ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | АПОСТОЛСЕН ӖҪӖСЕМ 19, 20
«Хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр, пӗтӗм кӗтӗве те астуса тӑрӑр»
Старейшинӑсем кашни сурӑха Христосӑн хаклӑ юнӗпе тӳлесе илнине асра тытаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем кӗтӗве тӑрантараҫҫӗ, хӳтӗлеҫҫӗ тата уншӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Павел пекех хӑйсене хӗрхенмесӗр ӗҫлесе тӑракансене пухури тӑвансем питӗ хаклаҫҫӗ тата юратаҫҫӗ.