ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | 2 КОРИНФ 7—10
«Сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫ»
Эпир, христиансем, сӑваплӑ ӗҫе икӗ майпа туса тӑратпӑр. Пӗрремӗшӗ — эпир ыттисене Турӑпа килӗштерме пулӑшатпӑр, урӑхла каласан, ырӑ хыпар саратпӑр тата вӗренекенсем хатӗрлетпӗр. Иккӗмӗшӗ вара — эпир «сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫе» хутшӑнатпӑр, тепӗр майлӑ каласан, хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене пулӑшатпӑр (2Кр 5:18—20; 8:4). Ҫавӑнпа та хӗн-хур тӳсекен тӑвансене пулӑшни Турӑшӑн ӗҫлени шутне кӗрет. Иеговӑшӑн ҫапла ӗҫлесе:
Эпир тӑвансене мӗн кирлипе тивӗҫтеретпӗр (2Кр 9:12а).
Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене каллех туса тӑма, тӗслӗхрен, хӑйсем тӗллӗн Библи вӗренме, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма, пулӑшатпӑр (2Кр 9:12ӑ).
Иеговӑна аслӑласа мухтатпӑр (2Кр 9:13). Эпир ыттисене пулӑшнине пурте, Свидетельсене юратман ҫынсем те, кураҫҫӗ.