Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb17 июнь 8 с.
  • Ырӑ хыпар пӗлтернинче савӑнӑҫ тупӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ырӑ хыпар пӗлтернинче савӑнӑҫ тупӑр
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
  • Ҫавнашкал материал
  • Ырӑ хыпара мӗнле сараҫҫӗ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Савӑнӑҫ — Турӑ панӑ парне
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • «Кайӑр та пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Ырӑ хыпар
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
Ытларах пӗлӗр
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
mwb17 июнь 8 с.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар пӗлтернинче савӑнӑҫ тупӑр

Сире ырӑ хыпар пӗлтерме ҫӑмӑл-и? Пирӗнтен нумайӑшне ҫакна тума ҫӑмӑл мар. Мӗншӗн? Тен, пирӗн вырӑнта ҫынсем ҫак хыпара итлесех каймаҫҫӗ е хирӗҫ те калаҫаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех палламан ҫынсемпе калаҫма хӑрама пултаратпӑр. Ҫаксене пула пирӗн ал усӑнма пултарать. Анчах эпир «телейлӗ Турӑшӑн» ӗҫлесе тӑратпӑр, вӑл вара пире савӑнса ӗҫлесе тӑччӑр тет (1Тм 1:11, ҪТ; Пс 99:2). Ырӑ хыпар пӗлтернинче савӑнӑҫ тупма пирӗн виҫӗ сӑлтав пур. Мӗнле сӑлтавсем вӗсем?

Пӗрремӗшӗнчен, эпир шанчӑк ҫинчен пӗлтеретпӗр. Ҫынсенчен нумайӑшӗ паянхи кунпа пурӑнаҫҫӗ, анчах эпир «савӑнӑҫ пирки ырӑ хыпар» пӗлтернине пула вӗсен чӗринче шанчӑк ҫуралма пултарать (Ис 52:7). Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпар пире хамӑра та савӑнӑҫлӑ тӑвать. Ырӑ хыпар сарма каяс умӗн Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче лайӑх пурнӑҫ пуласси ҫинчен шухӑшлӑр!

Иккӗмӗшӗнчен, Библири хыпар ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатать. Библирен илнӗ пӗлӳсем япӑх йӑласенчен хӑтӑлма пулӑшаҫҫӗ тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк параҫҫӗ (Ис 48:17, 18; Рм 1:16). Калӑпӑр, эпир ҫынсене ҫӑлас ӗҫре хутшӑнатпӑр. Тен, хӑшӗ-пӗрисем хӑйсене ҫӑлтарасшӑн мар. Анчах ҫӑлӑнас текен ҫынсене эпир ҫав-ҫавах шырӑпӑр (Мф 10:11—14).

Виҫҫӗмӗшӗнчен, ку вара чи пӗлтерӗшли — ырӑ хыпар сарнипе эпир Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр. Хӑйӗн ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренине вӑл питӗ хаклать (Ис 43:10; Евр 6:10). Ҫавӑн пекех ҫак ӗҫе туса тӑма Иегова пире хӑйӗн святой сывлӑшне парса тӑрать. Ҫавӑнпа Иеговӑран савӑнӑҫ пама ыйтӑр, вӗт вӑл святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрет (Гл 5:22). Иегова пире хӑранине ҫӗнтерме тата ырӑ хыпара хӑюллӑ пӗлтерме пулӑшӗ (Ап ӗҫ 4:31). Вара, ҫынсем пире итлеҫҫӗ-и е итлемеҫҫӗ, ырӑ хыпар сарни савӑнӑҫ парса тӑрӗ (Иез 3:3).

Ырӑ хыпара савӑнӑҫсӑр пӗлтерет; ырӑ хыпара савӑнӑҫлӑн пӗлтерет

Сирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа ырӑ хыпар сарас килет? Эсир савӑнӑҫлӑ пулни мӗнрен курӑнса тӑрать?

«ТӖПЧЕНИПЕ ШУХӐШЛАНИ УРЛӐ КАЛЛЕХ САВӐНӐҪЛӐ ПУЛ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Эпир ырӑ хыпара нумай саратпӑр пулсан та мӗншӗн кашни кун Библипе пирӗн публикацисене тӗпчеме вӑхӑт уйӑрмалла?

  • Мария тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

  • Турӑ Сӑмахӗнче мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама эсир хӑҫан вӑхӑт уйӑратӑр?

  • Ырӑ хыпар сарас ӗҫре сире мӗн ытларах савӑнтарать?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр