулӑнтӑр
Иеговӑн нормисем пире хӳтӗлеҫҫӗ. Ҫак нормӑсем пире усӑ паччӑр тесен вӗсен пирӗн чӗрере пулмалла (Ыт 7:3). Иеговӑн ӗҫлекенӗ хӑйӗн чӗрине хӑрушӑ ҫул енне сулӑнма ирӗк парать пулсан, вӑл Сатанан чее те илӗртӳллӗ танатисене ҫӑмӑллӑнах кӗрсе ӳкме пултарать. Ытарӑшсем кӗнекинчи 7-мӗш сыпӑкра хӑйӗн чӗрине тӗрӗс ҫултан пӑрӑнма ирӗк панӑ ҫамрӑк ҫинчен каласа панӑ. Вӑл тунӑ йӑнӑшсенчен сыхланма пире мӗн пулӑшӗ?
Курни
7:10
Сӗртӗнни
7:13
Тутанни
7:14
Шӑршлани
7:17
Илтни
7:21
Сатана пирӗн пилӗк сисӗм-туйӑм органӗ ҫине витӗм кӳрсе ҫылӑха кӗртесшӗн, ҫапла пире Иеговӑран пӑрса ярасшӑн
Ӑслӑлӑх тата ӑнкаруллӑ пулни пире тӗрӗс мар ӗҫсем мӗнле хӑрушӑ япаласем патне илсе пынине курма пулӑшӗҫ тата хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене аркатасран хӳтӗлӗҫ