ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Мӗн вӑл чӑн-чӑн юрату?
Иегова шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, мӑшӑрсен ӗмӗр-ӗмӗр пӗрле пурӑнмалла (Плт 2:22—24). Упӑшки е арӑмӗ аскӑн ӗҫ тусан ҫеҫ мӑшӑрсем уйрӑлма пултараҫҫӗ (Мл 2:16; Мф 19:9). Иегова ҫемьесем ҫирӗп пулччӑр тет, ҫавӑнпа вӑл мӑшӑра суйласа илме тата ҫемьене телейлӗ пулма пулӑшакан принципсем панӑ (Ек 5:3—5).
«ЧТО ТАКОЕ НАСТОЯЩАЯ ЛЮБОВЬ?» ФИЛЬМА ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
Мӗншӗн Фрэнкпа Бонни хӑйсен хӗрне, Лизӑна, панӑ канаш пирки юратса панӑ ӑслӑ-тӑнлӑ канаш теме пулать?
Хӗрпе каччӑ пек ҫӳренӗ чухне мӗншӗн эпӗ ӑна лайӑх енне улӑштарма пултаратӑп тесе шутлани тӗрӗс мар?
Пол тата Присцилла Лизӑна мӗнле лайӑх канаш панӑ?
Мӗншӗн Закпа Меганӑн ҫемйинче йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ?
Джонпа Лизӑн Турӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ мӗнле пӗр пек тӗллевсем пулнӑ?
Ҫын чӗринче мӗн пуррине мӗншӗн унпа мӑшӑрланиччен пӗлмелле? (1Пт 3:4)
Мӗн вӑл чӑн-чӑн юрату? (1Кр 13:4—8)