ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | 1 ФЕССАЛОНИКА 1—5
«Пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр»
Пирӗнтен кашни ыттисене хавхалантарма пултарать. Тӗслӗхрен, эпир чире е йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах пухӑва сиктермесӗр ҫӳресе тата тӑтӑшах ырӑ хыпар сарса тӑвансене хавхалантаратпӑр (1Фс 2:2). Унсӑр пуҫне, тӑван ҫинчен маларах шутласан эпир ӑна йӑпатма тата тӗреклетме пултаракан сӑмахсем калама пултарӑпӑр. Тӑвана хавхалантарас тесе пирӗн публикацисенче кирлӗ шухӑшсене шыраса пӑхма та пулать.
Асапланакан тӑвансене йӑпатмашкӑн кирлӗ шухӑшсене ӑҫта тупма пулать?
Эсӗ пухури хӑш тӑвана хавхалантарасшӑн?