ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИЕРЕМИЯ 5—7
Вӗсем Туррӑн ирӗкне туса тӑма пӑрахнӑ
7:1—4, 8—10, 15
Иеремия Израиль халӑхӗн ҫылӑхӗсем ҫинчен тата икӗпитлӗхӗ ҫинчен тӳррӗн каланӑ
Израильтянсем Иеговӑн храмӗ пурри вӗсене пур хӑрушлӑхран та хӑтарать тесе шутланӑ
Иегова хӑйӗн халӑхне ҫакна ӑнлантарнӑ: ячӗшӗн ҫеҫ парне кӳни ҫылӑхлӑ ӗҫсене тӳрре кӑлармасть
Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ Турра пуҫҫапни унӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑнине тата ҫакна ячӗшӗн ҫеҫ туманнине эпӗ мӗнле тӗрӗслеме пултаратӑп?»
Иеремия Иегова ҫурчӗн хапхи умӗнче