ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иона кӗнеки пире мӗне вӗрентет?
Библире Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫинчен ҫырса панӑ, ҫавна пула эпир вӗсен тӗслӗхӗсенчен вӗренме пултаратпӑр (Рм 15:4). Иона кӗнекинчен эсир мӗне вӗрентӗр? «Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни. Иона тӗслӗхӗнчен Иеговӑн хӗрхенӗвӗ ҫинчен вӗренетпӗр» видеоролик пӑхӑр та ҫак ыйтусем ҫине хуравлӑр:
Видеороликра кӑтартнӑ виҫӗ хыпарҫӑн мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ?
Пире канаш парсан е эпир пухури тивӗҫлӗхсене ҫухатсан Ионӑн тӗслӗхӗ пире мӗнле хавхалантарма пултарать? (1Патш 16:7; Иона 3:1, 2)
Иона ҫинчен каласа пани пире ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсем ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшма пултарать? (Иона 4:11; Мф 5:7)
Хытӑ чирлесе ӳксен Иона ҫинчен каласа пани пире мӗнле йӑпатма пултарать? (Иона 2:2, 3, 8, 10)
Библие вулас тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлас тӗлӗшрен эсир ҫак видеороликран мӗне вӗрентӗр?