Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb17 октябрь 3 с.
  • Библие тӑрӑшса тӗпчекен пулас тесен мӗн тумалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библие тӑрӑшса тӗпчекен пулас тесен мӗн тумалла?
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
  • Ҫавнашкал материал
  • Библие тарӑннӑн тӗпчени сыхӑ тӑма пулӑшать.
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Эсир Иеговӑшӑн пӗрмай ӗҫлесе тӑрӑр-ши?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
  • Даниил тӗслӗхӗнчен вӗренӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Библири пророкла каланисене ӑнланма тӑрӑшӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
mwb17 октябрь 3 с.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Библие тӑрӑшса тӗпчекен пулас тесен мӗн тумалла?

Сирӗн Даниил пекех хытӑ ӗненекен ҫын пулас килет-и? Даниил Туррӑн Сӑмахне, ҫав шутрах тарӑн пӗлтерӗшлӗ пророкла каланисене, тӑрӑшса тӗпченӗ (Дан 9:2). Библие тӗплӗн тӗпчени сире Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗ. Мӗнле майпа? Ҫакӑн пек тунипе эсир Иегова сӑмах панисем пурнӑҫланасса ҫирӗп ӗненме пултаратӑр (ИсН 23:14). Ҫавӑн пекех ҫакӑ сире Турра хытӑрах юратма пулӑшӗ, Иеговӑна юратни вара ӑна итлесе пурӑнма хавхалантарӗ (Пс 96:10). Анчах мӗнрен пуҫламалла-ха? Айтӑр темиҫе канаш пӑхса тухар.

Даниил Туррӑн Сӑмахне тӗпчет
  • Мӗн тӗпчемелле? Библие хамӑр тӗллӗн вӗренни шутне пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленни кӗрет. Кашни эрнере Библи вуланӑ чухне эсир хӑвӑр ӑнланман сӑвӑ йӗркисене тӗпчеме вӑхӑт уйӑратӑр пулсан, ҫакӑ нумай усӑ парӗ. Хӑш-пӗрисем хӑйсем тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне пророкла каланисем ҫинчен, святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсем ҫинчен, Павел апостолӑн миссионерла ҫулҫӳревӗсем ҫинчен е Иегова пултарнисем ҫинчен нумайрах пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Сирӗн кун хушшинче мӗнле те пулин ыйту сиксе тухрӗ пулсан, ӑна ҫырса хурӑр та хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне тӗпчӗр.

  • Информацие ӑҫта тупма пулать? Хӑш-пӗр лайӑх канашсене «Библири чӑнлӑхсене тупма пулӑшакан хатӗрсем» видеороликра тупма пулать. Сӑмахран, Даниил кӗнекинчи 7-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ пророкла каланинче тискер чӗрчунсем кама сӑнласа панине пӑхса тухӑр.

  • Тӗпчеме мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрмалла? Кулленех Библи тӗпчени Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшать. Малтанах нумай мар вӑхӑт уйӑрма пулать, каярахпа вара эсир ытларах та ытларах тӗпчесе ларма пултаратӑр. Туррӑн Сӑмахне тӗпченине пытарса хунӑ мула шыранипе танлаштарма пулать: мӗн чухлӗ нумайрах мул тупатӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах чавас килет! (Ыт 2:3—6.) Эсир Туррӑн Сӑмахне хытӑрах юратма пуҫлатӑр тата кулленех Библи тӗпчени йӑлана кӗрет (1Пт 2:2).

    Хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннине интереслӗрех тума пулӑшакан канашсене «Библие вулама интереслӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?» брошюрӑри 5—6 страницӑсенче тупма пулать.

ДАНИИЛ КӖНЕКИНЧИ 7-МӖШ СЫПӐКРИ ТИСКЕР ЧӖРЧУНСЕМ КАМА СӐНЛАСА ПАРАҪҪӖ?

  • Арӑслан пек тискер чӗрчун, унӑн ӑмӑрткайӑкӑнни пек ҫунатсем пур

    Дан 7:4

  • Упа пек тискер чӗрчун, унӑн ҫӑварӗнче виҫӗ шӑмӑ

    Дан 7:5

  • Барс пек тискер чӗрчун, унӑн тӑватӑ пуҫ тата ҫурӑмӗ ҫинче тӑватӑ ҫунат

    Дан 7:6

  • Тимӗр шӑлӗсемпе вунӑ мӑйракаллӑ хӑрушӑ тискер чӗрчун

    Дан 7:7

ХУШМА ЫЙТУ:

Даниил 7:8, 24 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ?

Вунӑ мӑйрака хушшинчен пӗчӗк мӑйрака тухать те виҫӗ мӑйракана тӑпӑлтарса кӑларать, унӑн куҫсем тата ҫӑвар пур

ТЕПРЕХИНЧЕ

Ӳлӗмхине кӗнекери 13-мӗш сыпӑкри тискер кайӑксем кама сӑнласа параҫҫӗ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр