Иегова Свидетелӗ арҫынпа Библи ҫинчен калаҫать (Тувалу)
Сӗнмелли майсем
ПӖРРЕМӖШ ХУТ КИЛНИ
Ыйту: Хальхи вӑхӑтра питӗ нумай ӗҫ тума ӗлкӗрмелле. Стрессӑр пурӑнас тесен мӗн тумалла-ши?
Сӑвӑ йӗрки: Ек 4:6
Малалла ҫапла калама пулать: Эпир питӗ ӗҫлӗ пулсан та Библири ҫак канаш пире вӑйран кайма памасть тата савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшать. Тепрехинче ҫак канашпа пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине кӑтартма пултаратӑп.
ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР
Ыйту: Турра юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
Сӑвӑ йӗрки: 1Ин 5:3
Чӑнлӑх: Турра юратнине эпир унӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑнипе кӑтартатпӑр.
ТЕПӖР ХУТ КИЛНИ
Малтанхи сӑмахсем: Килӗшетӗр пулӗ, ӗҫре те, килти ӗҫсене тума та, канма та ӗлкӗрес тесен вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курмалла.
Сӑвӑ йӗрки: Пс 4:9а
Малалла ҫапла калама пулать: Библи ҫинче никӗсленнӗ ҫак пысӑках мар статьяра эсир ӗҫпе кану ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшакан усӑллӑ канашсене тупатӑр. [«Как с мудростью использовать время?» статьяна е урӑх вырӑнлӑ статьяна сӗнӗр.]
МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ
Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр